Поиск
Шырав ĕçĕ:
Ачасем пӗри те пӗри, тарӑхнӑ старик хӑйсене мӗн те пулин тӑвасран хӑтӑлас тесе, ӑҫта кирлӗ унта тарса пытанаҫҫӗ.Ребята разбегались кто куда, лишь бы спрятаться от его гнева.
Иккӗмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.
Пӗри те пӗри апат шыраса унталла-кунталла чупкалаҫҫӗ.
Путвалта // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Хӑшӗсем пӗр-пӗрне пуҫ урлӑ ывӑтаҫҫӗ, теприсем, кустӑрма пек пӗтӗрӗнме пуҫлаҫҫӗ — пӗрре — пӗри, тепре тепри ҫиеле тухаҫҫӗ, йӑвалансан-йӑвалансан вара иккӗшӗнчен пӗри ҫиеле тухать, хӑй ҫӗнтернине пӗлтерсе, хӑрах аллине ҫӳлелле ҫӗклет.
Акатуй // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Ачисем пӗри те пӗри шыва ҫӳп-ҫап ывӑтма пуҫларӗҫ.
Ҫӑлӑнӑҫ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Пӗри Сӗве хулинчи воеводӑсемпе ҫапӑҫса кайрӗ пулсан ытти мӑрсасем те ҫапӑҫса каяҫҫех, пӗри килчӗ пулсан ыттисем те килеҫҫех тесе шутларӗҫ.
10. Тахҫанхи туссем патӗнче // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Пӗри ялти ватта юлнӑ пӗччен хӗр пулнӑ, ҫитменне хӑрах куҫне ача чухне юста лексе шур илтернӗскер, тепри асат хуҫнӑ мӗскӗн; пӗри чӑваш, тепри вырӑс — малтанах ял хушшинче вӗсенчен тӑрӑхласа кулакансем те тупӑнкаланӑ.
Киремете пуҫ ҫапни // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.
Пӗрне пӗри аван пӗлеҫҫӗ, Пӗрне пӗри пит хисеплеҫҫӗ — Пӗрле вӗреннӗ ҫамрӑксем.
XVI // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.
Пӗри тем ҫӳллӗш, тепри хитре, яштака, тепри — лутра, кутамас, чалӑш-чӗлӗш; пӗрин вулли яп-яка, таса, теприн — шӑтӑклӑ-путӑклӑ, шатраллӑ — чеччепе чирленӗ ҫын пичӗ пек; пӗри хӑйӗн тураттисене таҫта ҫити сарса янӑ, ыттисем валли вырӑн та хӑварман, тепри пысӑк йывӑҫ айӗнче мӗскӗннӗн ҫеҫ ларать, ҫитмест ӑна кун ҫути ҫак аслӑ тӗнчере.
13. Сӑр вӑрманӗнче // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
Ҫавӑнпа та кунта пӗри савӑнать, тепри хурланать, пӗри ахӑлтатса кулать, тепри ӗсӗклесе макӑрать.
12. Шупашкар пасарӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
Ытти ҫамрӑксем те Хӗлимуна палларӗҫ, ӑна самантрах сырса илчӗҫ, пӗри те пӗри алӑ параҫҫӗ, вӑрҫӑ паттӑрӗпе, Георги хӗресӗн кавалерӗпе ик-виҫ сӑмах та пулин калаҫса пӑхмашкӑн ӑнтӑлаҫҫӗ.
2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Вӑл ӗненнӗ тӑрӑх, гуигнгнмсенчен пӗри те ҫакнашкал карапа тума пултараймаҫҫӗ, кунсӑр пуҫне вӗсенчен пӗри те ехуна ҫавнашкал карапа ертсе пыма шанса парас ҫук.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.
Шыва сиксен вара, ҫӑлӑнас тесе, вӗсем пӗринчен пӗри тытма, пӗрне пӗри путарма тытӑннӑ, вара иккӗш те шыв тӗпне анса кайса ҫухалнӑ.
Паттӑрла ӗҫ // Уйӑп Мишши. Медведев Д.Н. Ровно патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 246 с.
Ӑна виҫӗ ҫутӑ — иккӗшӗ шыв ҫинче, пӗри ҫӳлте, пирӗн ҫинче ҫакӑнса тӑрса ӑсатаҫҫӗ; ман ҫывӑхрах, пӗлӗтсем айӗнче, ылтӑн караҫсем пек тата тӑватӑ ҫутӑ шуса пыраҫҫӗ, вӗсенчен пӗри — пирӗн баржа мачти ҫинчи фонарь ҫутти.
Манӑн университетсем // Леонид Агаков. Горький М. Манӑн университетсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 138 с.
Пӗри те утса тухмарӗ, пӗри те пуҫне ҫӗклемерӗ: пурте — шуса тухрӗҫ.
XX сыпӑк // Петр Золотов. Мстиставлский С.Д. Курак — ҫурхи кайӑк: повесть. Вырӑсларан П. Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 366 с.
Пӗтӗмпе пӗтӗҫтерсе каласан, Аркадий Павлыча пирӗн кӗпӗрнере чи нумай вӗреннӗ дворянсенчен пӗри тата хӗрсен ӗмӗтленнӗ каччисенчен пӗри тесе шутлаҫҫӗ; хӗрарӑмсем ӑна курсан ухмаха ерсе каяҫҫӗ, уйрӑмах вӗсем унӑн йӑлисене мухтаҫҫӗ.
Бурмистр // Николай Степанов. Тургенев И. С. Сунарҫӑ ҫрса пынисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 172 с. — 113–127 с.
Урӑ чухне суймастчӗ; ӗҫсе ӳсӗрӗлсенех вара каласа пама тытӑнатчӗ: Питӗрте Фонтанкӑра манӑн виҫӗ ҫурт пур: пӗри — хӗрлӗ, пӗр мӑръеллӗ, тепри — сарӑ, икӗ мӑръеллӗ, виҫҫӗмӗшӗ — кӑвак, пачах та мӑръесӗр; манӑн унта виҫӗ ывӑл пурӑнать (вӑл хӑй авланманччӗ те): пӗри инфантеринче, тепри кавалерире, виҫҫӗмӗшӗ хӑй ирӗкӗпе ҫӳрет…
Пӗр киллӗ Овсяников // Николай Степанов. Тургенев И. С. Сунарҫӑ ҫрса пынисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 172 с. — 39–58 с.
Гэндспа унӑн юлташӗ, пӗрне пӗри пырсенчен ярса тытса, пӗри тепӗрне вӗлермеллех ҫапӑҫаҫҫӗ.Хендс и его товарищи, ухватив друг друга за горло, дрались не на жизнь, а на смерть.
XXIII сыпӑк // Никита Волков. Стиветсон, Р.Л. Мул утравӗ: роман / вырӑсларан Н.Волков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 168 с.
Пӗри те пӗри танк ӑшне кӗрсе пӑхасшӑн.
Танксемпе ҫапӑҫни // Илле Тукташ. Ковпак С.А. Путивльрен Карпата ҫитиччен: повесть. Вырӑсларан И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 128 с.
Икҫӗр пинӗн те пулар эпир, анчах полководец пирӗн пӗри кӑна пулмалла, пӗри ҫеҫ пулма пултарать…Но даже если вас будет двести тысяч, лишь один может и должен быть нашим полководцем…
XIX сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.
Эльвий Медуллий — тӑван ҫӗршывшӑн та мухтавшӑн хӑй пурнӑҫне парас правӑна плебейсем валли хӑвараканскерсенчен пӗри, хӑйсен кунҫулне кахаллан ӗҫсӗрленсе ирттерекен ыра йӑхлӑ римлянсенчен пӗри.
I сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.