Поиск
Шырав ĕçĕ:
Халӑха вӑл ытти ҫӗр улпучӗсемпе танах пӗлет е, урӑхла каласан, хӑйӗн ялӗнчи кашни хресченех, кашни хресченӗн кашни ӗнинех те, кашни енчӗкӗнчи кашни ытлашши карвованецне те пӗлсех тӑнӑ.
II // Степан Апаш. Короленко В.Г. Суккӑр музыкант: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 194 с.
Халь тӑшмана канӑҫ памалла мар, унран кашни ҫил арманне, кашни тӗме, кашни чула ҫапӑҫса илмелле; тӑшмана кашни утӑмрах пӗтерсе пымалла, унӑн кашни йӑнӑшӗпех усӑ курма пӗлмелле, кирек мӗне те куҫран вӗҫертмелле мар, сылтӑмалла та, сулахаялла та пыра-пыра ҫапмалла, хӑюллӑн тапӑна-тапӑна хӑратмалла, хӗрхенсе тӑмалла мар, каннӑ вӑхӑтра та ырми-канми ҫапӑҫмалла.
III. Чаплӑ ҫынсемпе ахаль ҫынсем // Михаил Рубцов. Гюго Виктор. Тӑхӑрвун виҫҫӗмӗш ҫул: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 282 с.
Ҫавӑнпа та, ҫырура мӗн каланине шута илсе тата хӑйсем мӗн курнине, мӗн шухӑшланине шута илсе, 27. иудейсем хӑйсем валли, хӑйсен ачисем валли, вӗсем енне куҫнӑ мӗнпур ҫын валли ҫапла йышӑннӑ: ҫак икӗ куна, ҫырура кӑтартнӑ пек, кашни ҫул хӑй вӑхӑтӗнче уявлас; 28. ҫак кунсене асра тытас, вӗсене кашни ӑрура, кашни сыпӑкра, кашни ҫӗрте, кашни хулара уявлас; ҫак Пурим кунӗсем ӗмӗрлӗхех асра юлччӑр, вӗсене иудейсем ан пӑрахӑҫлаччӑр, ҫак уява вӗсен ачисем те манӑҫа ан кӑларччӑр.
Эсф 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Ҫутаткӑҫсемпе ылтӑн лампадӑсем валли, кашни ҫутаткӑҫпа лампада виҫине палӑртса, ылтӑн панӑ; ҫавӑн пекех кӗмӗл ҫутаткӑҫсем валли, кашни ҫутаткӑҫӑн, кашни лампадӑн виҫине палӑртса, вӗсемпе хӑш тӗлте усӑ курмаллине шута илсе, кӗмӗл панӑ; 16. парне ҫӑкӑрӗсем хумалли сӗтел тума, ылтӑн сӗтелсем тума, кӗмӗл сӗтелсем тума ылтӑн тата кӗмӗл панӑ; 17. таса ылтӑнран тумалли кашни япалан виҫине палӑртса, юплешкесем, чашӑксем, сирпӗтмелли савӑтсем валли ылтӑн панӑ; кашни савӑтӑн виҫине палӑртса, кӗмӗл савӑтсем валли кӗмӗл панӑ; 18. ырӑ шӑршӑ тӗтӗрсе кӳмелли парне вырӑнне шӑратнӑ ылтӑнран тума, виҫине палӑртса, ылтӑн панӑ; Турӑ урапине, саккун арчи ҫийӗн ҫунаттисене сарса тӑракан херувимсене, тума ылтӑн панӑ.
1 Ҫулс 28 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Кашни ялта, кашни салара, кашни хулара, кашни утӑмра чурара пурӑнакан вырӑс ҫыннисем ҫӗршерӗн, пиншерӗн…
Патька-патша // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Ку вара нимӗҫсемпе болгарсене кашни бук, кашни юман, кашни чул хыҫӗнчех, кашни ту юппипе кукӑртах партизансем персе ӳкерме пултараҫҫӗ текен шухӑш патне илсе ҫитернӗ.
28 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Кирек ӑҫта та пӗчӗк лампӑсем сиввӗн йӑлтӑртатаҫҫӗ, вӗсене кашни юпа, кашни стена ҫумне, кашни кантӑк ҫине ҫакса тултарнӑ, вӗсем электростанцин ҫӳлӗ труби ҫийӗпе тӳрӗ йӗрпе тӑсӑлаҫҫӗ, кашни ҫурт тӑрринчех ҫунаҫҫӗ, ҫын куҫне ҫивӗч йӗппе тирнӗ пек чӑрмалаҫҫӗ, ҫынсем вара куҫӗсене хӗсеҫҫӗ те, анкӑн-минкӗн кулкаласа, ҫыхланнӑ сӑнчӑрӑн йывӑр йӑлмакӗсем пек, ҫӗр тӑрӑх ерипен-ерипен сулланаҫҫӗ…
Кичемлӗх патшалӑхӗ // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 671–683 стр.
Ҫӗр ҫинчи кашни чӗппӗн, кашни ҫуран, кашни путекӗн амӑшӗ пур вӗт-ха, этемӗн ма пулмалла мар вара?
5 // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 37–84 с.
Ҫӗр ҫинче кашни кайӑкӑн, кашни чӗрчунӑн, кашни кӑпшанкӑн амӑшӗ пур та, Ваҫукӑн епле ан пултӑр-ха вӑл?
1 // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 37–84 с.
Кашни ҫул тейӗпӗр, кашни ҫул пӗрер утӑм сарсан та кашни урам тахҫанах чул ҫуллӑ пулмалла.
Юрату асапӗ // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.
Кашни посылкӑна, кашни маскировка сеткине, кашни ҫыхӑ ҫумне Ион Одесский старецӑн кӗллине ҫырса, Зоя Петровна Семеновапа Дмитрий ывӑлӗ ҫапса кӑларса ламинироват тунӑ, кӗлӗ-щитсем пек, хунӑ.
Пӗрле ытларах тума пултаратпӑр // Галина ВАРИКОВА. https://sutasul.ru/articles/obshchestvo/ ... -r-3475759
Ҫуркунне ял-йыш пахчара чаваланать, вӑрӑм хӗл хыҫҫӑн кашни ҫӗнӗ ҫулҫӑ, кашни чечек, кашни ешӗл курӑкшӑн савӑнать.
Йыт ҫури // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/616
Манӑн вара ӑҫта пулсан та шухӑшӑм сан ҫине ҫеҫ ӳкет, сана ача чухнехи пекех кашни кун, кашни сехетре, кашни минутра курас килет.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Кашни кӗтесре, кашни утӑмра, кашни пӳлӗмре шеллевсӗр вӑрҫӑ сиввӗн сывлани сисӗнет, тепӗр чухне вара, ҫакнашкал тӗттӗм урамсемпе пынӑ чух, вӑрҫӑ хӑйӗн хура ҫуначӗпе пӗтӗм тӗнчене хупласа хунӑн туйӑнать…
Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.
Столицӑри кашни ҫурт халӗ укреплени, кашни чӳрече — огневой точка, кашни москвич халӗ салтак пулмалла…»
Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.
Сӑнӑр-ха, кашни ӳсен-тӑранӑн, кашни чӗр чунӑн, кашни вӗҫен кайӑкӑн, хурт-кӑпшанкӑн хӑйӗн тӑван ҫӗрӗ пур.Видите, у каждого растения, у каждого животного, у каждой птицы, у насекомых есть своя родная земля.
Чӑваш ҫӗрӗ, пурӑн ӗмӗр // Милена Яковлева. http://gazeta1931.ru/gazeta/9966-informa ... arap-pyrat
Унти кашни ялтах пирӗн агитаторсем ӗҫленӗ, кашни ҫула, кашни кӗпере пирӗн партизансем хӑйсен ударӗ айӗнче тытса тӑнӑ.
Пухӑнмалли пункта // Илле Тукташ. Ковпак С.А. Путивльрен Карпата ҫитиччен: повесть. Вырӑсларан И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 128 с.
Наградӑсем илнӗ чух кашнин пуҫӗнчех пӗртен-пӗр шухӑш хӗлхемленсе тӑнӑ: ку награда — тӑван аттемӗр Сталин юлташӑн, пире ҫак вӑрӑм ҫула пиллӗх парса кӑларса янӑ юратнӑ ҫулпуҫӑн аслӑ парни; тем тери аякри тӑшман тылӗнче ҫӳресен те вӑл пире яланах курса тӑрать, пирӗн кашни утӑма сӑнаса пырать; вӑл пирӗншӗн тӑрӑшнине, пире ӑслӑн ертсе пынине эпир кашни утӑмрах чӗререн туйса тӑратпӑр.
Карпат ҫине похода! // Илле Тукташ. Ковпак С.А. Путивльрен Карпата ҫитиччен: повесть. Вырӑсларан И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 128 с.
Ҫавӑнпа та ӗнтӗ кашни сӑртлӑ вырӑна, лачакана, вӑрман уҫланкине, кашни йывӑҫа хӑвӑн пилӗк пӳрнӳне пӗлнӗ пек пӗлсе тӑмалла, кашни сектортан тӑшмана мӗн чухлӗ сиен тума май пуррине, мӗн-мӗн сӑнаса курма пуррине пӗтӗмпех пӗлес пулать.
Хӗл ҫывӑхарать // Илле Тукташ. Ковпак С.А. Путивльрен Карпата ҫитиччен: повесть. Вырӑсларан И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 128 с.
Вӗсен кашни утӑмне, кашни хускануне, кашни сывлӑш ҫавӑрнине асӑрха…И следи за каждым их шагом, за каждым движением, за каждым вздохом…
VI сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.