Поиск
Шырав ĕçĕ:
Ытла хитрине хапсӑннипе ӗҫ тухмарӗ пирӗн.
IV // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.
Анчах хӗрӗн ашшӗ-амӑшӗ пуянлӑха хапсӑннипе телейлӗ мӑшӑрӑн вӑхӑтлӑха уйрӑлма тивет.
«Ӗмӗр сакки сарлака» романпа унан авторӗ // Николай Григорьев. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Ун ашшӗн пуянлӑхӗ хулари укҫа юратакан мӗнпур чее, суеҫ ҫынна туртнӑ, Катьӑна пайташӑн ҫунакан ҫынсем, суеҫсем, йӑпӑлтисем хупӑрласа тӑнӑ; ӑна каланӑ кашни сӑмахах ун ашшӗн миллионӗсене хапсӑннипе каланӑ.
VIII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Мана вӗт хапсӑннипе пурте начара кӑларчӗҫ.
34-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Ромашов ман хыҫӑмран мӗн ҫамрӑкранах йӗрлесе пыни ҫинчен хӑй каланӑ пек каласа патӑм, унӑн канӑҫа пӗлмен пушӑ чунӗ мана хапсӑннипе шкулта вӗреннӗ ҫулсенчех терт курнӑ.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
«Оля ҫурта суд урлӑ пайлама шухӑшланӑ. Икӗ хутлӑ пӳрте ҫурмалла пайлама йышӑнчӗҫ, эпӗ ӑна хамӑн ҫӗр ҫинче, уйӑхӗ-уйӑхӗпе Ҫурҫӗрте тар тӑкса пухнӑ укҫапа ҫӗклесе лартнине шута хумарӗҫ. Малтанах Оля 300 пин тенкӗ, пӳрт хакӗн ҫуррине, шыраса илесшӗнччӗ. Хапсӑннипе тем чухлӗ те ыйтма пулать-ха, анчах пирӗн пек аякри ялсенче ҫуртсем йӳнӗ. Экспертиза 140 пин тенкӗрен ытла илейменнине палӑртсан та Оля ҫырлахмарӗ, Шупашкартан урӑх специалистсене чӗнсе килчӗ. Вӗсем 92 пин тенкӗ ҫеҫ шутласа пачӗҫ. Ку укҫана тыттарӑттӑм та — илесшӗн мар. «Эпӗ хамӑн пая ывӑла ҫырса паратӑп», — тесе ҫӳрет-ха, анчах пуҫӗнче унӑн урӑх шухӑш.
Уйрӑлнӑ хыҫҫӑн та пӗр-пӗрне лӑпкӑ пурнӑҫ кӑтартмаҫҫӗ // Алина ИЗМАН. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.03.17, 10 (6103) №
- 1