Поиск
Шырав ĕçĕ:
Вӑл Бунинӑн чапӑр пылӗ пек ҫӑра та тутлӑ шӑршӑ сӑрхӑнтаракан йӗркисене пуҫра тытӑнса юлнисене пурне те аса илсе тухрӗ.
V // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Пылӗ вара, йӗкӗт, мӑй таран.
II // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Пылӗ ҫитмест иккен, кашӑкӗ те кирлӗ!
Раштав умӗнхи каҫ // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.
Хӑнана килсе кӗрсен вара ҫав тери чаплӑ дыньпе хӑналӑпӑр, ун пеккине эсир ҫуралнӑранпа та ҫисе пӑхман-и тен; пылӗ вара, турра асӑнсах калатӑп, унтан лайӑхраххине хуторсенче тупаймӑр.
Умӗнхи сӑмах // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.
Унта хӗвелҫаврӑнӑшсем ӳсеҫҫӗ; астӑвать Татьяна: кунта вӑл ҫуркунне ҫеҫ килнӗччӗ-ха, вӗсене мӗнле апат памаллине хӗрарӑмсене кӑтартса панӑччӗ, — халӗ, авӑ, хӗвелҫаврӑнӑшсем ҫын ҫӳллӗш ӳснӗ, вӗсем пысӑк пуҫланса, чечекленсе кайнине, аякран пӑхсан, симӗс ҫулҫӑ ҫине хурт пылӗ сапнӑ пекех туйӑнать.
V // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Пысӑк йывӑҫ чашӑкра йӳҫӗтнӗ панулмисем тӑп-туллиех пулин те, чӳлмекри ҫӑка пылӗ хытса ҫитнипе саррӑн курӑнать пулин те, вӗсем, Федя хӑйсем ҫинчен начар ан шухӑшлатӑр тесе, нихӑшне те астивсе пӑхмарӗҫ, хӑйсем мӑнкӑмӑллӑн: — «Тавтапуҫах, ӗҫрӗмӗр те, ҫирӗмӗр те» терӗҫ.
7-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Хӗлимун сим пылӗ ун чухне те пыра ларчӗ, — председатель хӑйӗн пырне тытса кӑтартнӑ пек турӗ.Медовуха Фильки и тогда застряла в горле, — председатель сделал вид, что показывает на горло.
1962 ҫулхи чӑваш литератури. Прозӑ // Г. Я. Хлебников. «Вопросы чувашского языкознания и литературоведения». Ученые записки, выпуск XXVI, Чебоксары — 1963. 206–226 стр.
Кӗмӗл кӳлӗ патӗнче, Тӑхӑр ялӑн садӗнче, Пылӗ пур, симӗ пур, Унтан тутли татах пур.
Вутра ҫунман уртӑш // Анатоли Ырьят. «Канаш», 11-21№
Вӗсен веҫех пур: вӗлле хурчӗ, пылӗ, пыл сӑри.
Хравути Пуххи ентешлӗхе пухрӗ // Николай Смирнов. «Тӑван Ен», 49-50№, 2016.07.01-07
6. Иоанн вӑл тӗве ҫӑмӗнчен тунӑ тумтир тӑхӑнса, пилӗкне чӗн пиҫиххи ҫыхса ҫӳренӗ, ҫиессе хӗрлӗ шӑрчӑк тата кайӑк хурт пылӗ ҫисе пурӑннӑ.
Мк 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Ун ҫинчен Исаия пророк урлӑ ҫапла каланӑ пулнӑ: «пушхирте кӑшкӑрса чӗнекенӗн сасси илтӗнет: «Ҫӳлхуҫа валли ҫул хатӗрлӗр, Ун валли сукмаксене тӳрӗ тӑвӑр!» 4. Иоанн тӗве ҫӑмӗнчен тунӑ тумтир тӑхӑнса, пилӗкне чӗн пиҫиххи ҫыхса ҫӳренӗ; ҫимӗҫӗ унӑн хӗрлӗ шӑрчӑкпа кайӑк хурт пылӗ пулнӑ.
Мф 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.