Поиск
Шырав ĕçĕ:
Ҫынсем пек таҫта инҫене кайса ҫӳреместӗп эпӗ, усламшӑн ҫунмастӑп, хам садра аппаланнӑ хакне тавӑрсан та ҫитет мана…
I // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.
Амӑшӗ таврӑннине пӗлсе, пахча картине майласа аппаланнӑ Сергей ҫенӗке килсе кӗчӗ, анчах лавккана кӗмерӗ, амӑшӗ тухасса кӗтрӗ.
Тарье таврӑнсан // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Анне кӳршӗрен киличчен эпӗ чустапа аппаланнӑ.
Инкексем // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.
Пӗрпеклетес тесе хӑрах ҫӑпатине старик шыва ярса шӳтеркелесе те аппаланнӑ пулас, пичӗ пӗрӗнсе, пӗчӗккӗленсе ларнӑ.
Таркӑн // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.
Асӑрхаман, мӗншӗн тесен каччӑ ытларах хӑй шухӑш-кӑмӑлӗпе аппаланнӑ, хӑйне хуҫа вырӑнне хунӑ.Не замечал, потому что целиком был погружен в свои думы, чувствовал себя счастливым с ней.
Вӑрман халапӗ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.
Тахҫан хӑмлапа аппаланнӑ вӑхӑтра Ярилен ҫур пахчине яхӑнах хӑмла пулнӑ.
Килте // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.
Хӑшӗ-пӗри усламра тӑрӑшнӑ, теприсем карьера ыйтӑвӗпе аппаланнӑ.Кто-то старался в плане бизнеса, а кого-то интересовал карьерный вопрос.
19-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ
Унтан Ева Моргиана ылтӑн укҫа шырама хушнине, Эрмина ҫак ӗҫпе аппаланнӑ чух пукан кӗрӗслетсе ӳксен чупса пынине, ҫав тери сехӗрленнине хыпарларӗ.
ХХIII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.
Шкапсенчен мӗн пуррине кӑларса хучӗ, кӗписене тӑхӑна-тӑхӑна хаклать; ҫак ӗҫне хӗрсех аппаланнӑ хушӑра тӑруках ӗшеннине туйрӗ, — халӗ унӑн курӑк ҫинче чупас кӑмӑлӗ пачах сӗвӗрӗлчӗ.
IX сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.
Вӑл хунарпа аппаланнӑ хушӑра эпӗ хунарӑн тимӗр кӑшкарне тата ҫинҫе алӑ куратӑп; кӗҫех хунарта ҫулӑм чӗтреме пикенчӗ.
XVII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.
Вӑл хӑйӗнпе аппаланнӑ хушӑра Дрибб, кӑкӑрне витӗрех персе шӑтарнипе хускалмасӑр выртаканскер, ҫӑра юн ҫӑмхине сурса кӑларчӗ.
VIII // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 319–383 с.
Пӳлӗмре ӑнланмалла мар пулӑм: буфет алӑкӗ леш енче этем алли аппаланнӑ чухнехилле темӗн чӑнкӑртатать; алӑк ҫекӗле хӑпарать те анать; чӳрече карри ҫил вӗрнӗ самантрилле вӗлкӗшсе ҫӳлелле ҫӗкленет; пӳлӗм кӗтесӗсене уҫӑмсӑр, ҫӑнӑх тӗслӗ ҫутӑ юхса саланчӗ.
Шурӑ шар // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 136–139 с.
Лешӗ, хӑй ӗҫӗпе аппаланнӑ пек курӑнма тӑрӑшса, начальник мӗн каласса самаях кӑсӑкланса кӗтет пулас, пуҫне кирлӗрен пӑрнӑ пек туса, сулахай хӑлхине ун еннелле кӑнтарчӗ.
3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Ҫапла ача нумайччен аппаланнӑ.
Тӑмран тунӑ теттесем // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Джеймс Ш. Пӗчӗк индеец Синопа: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 109 с.
Ҫакӑн пек аппаланнӑ чухне сахалтан та пӗр минут иртет, — ку вӑхӑтра вӑл хӑй мӗн тавӑрса каласси ҫинчен шухӑшлать.
7 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.
Емельянов Кольӑпа тата Кондратипе пӗрле каҫхи апат пӗҫерсе аппаланнӑ май кӑвайт вӑйлӑрах йӑлкӑшса ҫунма пуҫларӗ.
10 // Аркадий Малов. Казакевич Э.Г. Кӑвак тетрадь: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 158 с.
Вӑл Кольӑна кӳлӗ хӗррине тата сылтӑм енчи вӑрмана ҫын пуррипе ҫуккине тӗрӗслеме ячӗ, хӑй вара вак-тӗвек ӗҫсемпе аппаланнӑ хушӑра тавлашу мӗн пирки пынине тӑнларӗ.
4 // Аркадий Малов. Казакевич Э.Г. Кӑвак тетрадь: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 158 с.
Хӑй вӑл Васильевски утравсене десант кӑларнине хирӗҫ кӗрешнӗ пек маневрсем туса, Петербург «оборонине» ертсе пырса аппаланнӑ.
II сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ, Иван Яковлев. Брагин М.Г. Фельдмаршал Кутузов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 162 с.
Ытти нумай нимӗҫсем пекех, вӑл тӗксӗм куҫлӑх тӑхӑннӑ, урамсем тӑрӑх чечек ҫыххи йӑтса ҫӳренӗ те вак-тӗвек спекуляципе аппаланнӑ.
«Агентсем» тата «спекулянтсем» // Уйӑп Мишши. Медведев Д.Н. Ровно патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 246 с.
Ушкӑнран аяккинерех диван ҫинче ларакан Курганов умне ҫеҫ вӑл час-часах пырса пӑхнӑ, унта та пулин ӗҫпе пынӑ, мӗншӗн тесен леш унӑн гитарне тӳрлетсе ӗнерсе аппаланнӑ.
III // Петӗр Хусанкай. Телешов Д.Н. Типшар: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1946. — 56 с. — 8–56 с.