Поиск
Шырав ĕçĕ:
36. Унтан пурте пӗрле калаҫса татӑлса ҫапла тума палӑртнӑ: ҫакӑ куна нихӑҫан та чаплӑн уявламасӑр хӑвармалла мар, ҫирӗммӗш уйӑхӑн, Сири чӗлхипелен адар уйӑхӗ тенӗскерӗн, вунвиҫҫӗмӗш кунне, Мардохей кунӗнчен пӗр кун маларах килекен куна, уявпа чысламалла тенӗ.
2 Мак 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
48. Халӑх тем пекех хӗпӗртенӗ, ҫав куна аслӑ савӑнӑҫ кунне ирттернӗ пек ирттернӗ; 49. вара адар уйӑхӗн вунвиҫҫӗмӗш кунне ҫулленех уявласа ирттермелле тунӑ.
1 Мак 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
43. Вара адар уйӑхӗн вунвиҫҫӗмӗш кунӗнче ҫар ҫапӑҫӑва кӗнӗ, Никанор ҫарне ҫапса аркатнӑ, Никанор хӑй ҫапӑҫура чи малтан пӗтнӗ.
1 Мак 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Ҫав кунсене, адар уйӑхӗн вунтӑваттӑмӗшпе вунпиллӗкмӗш кунӗсене, Турӑ умӗнче Ун халӑхӗ — Израиль — ӗмӗр-ӗмӗрӗпе чаплӑн та савӑнӑҫлӑн уявлӗ.
Эсф 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
20. Мардохей вара Артаксеркс патша ҫӗрӗнче пурӑнакан иудейсем патне — ҫывӑхрисем патне те, аякрисем патне те — ҫак ӗҫ ҫинчен ҫыру ҫырса янӑ, 21. вӑл иудейсене кашни ҫулах адар уйӑхӗн вунтӑваттӑмӗш тата вунпиллӗкмӗш кунӗсенче уяв ирттерме хушнӑ, 22. мӗншӗн тесессӗн ҫак кунсенче иудейсем хӑйсен тӑшманӗсенчен хӑтӑлнӑ, мӗншӗн тесессӗн ҫав уйӑхра вӗсем патне хурлану вырӑнне савӑнӑҫ, хуйхӑ-суйхӑ вырӑнне уяв кунӗ ҫитнӗ, ҫавӑнпа ҫак кунсене ӗҫкӗ-ҫикӗ те савӑнӑҫ кунӗсем туччӑр, пӗр-пӗрне парне паччӑр, кӗлмӗҫсене пушӑ алӑпа ан яччӑр.
Эсф 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
19. Ҫавӑнпа та ялсенче, уҫӑ вырӑнсенче пурӑнакан иудейсем адар уйӑхӗн вунтӑваттӑмӗш кунӗнче уяв тӑваҫҫӗ, ӗҫкӗ-ҫикӗ туса савӑнаҫҫӗ, пӗр-пӗрне парне параҫҫӗ; [хуласенче пурӑнакансем вара адар уйӑхӗн вунпиллӗкмӗш кунӗнче те савӑнаҫҫӗ, уяв тӑваҫҫӗ; ҫывӑх ҫыннисене парне параҫҫӗ].
Эсф 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Ҫакӑ адар уйӑхӗн вунвиҫҫӗмӗш кунӗнче пулса иртнӗ; ҫак уйӑхӑн вунтӑваттӑмӗш кунӗнче вара вӗсем лӑпланнӑ та ӑна ӗҫкӗ-ҫикӗпе савӑнӑҫ кунӗ тунӑ.
Эсф 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Сузӑ хулинче пурӑнакан иудейсем адар уйӑхӗн вунтӑваттӑмӗш кунӗнче те пуҫтарӑннӑ, унта вӗсем ҫичҫӗр ҫынна вӗлернӗ, анчах аллине ҫаратупа вараламан.
Эсф 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Вуниккӗмӗш уйӑхӑн, урӑхла каласан адар уйӑхӗн, вунвиҫҫӗмӗш кунӗнче, — патша хушӑвне пурӑнӑҫлама вӑхӑт ҫитнӗ кун, иудейсене тӑшманӗсем пӑхӑнтарма шутласа хунӑ кун, — пачах урӑхла пулса тухнӑ, иудейсем хӑйсем ҫӗнтернӗ, пӗтӗм тӑшманне парӑнтарнӑ.
Эсф 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Ҫак хушӑва курӑнмалла уҫӑ вырӑна ҫакӑр, иудейсене хӑйсен саккунӗпе пурӑнма ан чӑрмантарӑр, шӑп ҫав кун, вуниккӗмӗш уйӑхӑн, адар уйӑхӗн, вунвиҫҫӗмӗш кунӗнче, вӗсем хӑйсене йывӑр вӑхӑтра тапӑнакан тӑшманӗсене тавӑрасшӑн пулӗҫ, пулӑшӑр вӗсене.
Эсф 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Ҫав ҫырура патша иудейсене харпӑр хӑй пурӑнакан хулара пӗрле пуҫтарӑнса хӑйсен пурӑнӑҫне хӳтӗлеме ирӗк панӑ: ӗнтӗ пуҫтарӑнччӑр та вӗсем ҫак ҫӗрти халӑхсем хушшинчи мӗнпур вӑйлӑ ҫынсене, хӑйсемпе тӑшманла хирӗҫекенсене, вӗсенӗн ачисене те, арӑмӗсене те пӗтӗмпе тӗп туса-вӗлерсе-пӗтерсе тухччӑр, вӗсен кил-ҫурчӗсене ҫаратса аркатчӑр, 12. ҫакна вӗсем пӗтӗм Артаксеркс патша ҫӗрӗнче пӗр кунра, вуниккӗмӗш уйӑхӑн, урӑхла каласан адар уйӑхӗн, вунвиҫҫӗмӗш кунӗнче, туччӑр, тенӗ.
Эсф 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Ӗнтӗ пур ҫынна та ялан ҫак пӗртен-пӗр халӑх ҫеҫ хирӗҫ тӑнине пӗлсен, вӗсем саккунсене хирӗҫлекен йӗркесемпе пурӑннине пӗлсен, пирӗн патшалӑхӑмӑрта ҫителӗклӗ пурӑнӑҫ ан пултӑр тесе, пире хирӗҫ тӑрса тискер ӗҫсем тунине пӗлсен, эпир Аман ҫырӑвӗнче, пӗтӗм ӗҫсене тӗрӗслесе тӑракан, хамӑрӑн иккӗмӗш аттемӗр Аман ҫырӑвӗнче, кӑтартнӑ ҫынсене пӗтӗм килӗ-йышӗпе, ачи-пӑчипе вӗлерсе тухма хушрӑмӑр, вӗсене кӑҫалхи вуниккӗмӗш уйӑхӑн, адар уйӑхӗн, вунвиҫҫӗмӗш кунӗнче пӗр иккӗленмесӗр, хӗрхенмесӗр хӗҫпе вакламалла, тӗппипех пӗтермелле, ҫавсене — унччен те, халӗ те пире курайман ҫынсене — пӗр кунра вӑйпах ҫӗр тӗпне ҫапса антармалла, вара вӗсем пире малашне ӗмӗрӗпе тӑнӑҫлӑ та телейлӗ пурӑнӑҫпа пурӑнма чӑрмантараймӗҫ.]
Эсф 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Хучӗсене хыпарҫӑсем урлӑ салатнӑ, вӗсен ӗнтӗ пӗтӗм иудее, ватти-вӗттине, ачи-пӑчине, хӗрарӑмсене пӗр кунра — вуниккӗмӗш уйӑхӑн, урӑхла каласан адар уйӑхӗн, вунвиҫҫӗмӗш кунӗнче — пӗтерме, вӗлерме, кӑклама, вӗсен пурлӑхне тӗппипе ҫаратма хушакан хута патша ҫӗрӗнчи кашни кӗтесе ҫитермелле пулнӑ.
Эсф 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. [Мардохей халӑхне хӑш кунра, хӑш уйӑхра пӗтермеллине палӑртас шутпа] Артаксеркс вуниккӗмӗш ҫул патшара ларнӑ чухне, пӗрремӗш уйӑхра, нисан ятлӑ уйӑхра, [канаш ирттернӗ,] Аман умӗнче кашни кун тӗлӗшпе, кашни уйӑх тӗлӗшпе пур сиктернӗ, урӑхла каласан шӑпа янӑ, шӑпи вуниккӗмӗш уйӑха, адар уйӑхне, тухнӑ.
Эсф 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Сӑваплӑ Ҫурта Дарий улттӑмӗш ҫул патшара ларнӑ чухне, адар уйӑхӗн ҫирӗм виҫҫӗмӗш кунӗ тӗлне, туса пӗтернӗ.5. Окончен святый дом к двадцать третьему дню месяца Адара, на шестом году царя Дария.
2 Езд 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Ҫав Ҫурта адар уйӑхӗн виҫҫӗмӗш кунӗ тӗлне, Дарий патша улттӑмӗш ҫул патшара ларнӑ чухне, туса пӗтернӗ.15. И окончен дом сей к третьему дню месяца Адара, в шестой год царствования царя Дария.
1 Езд 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
- 1