Поиск
Шырав ĕçĕ:
4. Пирӗн вӑй — этем вӑйӗ мар, тӗрексене те аркатма пултаракан Турӑ хӑвачӗ: Турӑ хӑвачӗпе эпир суя шухӑшсене пӗтеретпӗр, 5. Турӑ ҫинчен тӗрӗс вӗрентнине хирӗҫ пыракан кирек мӗнле мӑнаҫлӑха та ҫӗнтеретпӗр, кирек мӗнле ӑслӑ ҫынна та парӑнтарса Христоса итлекен тӑватпӑр; 6. эсир чӑннипе те итлекен пулса ҫитсессӗн вара эпир сире кирек мӗнле итлеменшӗн те тивӗҫлипе хаса пама хатӗр пулӑпӑр.
2 Кор 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Турӑ ырӑлӑхӗпе эпир ҫак ӗҫе туса тӑмалла пултӑмӑр, ҫавӑнпа ӗнтӗ пуҫа усмастпӑр; 2. намӑсла вӑрттӑн ӗҫсене хутшӑнмастпӑр, чееленместпӗр, Турӑ сӑмахне пӑсмастпӑр, пур ҫынна та Турӑ умӗнче чӑннине анчах каласа паратпӑр.
2 Кор 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Турӑ сӑмахне нумайӑшӗ пӑсать, эпир ӑна пӑсмастпӑр, ку — Турӑ сӑмахӗ тесе, эпир, Христоспа пӗрлешнӗскерсем, ӑна таса чун-чӗререн, Турӑ умӗнче вӗрентетпӗр.
2 Кор 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Эпӗ сире пурсӑра та тӗрлӗ чӗлхепе калаҫтарасшӑн; ҫапах та эсир Турӑ сӑмахне пӗлтерекенсем пулсассӑн, авантарах пулӗччӗ: Турӑ сӑмахне пӗлтерекенӗ тӗрлӗ чӗлхепе калаҫаканран пахарах, тӗрлӗ чӗлхепе калаҫакан, ӗненекенсем ӑса кӗччӗр тесе хӑй каланине ӑнлантара-ӑнлантара парсассӑн ҫеҫ, Турӑ сӑмахне пӗлтерекенпе пӗр шайра пулӗ.
1 Кор 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Тӳпере е ҫӗр ҫинче ӗнтӗ «турӑ» тенӗскерсем пулсан та (чӑнах, «турӑ» тенӗскерсем те, «хуҫа» тенӗскерсем те нумай), 6. пирӗн пӗр Атте Турӑ анчах, мӗн пурри пӗтӗмпех Унран пулнӑ, эпир Уншӑн пурӑнатпӑр; пирӗн тата пӗр Иисус Христос Ҫӳлхуҫамӑр анчах, мӗн пурри пӗтӗмпех Ун урлӑ пулнӑ, эпир Ӑна пула пурӑнатпӑр.
1 Кор 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Кам та пулин Турӑ ҫуртне ҫӗмӗрсессӗн, Турӑ ӑна хӑйне пӗтерӗ: Турӑ ҫурчӗ сӑваплӑ; ҫав ҫурт эсир пулатӑр.17. Если кто разорит храм Божий, того покарает Бог: ибо храм Божий свят; а этот храм - вы.
1 Кор 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
30. Эсир те унччен Турра пӑхӑнмасӑр пурӑнаттӑрччӗ, халӗ вара вӗсем пӑхӑнмасӑр пурӑннине кура Турӑ сире каҫарнӑ, 31. ҫавӑн пекех вӗсем те халӗ Турра пӑхӑнмасӑр пурӑнаҫҫӗ, сире пула Турӑ вӗсене те каҫарӗ: 32. пурне те ҫӑлмашкӑн Турӑ пурне те Хӑйне пӑхӑнми тунӑ.
Рим 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Христоса асӑнса чӑннине калатӑп, суеҫтерместӗп, ӑна мана Таса Сывлӑш систернипе хамӑн чунӑм та пӗлтерсе тӑрать; 2-3. манӑн хуйхӑм питех те пысӑк, чӗрем пӗр чарӑнмасӑр тӑвансемшӗн, ӳтрен тӑваннисемшӗн, ҫунать: эпӗ вӗсем вырӑнне хама Христосран уйӑрса ылханнине хавас пулӑттӑм; 4. вӗсем — Израиль ҫыннисем; Турӑ вӗсене Хӑйӗн ывӑлӗсем тунӑ, вӗсене Хӑйӗн мухтавлӑхне кӑтартнӑ, вӗсене халал та, саккун та, кӗлтӑвас йӗрке те панӑ, Турӑ пама пулнисем те — вӗсенӗн; 5. тӗп аттесем те — вӗсенӗн; Христос та ӳчӗпе вӗсенчен тухнӑ, Вӑл, пуринӗн те Турри, ӗмӗрех мухтавлӑ, аминь.
Рим 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Ҫырура ҫапла каланӑ: «Эпӗ сана тӗрлӗ халӑхсен ашшӗ турӑм» тенӗ; апла Авраам хӑй ӗненнӗ Турӑ умӗнче — вилнисене чӗртекен, ҫуккине пур тӑвакан Турӑ умӗнче — пирӗн атте пулать.
Рим 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
29. Турӑ пӗр иудейсен Турри анчах-им? суя тӗнлисен Турри те мар-им?
Рим 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
21. Вӗсем Турра пӗлсен те Ӑна Турӑ вырӑнне хурса мухтамарӗҫ, тав тумарӗҫ, хӗвӗшӳллӗ пурӑнӑҫ ҫинчен шухӑшла пуҫларӗҫ, вара вӗсенӗн туйми чӗрине сӗмлӗх хупларӗ; 22. хӑйсене ӑсла хурсах ухмаха тухрӗҫ, 23. вилӗмсӗр мухтавлӑ Турра вилӗмлӗ этем евӗрлӗ, вӗҫен кайӑк, тӑватӑ ураллӑ выльӑх, ҫӗлен-калта евӗрлӗ кӗлеткепе улӑштарчӗҫ; 24. ҫавӑнпа Турӑ вӗсене аскӑн кӑмӑл хыҫҫӑн кайса ирсӗрленме ирӗк пачӗ, вара вӗсем хӑйсен ӳтне хӑйсемех ирсӗрлесе пурӑнчӗҫ; 25. вӗсем Турӑ чӑнлӑхне суяпа улӑштарчӗҫ; Пултараканнине пуҫҫапас вырӑнне мӗн пултарнине пуҫҫапса пӑхӑнса тӑчӗҫ; Пултаракан ӗмӗрех мухтавлӑ, аминь.
Рим 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Чӑнлӑха хӑйсен тӗрӗсмарлӑхӗпе путаракан ҫынсенӗн ҫылӑхӗпе усаллӑхӗ ҫине тӳперен Турӑ ҫилли ҫитет: 19. Турӑ ҫинчен мӗн пӗлме пулать, ҫавӑ вӗсене паллӑ — ӑна вӗсене Турӑ Хӑй кӑтартнӑ.
Рим 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Эпир этем кӳнтеленине йышӑнатпӑр пулсассӑн, Турӑ кӳнтеленине тата ытларах ӗненетпӗр, мӗншӗн тесессӗн ку — Турӑ кӳнтелени, Турӑ Хӑйӗн Ывӑлӗ ҫинчен кӳнтелени.
1 Ин 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. [Тӳпере виҫҫӗн кӳнтелесе тӑраҫҫӗ: Атте Турӑ, Сӑмах Турӑ, Таса Сывлӑш Турӑ; вӗсем виҫҫӗшӗ пӗрпӗтӗм.]7. Ибо три свидетельствуют на небе: Отец, Слово и Святый Дух; и Сии три суть едино.
1 Ин 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Хамӑр Турӑ ачисене юратнине эпир Турра юратнӑ чухне, Унӑн ӳкӗчӗсене уяса тӑнӑ чухне пӗлетпӗр: 3. Турӑ ӳкӗчӗсене уяса тӑни Ӑна юратни пулать; Унӑн ӳкӗчӗсене пурӑнӑҫлама йывӑр мар, 4. мӗншӗн тесессӗн Турӑран ҫуралнӑ кирек хӑш ҫын та тӗнчене ҫӗнтерет; тӗнчене ҫӗнтерекен вӑй — эпир ӗненни вӑл.
1 Ин 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Кам Иисуса Турӑ Ывӑлӗ тесе ӗненет, ҫавӑн ӑшӗнче Турӑ тӑрать, вӑл та Турӑ ӑшӗнче пулать.15. Кто исповедует, что Иисус есть Сын Божий, в том пребывает Бог, и он в Боге.
1 Ин 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Эй савнӑ тӑванӑмсем! пӗр-пӗрне юратар, мӗншӗн тесессӗн юрату вӑл — Турӑран, юратакан кирек кам та Турӑран ҫуралнӑ, Турра пӗлет; 8. юратман ҫын Турра пӗлмест, мӗншӗн тесессӗн Турӑ — юрату вӑл.
1 Ин 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
24. Турӑ ӳкӗчӗсене уяса тӑракан Турӑпа пӗрле пулать, Турӑ та унпа пӗрле пулать.24. И кто сохраняет заповеди Его, тот пребывает в Нем, и Он в том.
1 Ин 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
19. Вара ҫавӑнтан хамӑр чӑнлӑхран иккенне пӗлӗпӗр, Турӑ умӗнче чӗрене пусарӑпӑр; 20. пире хамӑр чӗрех айӑплать пулсассӑн, Турӑ тата ытларах айӑплӗ: Турӑ пирӗн чӗререн аслӑ, Вӑл пурне те пӗлсе тӑрать.
1 Ин 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Курӑр-ха, Атте Турӑ пире мӗн тери юратать: пире Турӑ ачисем тесе ят панӑ, эпир ӗнтӗ — Турӑ ачисем.1. Смотрите, какую любовь дал нам Отец, чтобы нам называться и быть детьми Божиими.
1 Ин 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.