Поиск
Шырав ĕçĕ:
Вӗсемшӗн пулсан кил-хуҫалӑхӗнчи, пахчари, садри ӑпӑр-тапӑр, ҫӗр улми, помидор аври, хӑрнӑ йывӑҫ турачӗсем, строительство материалӗсен каяшӗсем тата ытти (сӑн ӳкерчӗкре) те куҫран тасалччӑр.
Патӑрьелӗнчи хӑш-пӗр урампа иртме те намӑс... // Альбина НИКОЛАЕВА. https://avangard-21.ru/gazeta/51466-pat- ... e-te-nam-s
Хӑш-пӗрисем ҫӗрулми аври симӗс, тесе, маларах ҫулса хума тӑрӑшмаҫҫӗ.
Чӑмӑр пысӑкӑш, ҫап-ҫаврака... // Римма Мавлютова. https://chuprale-online.ru/news/tp-khypa ... ap-cavraka
Кӗреҫи пӗчӗк фанера татӑкӗнчен, аври станок ҫинче якатнӑ типӗ ҫӑкаран.
«Ыр ут хыҫҫӑн…» // Александр Савельев-Сас. Савельев-Сас, А. С. Шӑнкӑравлӑ пӗкӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1992. — 272 с. — 102–136 с.
Ял ҫыннисем килти ҫӗрулмине кӑларма тытӑнман-ха, аври ешӗл, ӳсет текелеҫҫӗ.
«Радвадар — I» // Александр Савельев-Сас. Савельев-Сас, А. С. Шӑнкӑравлӑ пӗкӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1992. — 272 с. — 102–136 с.
— Эсӗ, Хӗветӗр, кӗрепле аври ларт, эп ҫава туптатӑп.
V // Александр Савельев-Сас. Савельев-Сас, А. С. Шӑнкӑравлӑ пӗкӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1992. — 272 с. — 3–48 с.
Пӗтӗм вӑйран сулса янӑ вӑрӑм ҫӗҫӗ упа пырне аври таранах шӑтарса кӗчӗ.
XII // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 121–208 с.
Ялт ҫӳлелле ҫӗкленчӗ алӑ — вӑлта аври сывлӑшра ҫаврӑнса илчӗ те ҫырана пырса ӳкрӗ.
IX // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 121–208 с.
Эпӗ кӗреҫе аври тума юрӑхлӑ йывӑҫ шыраса ансӑр сукмакпа пыратӑп.
Кайӑк чӗлхи // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 271–272 с.
— Сан ят тухнӑ апла? — кӗрепле аври ҫине таянать ватӑ ҫын.
Аслӑ амӑшӗ // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.
Хӗллехи ҫӗр вӑрӑм пушӑ тӑршшӗ те, ҫуллахи каҫ — пушӑ аври чухлӗ, тенӗ.
Ниме! Асран кайми ниме… // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.
Аври ⎼ йывӑҫран, йӗнни ⎼ сӑрантан.
Несӗлӗпе ӳсӗмӗ // Геннадий Дегтярёв. Чӑваш тумӗ аваллӑхран паянлӑха = Чувашский костюм от древности до современности = The Chuvash costume from ancient to modern times / В. В. Николаев, Г. Н. Иванов - Орков, В. П. Иванов ; Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ. — Мускав ; Шупашкар ; Ӑремпур : Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ, 2002. — 400 с.
Ку вӑл вунӑ сантиметр сарлакӑш аллӑ сантиметр тӑршшӗ эбонит пластинки, ӑна аври ҫӑм пирпе сӑтӑрмалла.
Пурнӑҫпа савӑнма пӗлет // Владимир СМОЛОВ. https://sutasul.ru/articles/obshchestvo/ ... et-3660742
Тӑкӑрлӑк карти ик енӗпе юрпа витӗннӗ пахчасенче ҫӗрулми аври куписем, хӗвелҫаврӑнӑш тунисем курӑнкалаҫҫӗ.
Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
Кукамин салма яшкипе кукаҫин шӗшлӗ аври!
Вӑрманхӗрри Шӑхаль. Вӑта касӑм, Вӑта кас // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 95–102 с.
Вӗсем хушшинче ҫимӗҫ йывӑҫӗсем те тӗл пулаҫҫӗ: груша, слива, иҫӗм ҫырли аври.
Ҫутҫанталӑк // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.
Газ секторӗн аври.
2. Вӑхӑт, каялла! // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.
— Шӗшлӗ аври мар-и вӗсене!
XXV сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.
Аври вӑрӑм…
2 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.
Пӗр уйрӑм хут листи ҫинче яштак пӳ-силлӗ, шухӑша ӳкнӗ хӗрача ҫӗре тирӗнтернӗ сенӗк аври ҫине таянарах тӑрать.
2 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.
Пиҫнӗ ҫырла аври ҫинчех ҫу каҫаймӗ.
Славик // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 56–82 с.