Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

Шӑматкун сăмах пирĕн базăра пур.
Шӑматкун (тĕпĕ: шӑматкун) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Паян шӑматкун — канмалли кун, ытларах ҫывӑрма та юрать.

Помоги переводом

12 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Шӑматкун, кӑнтӑр иртсен, эпӗ юхан шыв икӗ енӗпе вырнаҫнӑ Карӑккассинчеччӗ ӗнтӗ.

Помоги переводом

10 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Кӗҫнерникунпа эрнекун пӗлтерӗшлӗ утӑмсем ан тӑвӑр, унашкаллисене шӑматкун пуҫӑнӑр.

В четверг и пятницу лучше не предпринимать никаких кардинальных шагов, все важное для себя начинайте с субботы.

15-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Анчах паян шӑматкун Шуртан тавраш туй тӑвать — Иккӗмӗш кун пит салхун — Юр юрласа таш ташлать.

Помоги переводом

XIV. Тухатмӑш // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Илсе килессе вара шӑматкун, пушӑн 25-мӗшӗнче ҫитерсе парӗҫ иккен…

Помоги переводом

«Паян сервер валли Samsung SSD туянтӑм...» // Аҫтахар Плотников. https://t.me/astaharkartish/138

— Ара, амӑшне: «Шӑматкун киле хамӑн пулас мӑшӑрӑма илсе пыратӑп, кӗт. Лена ятлӑ. Пӗрлех ӗҫлетпӗр», — тесе ҫырнӑ терӗҫ-иҫ.

Помоги переводом

Мӑнтӑрккапа Вӑрӑмкка (е Турӑ пӳрни) // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 8–35 с.

Шӑматкун Ревлен Петрович ирех тӑрса тумланчӗ те ӗҫе васкарӗ.

Помоги переводом

4 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Тухатпӑр, ман хамӑн шӑматкун ерҫӳ пулмасан та тухса ӗҫлесех пулать.

Помоги переводом

4 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

— Ҫитес шӑматкун ӗҫе тухмалла.

Помоги переводом

4 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Пӗр кунхине ирхи пилӗкминутлӑха пуҫтарӑннӑ мастерсене Алексей Данилович ҫитес шӑматкун ӗҫлемелли ҫинчен пӗлтерчӗ.

Помоги переводом

4 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

— Ну, хӗрлӗ шӑматкун йӗркелӗпӗр.

Помоги переводом

VII // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Уҫӑ партпухусене эпӗ те ҫӳреттӗм, вӗсем шӑматкун кашни эрнерех пулса иртетчӗҫ.

Помоги переводом

Аxаx // Николай Меценатов. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 91–92 с.

Иртнӗ шӑматкун пулӑҫсем Кӗҫӗн Таяпа территори пайне пуҫтарӑннӑ.

Помоги переводом

Ӑмӑртура — пулӑҫсем // Е.ГЕННАДЬЕВА. http://елчекен.рф/2023/02/14/a%d0%bca%d1 ... %b5%d0%bc/

Шӑматкун ҫӗршывӗпех «Раҫҫей йӗлтӗр йӗрӗ-2023» массӑллӑ чупу иртрӗ.

Помоги переводом

Ушкӑнпа старта тухса ярӑнтӑмӑр савӑнса // Н.ФЕДОРОВ. http://елчекен.рф/2023/02/14/%d1%83%d1%8 ... %81%d0%b0/

— Мана та укҫа кирлӗ, хӗре качча пама хатӗрленетӗп, ҫитес шӑматкун ҫырӑнаҫҫӗ, туй тӑвас пулать, — терӗ чӗлӗм туртакан арҫын.

Помоги переводом

Ҫӑтӑ куҫ ӗнсе хыҫтарать // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 51–53 с.

Пӗрре, шӑматкун, вӑл хутар шкулӗнче ӗҫлекен тусӗ патне кайнӑччӗ, ҫавӑнтан таврӑннӑ чух ҫул майӗн Кирук патне кӗрсе тухас терӗ.

Помоги переводом

XIII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Шӑматкун, акӑ, вӑл Пӗрлехи диспансеризаци кунне йӗркелерӗ.

Помоги переводом

Вӑхӑтра тӗрӗсленнине нимӗн те ҫитмест // Светлана ЧИКМЯКОВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11859-v- ... te-citmest

Канмалли кунсенче ӑшӑтса ячӗ, анчах та шӑматкун ҫӗрлехи пӑрлӑ ҫумӑр лару-тӑрӑва тата темиҫе хут йывӑрлатрӗ.

Помоги переводом

Ҫанталӑк чӑтӑмлӑха тӗрӗслет тейӗн... // Светлана ЧИКМЯКОВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11861-ca ... slet-tej-n

Шӑматкун уроксем хыҫҫӑн йӗлтӗр ҫине тӑтӑм та уйсем урлӑ тӳрех — утара!

Помоги переводом

Твикка // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 61–64 с.

Пӗр шӑматкун эпир уроксем хыҫҫӑн шкула ҫак карас пулӑсене янӑ аквариумри шыва улӑштарма юлтӑмӑр.

Помоги переводом

Чун кӗчӗ // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 59–61 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней