Поиск
Шырав ĕçĕ:
Куратӑн-и — инҫет чӗнет, куратӑн-и — малашлӑх илӗртет, малашлӑх туртать, унта кивӗ йӑлаллисене чӗнекен те, туртакан та пулмӗ.
Пӑрпа пӗрлешнӗ ҫыран // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 134–135 с.
Эпӗ социализмӑн «ҫутӑ малашлӑхӗшӗн» ҫапӑҫма килтӗм, ҫав малашлӑх, таҫта, инҫетре тӑнӑ пек туйӑнчӗ: ӑна ҫитсе тупма нумай йывӑр ҫулсем тӑрӑх кайса, тӗрлӗ йывӑр кансӗрлӗхсене ҫӗмӗрсе тухмалла.
XIV сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.
Хӑшпӗр минутсенче этеме малашлӑх ҫав тери кичеммӗн курӑннӑран вӑл ун ҫинчен шухӑшласа пӑхма та шикленет, ӑс-хакӑлпа тишкерме пӑрахать, хӑйне малашлӑх пулмасть, иртсе кайни те пулман тесе ӗнентерме тӑрӑшать.
XIV сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Ун чухне эпӗ ҫамрӑк пулнӑ — ҫавӑнпа малашлӑх, хӑвӑрт иртсе каякан кӗске малашлӑх вӗҫӗ-хӗррисӗр тӑсӑлассӑн туйӑннӑ.Я был тогда молод — и будущее, это короткое, быстрое будущее, казалось мне беспредельным.
XXII // Асклида Соколова. Тургенев И.С. Пиравйхи юрату: повеҫсем, калавсем, прозӑллӑ сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 176 с. — 84–131 с.
Ольгӑна ирӗклӗ те ҫутӑ малашлӑх курӑннӑ, вӑл вара, тӑрӑ шыври кашни чула, лакӑма, таса шыв тӗпне курнӑ пек, ҫав малашлӑхри пур япалана та курнӑ.
VIII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Пушкӑртстанри Сывлӑх сыхлав министерствинче пӗлтӗрхи пӗтӗмлетӳ тунӑ, малашлӑх планӗсене сӳтсе явнӑ.
Наци проектне пысӑк пулӑшу параҫҫӗ // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/natsi-proekc ... ra-3792436
Владимир Путин регионсем Раҫҫейпе Узбекистан хушшинчи пӗтӗм стратегилле партнерствине тата союзниксен хутшӑнӑвӗсене ҫирӗплетес ӗҫре тӗп вырӑн йышӑнса тӑнине, регионсем хушшинчи пӗрлӗхӗн чи анлӑ та нумай пӗлтерӗшлӗ малашлӑх пулнине палӑртнӑ.
Радий Хабиров Раҫҫей тата Узбекистан регионӗсен Канашӗн ларӑвне хутшӑннӑ // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/ekonomika/20 ... nn-3788345
Чжан Вэйдун икӗ енчен те интересленнине палӑртнӑ, малашлӑх ҫул-йӗрсене палӑртнӑ.
Пушкӑртра Китайӑн йӑлана кӗнӗ медицини аталанӗ // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/meditsina/20 ... an-3769766
Геннадий Борисова ырлӑх-сывлӑх, малашлӑх ӗҫре ҫитӗнӳсемпе ӑнӑҫусем сунатпӑр.
Геннадий Борисова – 75 ҫул // Елчӗк ен. http://xn--e1aaatdp0e.xn--p1ai/2024/04/1 ... %83%d0%bb/
Вӑл пирӗн истори тата малашлӑх, - ҫирӗплетсех калать 17-ри хӗр.
Мӑн аслашшӗн вӑрҫӑ ҫулне тӗпченӗ вӗренекен // Эльвира КУЗЬМИНА. http://alikovopress.ru/man-aslashshen-va ... neken.html
Вӗсен умӗнче малашлӑх ҫутӑ ҫӑлтӑрӗ ялкӑшасса шанса тӑратпӑр.
Мӑкӑр хӗрӗсем — «Кӗмӗл сасӑ» конкурс дипломанчӗсем // Вероника ИВАНОВА. https://kanashen.ru/2024/04/26/%d0%bca%d ... %b0%d0%bd/
Пирӗн малашлӑх, пирӗн ачасен тата пӗтӗм ҫӗршывӑн пуласлӑхӗ хамӑр суйлавран килет.Ведь от нашего выбора зависит наше будущее, будущее наших детей и всей страны в целом.
Патшалӑх Пуҫлӑхӗн суйлавне хатӗрленеҫҫӗ // Ирина ФОМИНА. https://sutasul.ru/articles/obshchestvo/ ... ne-3644449
- Ҫак пысӑк та мӑнаҫлӑ мероприятире яланхи йӑлапа ҫулталӑкри ӗҫсене пӗтӗмлететпӗр, ҫавӑн пекех малашлӑх тӗллевӗсене лартатпӑр.
Пишпӳлек район Совечӗн отчет сессийӗ иртнӗ // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/obshchestvo/ ... tn-3637104
Тӗрӗсне тупасса тупӑпӑр-ха, вӑл малашлӑх.
37 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.
Хамӑр ҫав никӗс ҫинче ҫӗнӗ пурнӑҫ тума пултарнишӗн эпӗ сирӗнпе мухтанатӑп, сирӗн вӑй, сирӗн ӗҫ, сирӗн малашлӑх умӗнче пуҫ таятӑп.
33 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.
Ӑна лайӑх тишкерсе тухсан, малашлӑх вӑрлӑхӗ те курӑнса кайӗ.
Хаклӑ йӑхташӑмӑрсене чӗнсе калани // Анатолий Кипеч. https://chuvash.org/news/36682.html
Кӗскен каласан, пирӗн ҫӑлӑнӑҫпа малашлӑх сывӑ та ӑслӑ ӑру парнелекен икӗ чӑваш юратӑвӗнче.
Хаклӑ йӑхташӑмӑрсене чӗнсе калани // Анатолий Кипеч. https://chuvash.org/news/36682.html
Ахӑртнех, малашлӑх ҫулне курсах пыраҫҫӗ.
Хула пӑтӑрмахӗ // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.
Хальхи вӑхӑтра «Фильтр21» ТМЯО управляющи компани ОЭЗ аталанӑвӗн территорине тата малашлӑх планне туса хатӗрлессипе тимлет.
«Ҫӗнӗ Шупашкар» ятарлӑ экономика зонин резиденчӗсемпе пӗрремӗш килӗшӳсем юпа уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче тӑвӗҫ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/09/18/n-sh ... idenchesem
Тус-юлташсемпе пуянскер кирек мӗнле ҫамрӑк пекех унӑн та малашлӑх планӗсем пулнӑ.
«Манӑн ҫапӑҫу хирӗнче пулмалла» // Юрий СНЕГОПАД. https://ursassi.ru/articles/-%D1%81%D1%8 ... la-3444550