Поиск
Шырав ĕçĕ:
Чӳрече еннелле пуҫне пӑратчӗ те кӑштах (ун ҫине тем ҫырса хунине вулать тейӗн), такӑнмасӑр, васкамасӑр ӑнлантаратчӗ.
6 // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 37–84 с.
Гильманов-бухгалтер интернатри Мишша Алмазов сӑвӑсене такӑнмасӑр вуланӑн, ракетӑн гидро-электро-пневмо системисенчи хӑш-хӑш детальсемпе агрегатсем «пуск» кнопкӑна пуснӑ хыҫҫӑн ҫеккунтӑн миҫемӗш пайӗнче ӗҫлеме тытӑннине тутӑ мӑйӑра шӗкӗлченӗ евӗр шӗкӗлчесе тухатчӗ, вӗсем пӗтӗмӗшле мӗнле операци тунине ыйт — е ҫухалса каятчӗ, е хӑвӑрт ӑнлантараймастчӗ.
5 // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 37–84 с.
Мӗнле хастар пуҫлать вӑл сӑвва калама, ҫавнашкалах вӗҫлет пӗр такӑнмасӑр.
3 // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 37–84 с.
Хӑшӗ такӑнмасӑр вулама пултарать, штупӑ та пурте ӑнланмалла пултӑр, — савӑнӑҫлӑн йӗри-тавра пӑхса ҫаврӑнчӗ мучи.
Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
Кӑмака ҫинчен анса Урайне пусманччӗ — Тем шуйттанӗ нӑрлатса Кӗрлесе хусканчӗ, — такӑнмасӑр, хут ҫине пӑхмасӑр калать те калать хӑй сӑввине Шамккай: Ӗненместӗп хӑлхана: — Нӑрӑ пулӗ, — тетӗп.
Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
— Туратран-тумхахран такӑнмасӑр утма ҫук ӗнтӗ вӑрманта, — хута кӗнӗн сӑмах хушрӗ Раман.
13 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.
Ваҫиле ассӑн сывласа илчӗ те пӗр такӑнмасӑр каласа хучӗ:
Тӑранайми вӑрҫӑсем // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.
Илтмен пулсан, илт эппин, — терӗ те, хӑйӗн сӑввисене каланӑ пек, пӗр такӑнмасӑр, хавхаланса калама тытӑнчӗ:
«Мерчен тумлам» // Влас Паймен. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 50–65 с.
— Эсӗ, ав, шӑрҫа пек ҫыратӑн, пӗр такӑнмасӑр вулатӑн.
II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 357–367 с.
Ксюша куракансем умне тӑчӗ те сӑвва пӗрремӗш класс ачин интонацийӗпе пӗр такӑнмасӑр каласа пачӗ.
Сӑвӑ // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/605
Вӑл хӑйӗн туйӑмӗсене такӑнмасӑр калама пултарать, анчах нумай чух икӗпитленет.
Ҫӑлӑнӑҫ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 105–115 с.
Карпат сӑрчӗсенчен пуҫласа Беринг тинӗс пырӗ патне ҫитиччен вӑрман хумханать, кашлать, ҫакна пуян кӗвӗсем, хӑйсен юхӑмӗ илемне пӑсмасӑр, такӑнмасӑр, пӗр-пӗринпе эстафетӑра чухнехи пек улшӑнса, ҫӗкленсе кӑтартса кайрӗҫ…
II. // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 3–36 с.
Вӑл, тутарла та, чӑвашла та, вырӑсла та пӗр такӑнмасӑр калаҫаканскер, ялти магазинта ӗҫлет.
2 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.
Ҫырӑва ҫирӗп сасӑпа пӗр такӑнмасӑр, пӗр пӑлханмасӑр, Глафира еннелле пӑхмасӑр вуларӑм.
11 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.
Ытти хӗрачасенчен сӑн-пуҫ хитрелӗхӗпе е тумтир тирпейлӗхӗпе ҫеҫ мар, ӑстӑн вичкӗнӗшӗпе те уйрӑлса тӑрать: уроксене пӗр такӑнмасӑр шакӑртаттарать: учительницан кирек хӑш ыйтӑвӗ ҫине те пуҫа ытлашши ҫавӑрттармасӑрах, тӗп-тӗрӗсех хуравлать, пӗр йӑнӑшмасӑр, шӑрҫаласа ҫырать; калаҫӑвӗ — саркайӑк чӗппин ҫурхи ҫепӗҫ чӗвӗлтетӗвӗ; ҫинҫе, чанкӑрти юррисем — дискант — ҫамрӑк саркайӑкӑн малтанхи шӑнкӑрти юррисем.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Пӗчӗк ача та такӑнмасӑр утма вӗренеймест.
Ирхи сывлӑм // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 84–112 с.
Производствӑра пӗр такӑнмасӑр утма ҫук.
3 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.
— Нимӗн те пӗлместӗп, никама та курман, мана нимӗнле политика та илӗртмест, — сӑвӑ каланӑ пек пӗр такӑнмасӑр темиҫе хут мӑкӑртатрӗ вӑл.
Вунпӗрмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.
Корана пӑхмасӑр тенӗ пек пӗлет хӑй, арабла пӗр такӑнмасӑр шатӑртаттарать, Мӑхамета пуҫ ҫапма Меккӑпа Мединӑна кайса ҫӳрени ҫинчен ҫӗрӗ-ҫӗрӗпе каласа кӑтартать, ҫар ҫынни мар — кирек мӗнле хӗҫ-пӑшала та сӳтсе пӑрахса ҫӗнӗрен пуҫтарать.
3. Аллах ярса панӑ ҫын // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
— Ҫаксене вӑл пӗр такӑнмасӑр тутарла каласа хучӗ, малалла вара йӑлтах вырӑсла калаҫрӗ, вӗсен калаҫӑвне ҫамрӑк та хитре дьяк куҫарса пычӗ.
8. Новоград Свияжский // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.