Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

Телефонпа (тĕпĕ: телефон) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Саня ӑна ман ҫинчен мӗн каласа кӑтартнине пӗлместӗп ӗнтӗ, анчах вӑл мана телефонпа чӗнсе илчӗ те, тахҫан палланӑ ҫынпа калаҫнӑ пек калаҫма тытӑнчӗ.

Не знаю, что Саня рассказывал ему обо мне, но он позвонил и сразу стал говорить со мной, как со старой знакомой.

Иккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Анчах хӑй тухса кайсан виҫӗ кун та иртмерӗ, такам телефонпа шӑнкӑртаттарчӗ те Катерина Ивановна Татаринова-Григорьевӑна чӗнтерчӗҫ.

Но не прошло и трёх дней после его отъезда, как кто-то позвонил и попросил к телефону Катерину Ивановну Татаринову-Григорьеву.

Иккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Хам тухса каяс умӗн Ч. мана Главсевморпуть начальникӗпе калаҫрӑм тесе телефонпа пӗлтерчӗ, вӑл хӑех ман докладлӑ ҫырӑва та вуласа панӑ иккен.

Накануне отъезда Ч. позвонил мне и сказал, что он говорил с начальником Главсевморпути и сам прочитал ему мою докладную записку.

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Анчах вӑл каймарӗ — эпӗ телефонпа такампа калаҫассине шухӑша илме пултаратчӗ-ши вара.

Но он не ушел – едва ли ему могло придти в голову, кому я звоню по телефону.

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Вестибюль сӗтелӗ патӗнче этаж заведующийӗ ларатчӗ, эпӗ унран: телефонпа калаҫма юрать-и, тесе ыйтрӑм, хам калаҫнӑ май, Ромашка каймасть-и-ха тесе коридор тарӑх пӑхса тӑтӑм.

Заведующая этажом сидела у столика в вестибюле; я попросил у нее разрешения позвонить по телефону и, пока разговаривал, все время смотрел вдоль коридора, не ушел ли Ромашка.

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Юратьчӗ-ши унпа халь телефонпа калаҫма?

Удобно ли звонить ему?

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Телефонпа вӑрахчен сас памарӗҫ, тӑрсан-тӑрсан тин Катя сассине палласа илтӗм.

Долго не отвечали. Наконец ответили, и я узнал Катин голос.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Эпӗ телефонпа Вальӑпа калаҫасшӑнччӗ, канашлассӑм килетчӗ-ҫке манӑн: юлашки ҫулсенче вӑл Татариновсен патӗнче пулкаланахчӗ-ха, — анчах вӑл килӗнче ҫук иккен.

Я позвонил Вале — мне хотелось посоветоваться с ним: ведь он всё-таки бывал у Татариновых последние годы, — но его не оказалось дома.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Вӑл вара Катьӑсӑр — акӑ мӗнле: таврӑнать те ҫавӑнтах: «Катя ӑҫта? Телефонпа пӗлтерчӗ-и?» — тесе ыйтать.

А он без неё вот как — приходит, сейчас: «А Катя где? Звонила?»

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ҫавӑнтах вӑл «Граждан авиацийӗпе» телефонпа калаҫса татӑлчӗ, эпӗ хам материала хӑҫан хатӗрлесе кама памаллине те каларӗ.

Тут же он позвонил в «Гражданскую авиацию» и сговорился, кому и когда я сдам материал.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Икӗ хутчен те урӑх чухне калаҫӑпӑр терӗ — ниҫтан пушанаймарӗ; тинех вӑл акӑ телефонпа чӗнтерчӗ те, эпӗ «Правдӑна» ҫитсе кӗтӗм.

Два раза он откладывал — всё был занят: наконец позвонил, и я поехал в «Правду».

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ҫакӑнпа пӗтрӗ те пирӗн телефонпа калаҫни.

Вот и все, о чем мы говорили по телефону.

Пӗрремӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Пӗрре те вӑл мана «эсӗ» тесе тӳррӗн каламарӗ, вара эпир хамӑр хушӑмӑрта нимӗн те пулас ҫук пек ӑҫтиҫук ҫинчен ҫеҫ калаҫрӑмӑр та, ҫавӑн пек сасӑпа калаҫсах хушӑмӑрта нимӗн те юлас ҫук пек туйӑнчӗ, ӗнтӗ ҫаплипех уйрӑлса каясран, текех телефонпа калаҫмашкӑн та сӑлтавӑм пулмасран манӑн чунӑм юлмарӗ.

Ни разу она не сказала мне «ты», и мы говорили и говорили о чем-то обыкновенными голосами, пока мне не стало страшно, что все так — кончится, то есть мы поговорим обыкновенными голосами и разойдемся, и у меня не будет даже повода, чтобы позвонить ей снова.

Пӗрремӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Эпӗ телефонпа Катьӑна чӗнтертӗм.

Я позвонил Кате, и она подошла к телефону.

Пӗрремӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Валя мана хай патӗнче ҫӗр выртса кайма ӳкӗтлерӗ, эпир вара тухтӑра Володя киле пӗчченех таврӑнать тесе телефонпа пӗлтертӗмӗр.

Валя уговорил меня остаться у него ночевать, и мы позвонили доктору, что Володя вернётся домой один.

Вуннӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Кам телефонпа санпа калаҫасшӑн пулчӗ?

А кто звонил тебе в Москве?

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Пӗр хушӑ телефонпа калаҫмасӑр шухӑша кайса тӑтӑм.

Не звонил по телефону — всё думал.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

— Эпӗ халӗ телефонпа кайса калаҫап, эсӗ кофе ӗҫсе чӗнмесӗр лар.

— Я сейчас пойду звонить по телефону, а ты сиди, пей кофе и молчи.

Вунтӑххӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Саня ӑна телефонпа пӗлтернӗ.

Саня звонила ему по телефону.

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Эпӗ хама телефонпа калаҫасшӑн пулнӑ пек кӑтартрӑм, йӳҫӗтнӗ панулми туянтӑм, ним пулман пек алӑк патӗнче тӑтӑм.

Я делал вид, что звоню по телефону, покупал моченые яблоки, стоял у дверей с равнодушным видом.

Вуннӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней