Поиск
Шырав ĕçĕ:
1967 ҫулта вӑл Алексей Сахаровпа Александр Светлов Борис Житков калавӗ тӑрӑх ӳкернӗ «Тинӗс калавӗсем» фильмра унччен тореадор ӗҫӗпе аппаланнӑ Хозе-Мария Дамец испан сӑнарне вылянӑ.
Досталь Николай Николаевич // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%94%D0%BE%D ... 0%B8%D1%87
Вӗсем Европӑна каякан наркотрафикӑн пӗтӗм тӗнчери каналӗсене, тӗрлӗ хӗҫпӑшаллӑ бандформированисене тытса чарнӑ, ҫапах та афган халӑхӗ валли шкулсем, сывлӑх сыхлав пункчӗсем тата социаллӑ объектсем тӑвассипе те аппаланнӑ.
"Паттӑрлӑхшӑн" медальпе наградӑланӑ // Владимир СМОЛОВ. https://sutasul.ru/articles/afgan-v-r-in ... an-3644434
Археологсем чавса тӗпчесе пӗлнӗ тӑрӑх, Грассмаркетӑн тухӑҫ енче вырнаҫнӑ Кэндлмейкер-роу лаптӑкӗнче XI—XII ӗмӗртенпех хуҫалӑх ӗҫӗпе аппаланнӑ.
Грассмаркет // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%93%D1%80%D ... 0%B5%D1%82
Спорт хатӗрӗ пек пек фитнеспа аппаланнӑ чухне тата активлӑ каннӑ чухне усӑ кураҫҫӗ.Используются как спортивный инвентарь, для занятий фитнесом и активного отдыха.
Роликлӑ тӑркӑч // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%A0%D0% ... 3%91%D1%87
Актай Урине тетрадьне хӑйӗн кӗнеки хушшине хӗстеркелесе аппаланнӑ чух ҫырӑвӗ тухса ӳкет.
2 // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 16–60 с.
Храма хӑпартса пӗтерессине Йожеф Каузер вӗҫленӗ, вӑл, тӗпрен илсен, шалти ӗҫсемпе аппаланнӑ.Завершал строительство уже Йожеф Каузер, на долю которого выпали, в основном, внутренние работы.
Сӑваплӑ Стефан базилики // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%A1%D3% ... 0%BA%D0%B8
Ҫак ӗҫсемпе аппаланнӑ вӑхӑтра чӑн малтан Ванюк персе ҫитет.
Протоценоз // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.
Ачасем хаваслансах процеса хутшӑннӑ: ташланӑ, юрланӑ, вылянӑ, ҫырупа математикӑпа та аппаланнӑ…
Ҫу вӑл — пӗчӗк пурнӑҫ! // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/v-rent/2023- ... rn-3369616
— Аппаланнӑ ҫав…
2 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.
Пӗр кунхине институтран таврӑннӑ хыҫҫӑн общежити пӳлӗмӗнче тем аппаланнӑ чух ӑна телефон патне чӗнтерчӗҫ.
2 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.
Ала ялӗнче суту-илӳ ҫыннисем пурӑннӑ, Тырь ялӗнчисем вӑрӑ-хурах ӗҫӗпе аппаланнӑ.
Улатӑр // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Пуяндайкинпа аппаланнӑ хушӑра эпӗ кӑкӑр таран анса кайма ӗлкӗрнӗ-мӗн.
Хӑвӑл йӑмра // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 74–85 с.
Кӑшт ӳссен Эрнук амӑшӗпе пӗрле пахчара аппаланнӑ.
Эрнук // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/418
- Тракторпа ӗҫленӗ чухне ку ӗҫпе каҫхине кӑна аппаланнӑ.
Иккӗмӗш арӑм - чун валли // Роза ВЛАСОВА. «Хыпар», 2015, 38-39 (26690-26691)№, 11 с.
Асӑннӑ организаци Ярмарка урамӗнчи пӗр ҫуртра отделка ӗҫӗпе аппаланнӑ.Данная организация занималась отделкой в одном из домов на улице Ярмарочной.
Кабель сутса эрех туяннӑ // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/34331.html
Пӑхӑр барельефпа пикенсех аппаланнӑ пирки Цэрнэ хӑйӗн будкинчен сӗм ҫӗрле, мастерскойран пурте кайса пӗтсен тин тухать.
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.
Ҫынсем пек таҫта инҫене кайса ҫӳреместӗп эпӗ, усламшӑн ҫунмастӑп, хам садра аппаланнӑ хакне тавӑрсан та ҫитет мана…
I // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.
Амӑшӗ таврӑннине пӗлсе, пахча картине майласа аппаланнӑ Сергей ҫенӗке килсе кӗчӗ, анчах лавккана кӗмерӗ, амӑшӗ тухасса кӗтрӗ.
Тарье таврӑнсан // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Анне кӳршӗрен киличчен эпӗ чустапа аппаланнӑ.
Инкексем // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.
Пӗрпеклетес тесе хӑрах ҫӑпатине старик шыва ярса шӳтеркелесе те аппаланнӑ пулас, пичӗ пӗрӗнсе, пӗчӗккӗленсе ларнӑ.
Таркӑн // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.