Поиск
Шырав ĕçĕ:
Тепрехинче эпӗ йӑмӑк патӗнче Сонечкӑна тӗл пултӑм та ӑна юратса пӑрахрӑм.
XXXVII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Анчах ҫынсем умӗнче те, хамшӑн хам та юри тума тем тери тӑрӑшрӑм пулин те, юратса пӑрахнӑ ытти ҫынсен хам асӑрханӑ мӗнпур хӑтланкаларӑшӗсене юриех турӑм пулин те, эпӗ икӗ кун хушши кӑна, ҫав кунсенче те тӑтӑш мар, каҫсерен кӑна, хам юратни ҫинчен кӑшт-кашт ҫеҫ аса илкелерӗм, юлашкинчен вара, ялти пурнӑҫпа ӗҫсен ҫӗнӗ йӗрӗ ҫине кӗрсе ҫитсен, хам Сонечкӑна юратнине йӑлтах манса кайрӑм.
XXVIII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
— Пӗлетӗн-и, эпӗ сана мӗн калам? — терӗ вӑл мана, кӑштах чӗнмесӗр выртнӑ хыҫҫӑн, — Сонечкӑна юратса пӑрахрӑм тесе, эсӗ ахаль кӑна шухӑшлатӑн вӗт, эпӗ курсах тӑратӑп, — ку пурлӑ-ҫуклӑ япала кӑна, чӑн-чӑн туйӑм мӗнле иккенне пӗлместӗн-ха эсӗ.
XXVII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
— Эпӗ ялта пурӑнӑп, эсӗ ман патӑма пырӑн; тен, эсӗ Сонечкӑна качча илӗн, — терӗ вӑл, — ачасем вылӗҫ пирӗн.
XXVII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Вара хама хам: эпӗ Сонечкӑна юратса пӑрахнӑ ӗнтӗ, Варенька — ахаль хӗр, ман тусӑмӑн йӑмӑкӗ кӑна, тесе ответлерӗм.
XXVI сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Анчах эпӗ Сонечкӑна качча илсен ялта мӗн тери лайӑх пурӑнасси, манӑн урай тӑрӑх кӑштӑртатакан, хама атте тесе чӗнекен ачасем пуласси, вӑл хӑйӗн арӑмӗпе, Любовь Сергеевнӑпа пӗрле, ҫул ҫинчи тумтирсемпех ман патӑма ҫитсе тӑрсан, хам мӗнешкел савӑнасси ҫинчен теме пула тӳрех калама шутламарӑм… ҫаксем вырӑнне, анакан хӗвел ҫине кӑтартса: «Дмитрий, пӑх-ха, мӗн тери хӳхӗм!» — терӗм кӑна.
XXII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
— Хам Дмитрипе питӗ туслӑ пулсан та тата вӑл пӗр пытармасӑр каласа пани мана савӑнтарсан та, унӑн туйӑмӗсем ҫинчен, Любовь Сергеевна тӗлӗшпе мӗн тума шутлани ҫинчен манӑн урӑх нимӗн те пӗлессӗм килмерӗ, эпӗ кирек епле пулсан та хам Сонечкӑна юратни ҫинчен каласа парасшӑн пултӑм, ку юрату мана чылай ҫӳлте тӑнӑ пек туйӑнчӗ.
XXII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Ҫул хӗрринче эпӗ хурарах сукмака асӑрхарӑм, вӑл пӗр шит ытла ӳснӗ тӗксӗм симӗс ыраш калчи хушшинче кукӑр-макӑр тӑсӑлса выртать, ҫак сукмак мана темӗншӗн яла аса илтерчӗ, унтан, ял ҫинчен аса илни, шухӑшсен темӗнле ҫыхӑнӑвӗпе, мана Сонечкӑна тата эпӗ ӑна юратса пӑрахнине астутарчӗ.
XXII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Ҫапах уҫӑ сывлӑшра — Кузьмана темиҫе хутчен: «Мӗн кирлӗ-ха?» — тесе ыйттармаллах хыттӑн мӑкӑртатса, чӗтре-чӗтрӗ илнӗ хыҫҫӑн — ҫак туйӑм сирӗлсе кайрӗ, вара хам Сонечкӑна юратни, вӑл амӑшӗ умӗнче хӑйне епле тытни ҫинчен чылаях лӑпкӑн шухӑшла пуҫларӑм, унпа амӑшӗ хушшинчи ҫыхӑнусем мана тӗлӗнмелле пек туйӑнчӗҫ.
XVIII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Ман кӑмӑлӑм ӑна суран ҫӗввисем илемсӗрлетнӗ пек курма килӗшесшӗн мар; пӗр хӗр чеччепе чирлесе шатра питлӗ пулса юлсан та, ӑна каччи юратма пӑрахманни ҫинчен эпӗ таҫта илтнӗччӗ, ырӑ ят илтес шутпа эпӗ те Сонечкӑна ҫав-ҫавах савнӑ пек пултӑм, пичӗ ҫӗвӗллӗ пулин те, ӑна савма пӑрахмастӑп, тесе шутлама тӑрӑшрӑм.
XVIII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Эпӗ Сонечкӑна курманни виҫӗ ҫул; паллах, ман юрату тахҫанах сӗвӗрӗлнӗ, анчах чӗрере ача чухнехи юратӑвӑн хумхантаракан асаилӗвӗ чӗрех-ха.
XVIII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Сонечкӑна вӑл ҫӗнӗ градусник кайса пачӗ, анчах хӑйӗн чирӗ ҫинчен ҫӑвар та уҫмарӗ.которой он принес новый градусник (умолчав, впрочем, об истории своей болезни), только дивились.
Иккӗмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Хӑйӗн мӗн тумаллине, хӑйне мӗнле тыткаламаллине никамран та ыйтса тӑмарӗ, Сонечкӑна та ӑмсанмарӗ.
IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
- 1