Поиск
Шырав ĕçĕ:
Лере, вӑрман хӗрринче, йӗни-йынӑшни илтӗнсе тӑчӗ.
Пӗрремӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.
Пурис каллех, юлашки хут тенӗ пек, пуҫне веле-селе ҫӗклерӗ те куҫне «качтаки» еннелле пилсӗррӗн упалентерсе ячӗ, анчах лере никам та, нимӗн те курӑнмарӗ: кӑвайт пачах сӳннӗ иккен.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Ҫак вӑхӑтра лере, ҫӳлте, умри ҫыран енче, чӑштӑр-чӑштӑр туни илтӗнчӗ.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Ак ӗнтӗ лере, «качтаки» тӗттӗмре курӑнми пулнӑ тӗлте, шӑт-шат, ҫӑт-ҫат, чӑштӑр-чӑштӑр, чӑшш-чашш тунӑ сасӑ илтӗне пуҫларӗ.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Унта ҫункав купи, кунта материал юлашкийӗсем, лере деталь тултарнӑ ещӗк, ӑнланмастӑп, ҫак ӗҫсене камӑн тумалла вара?
3 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.
Лере, малта, Викторӑн плакачӗ парӑс пек карӑнса варкӑшать:
Вунпӗрмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.
Лере, слесарнӑйӗнче юрланӑ юрӑ!..
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.
Лере ҫӗр ҫулхи карчӑк те ывӑлне, те мӑнукне ӑсатать: вӑл комсомол значокӗ ҫакнӑ каччӑ мӑйӗнчен хӑйӗн хӗресне ҫакса ярасшӑн — каччи, юлташӗсем умӗнче именчӗклӗ кулкаласа, хӗресе хывса пӑрахма хӑтланать, анчах карчӑка та кӳрентересшӗн мар пулас…
Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.
Анчах лере, анатра, вӑл паян, ҫак самантра, пиншер салтак юнӗпе хутшӑнса хӗрелнӗ, снарядсемпе бомбӑсем ҫурӑлнипе пӑтраннӑ, хура тӗтӗмпе хупланнӑ…
Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.
Лере, ӗне вити пуҫӗнче ҫеҫ, тахӑшӗ хулӑн сасӑпа ахӑлтатса кулать.
IV // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 19–41 с.
Лере никам та ҫук иккен.
XIV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
— Авӑ, лере мунча пур.
Ҫул ҫинче // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Лере, пӳртре, саманан тепӗр пайӗ.
Килте // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Лере унта йӗркине пирӗнтен лайӑхрах пӗлеҫҫӗ, — кӗскен хуравларӗ Сергей.
Хӑтараҫҫӗ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
«Сысна… Ывӑлӗ кунта, хӗрӗ лере… Авӑ мӗнле иртӗхнӗ вӗсем…» — хӑй тӗллӗн калаҫрӗ хуҫа.
Тӗпчев // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Пулас кӗрӳшӗ Элӳҫе эрех ӗҫтерсе ӳсӗртнӗ, унтан хӗрне картишне илсе тухнӑ та — лере лашисем те, ҫуни те пулман.
Пушар // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
— Ҫапах та, таварсене лере туяннинчен миҫе процент ӳстерсе сутатӑр?
Ял Cоветӗнче // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Кунта мар, лере.
«Эс мана пурнӑҫа ӑнланма вӗрент» // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Лере вӗсене Сахар кӗтсе илчӗ, ӑҫта мӗнле тумаллине ӑнлантарса пачӗ.
Каҫма // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Кунта, урам вӗҫӗнче, Палас тулса-сарӑлса пырать, лере, ҫӳлтерехре, ейӳ шывӗ ахӑрашать.
Пӑр тапранчӗ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.