Двуязычный корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

Чӳречисенче (тĕпĕ: чӳрече) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Хӗллехи чи сивӗ каҫсенче те, паянхи пек каҫсенче, унӑн пысӑк чӳречисенче ҫутӑ ялкӑшать.

Даже в самые холодные зимние вечера, ну хотя бы в такие, как сегодня, высокие окна залиты светом.

XIV // .

Колхоз правленийӗсен чӳречисенче ҫурҫӗр иртсен те нумай вӑхӑт хушши ҫутӑ сӳнмен: ҫак каҫсенче бухгалтерсен те, учетчиксен те, бригадирсен те ӗҫ ҫителӗклӗ пулнӑ; шоферсем ҫывӑрман тата пӑлханнӑ — баксене бензин тултарнӑ, тормозсене тӗрӗсленӗ, ларма лайӑх вырӑнсем тунӑ; кучерсем те шоферсенчен кая мар хумханнӑ тата ӗҫленӗ: тачанкӑсемпе вӑрӑм урапасен кустӑрмисене малтанах сӗрсе хунӑ, сӳсмен-пӑявсене тикӗт сӗрсе ҫемҫетнӗ, лаша ури тупанӗсене тасатса таканланӑ, ҫилхисене тураса тасатнӑ, хальчченхинчен ытларах сӗлӗ панӑ…

В правлении колхоза далеко за полночь светились окна, — работы в эти вечера хватило и бухгалтерии, и учетчикам, и бригадирам; не спали и волновались шоферы — заливали баки бензином, проверяли тормоза, устраивали в кузове удобные сиденья; не меньше шоферов волновались и трудились кучера — заранее смазывали колеса тачанок, линеек, смягчали дегтем сбрую, подчищали, подковывали копыта, расчесывали коням гривы и чаще, чем в другое время, подсыпали овса…

XXI // .

Сергей шофера ӑсатрӗ те чӳречисенче ҫаплах ҫутӑсем ҫунакан, тӑррине черепица витнӗ лутра ҫурта билетсем регистрацилеме кайрӗ.

Сергей отпустил шофера и ушел регистрировать билеты в тот низенький, под черепичной крышей домик, в котором еще светились окна.

XVII // .

Тӳпери пирвайхи ҫӑлтӑр чӗрӗ куҫ пек ҫуттӑн йӑлтӑртатса илет, ҫуртсен чӳречисенче те ҫутӑсем мӗлтлетме пуҫлаҫҫӗ.

На небе ярко сверкнула, как живой глаз, первая звездочка, и в окнах дома замелькали огоньки.

IX сыпӑк // .

Чӳречисенче темиҫе куҫ ҫитмест; вӗсем вырӑнне, тулалла мӑкӑрӑлтарса, темле таса мар ҫӗтӗк-ҫурӑк тӗркисем чике-чике хунӑ.

В окнах недоставало нескольких стекол; их заменили какие-то грязные ветошки, выпиравшиеся горбом наружу.

III сыпӑк // .

Ҫав ҫурт таврашӗнчи карта тахҫанах ишӗлсе пӗтнӗ, пӳртӳм картлашкисем ҫине те ҫумкурӑксем ӳссе ларнӑ, мӑрйи ишӗлсе аннӑ; чӳречисенче кантӑксем пулман, тӑррин кӗтесси те шалалла анса каннӑ.

Без забора, совсем на отшибе, заросший бурьяном до самого крыльца, с обвалившейся трубой, темными впадинами окон и рухнувшей с одного бока крышей.

25-мӗш сыпӑк. Тӑпра ӑшне алтса чикнӗ укҫана тупма тӑрӑшни // .

Страницы:
  • 1

Сайт:

 

Статистика

...подробней