Поиск
Шырав ĕçĕ:
Пурте Санӑн аллунта, Эсӗ Израиле ҫӑлас тесен, Сана никам та хирӗҫ пулаймӗ; Эсӗ тӳпепе ҫӗре, тӳпе айӗнчи пӗтӗм кӗтрете пултарнӑ; Эсӗ — пуринӗн Ҫӳлхуҫи, Сана, Ҫӳлхуҫана, хирӗҫ тӑма пултаракан никам та ҫук.
Эсф 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Эсӗ ҫакна пурне те хӑвӑн аллупа турӑн; эсӗ Израиле ырӑ турӑн, Турӑ ӑна кӑмӑл тутӑр; Пурне те Тытса Тӑракан Ҫӳлхуҫа сана ӗмӗр-ӗмӗре пиллӗх патӑр.
Иудифь 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Ҫӳлхуҫа Израиле епле ырӑлӑх панине курма тата Иудифе курма, ӑна ырӑ сунма Иерусалимра пурӑнакан аслӑ священник Иоаким тата Израиль халӑхӗн пуҫлӑхӗсем ҫитнӗ.
Иудифь 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Хула хапхине сыхлакансене Иудифь аякранах кӑшкӑрса каланӑ: уҫӑр, уҫӑр хапхана, пирӗнпе пӗрле Турӑ, пирӗн Турӑ, Вӑл Израиле татах та вӑй парӗ, тӑшмансене ҫӗнтерӗ, Вӑл паян та ҫавӑн пек турӗ.
Иудифь 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
33. Эсир ҫак каҫ ҫӗрле хула хапхи патне тухса тӑрӑр, эпӗ унта хамӑн хӗрарӑм тарҫӑмпа пырӑп, эсир хулана тӑшмансене пама пулнӑ кунччен Ҫӳлхуҫа Израиле манӑн аллӑмпа пулӑшма ҫитӗ.
Иудифь 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Эпӗ пӗчченех уявсенче Иерусалима ҫӳреттӗм, тӑтӑшах ҫӳреттӗм; Турӑ пӗтӗм Израиле ӗмӗрлӗхе панӑ йӗрке тӑрӑх, чи малтан пуҫтарнӑ ҫимӗҫе, пур ҫимӗҫӗн вуннӑмӗш пайне тата чи малтан каснӑ сурӑх ҫӑмне илсе каяттӑм, 7. ҫакна священниксене, Аарон ывӑлӗсене, парне вырӑнӗ ҫине хума параттӑм: пӗтӗм ҫӗр ҫимӗҫӗн вуннӑмӗш пайне Левит ывӑлӗсене, Иерусалимра ӗҫлесе тӑракансене, параттӑм; тепӗр вуннӑмӗш пайне сутаттӑм та укҫине ҫуллен Иерусалима ҫӳресе пӗтереттӗм; 8. виҫҫӗмӗш пайне — кама тивӗҫлӗ, ҫавна параттӑм; аттерен тӑлӑха юлсассӑн, мана аттем амӑшӗ Деввора ҫапла тума вӗрентсе хӑварнӑччӗ.
Тов 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Ездра Ҫӳлхуҫа саккунӗпе ӳкӗчӗсенчен нимӗн те манса хӑварас мар, пӗтӗм Израиле Турӑ хунӑ йӗркесене, тӳрӗлӗхе вӗрентес тесе чунтан-вартан тӑрӑшнӑ.
2 Езд 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
24. Ун вӑхӑтӗнче мӗн пулса иртнине унчченхи ҫулсеренхи кӗнекесенче ҫырса кӑтартнӑ: Израиль халӑхӗ кирек хӑш халӑхран та, кирек хӑш патшалӑхран та ытларах ҫылӑха кӗрсе Ҫӳлхуҫана хирӗҫле усал ӗҫсем туни ҫинчен, пӗлсе тӑрсах Ҫӳлхуҫана хурлани ҫинчен, Унӑн сӑмахӗсем Израиле мӗншӗн хирӗҫле пулни ҫинчен ҫырса кӑтартнӑ.
2 Езд 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
28. Тата ытти халӑх та — священниксем, левитсем, хапха хуралҫисем, юрӑҫсем, левитсене пулӑшакансем, ют халӑхсенчен хӑпса Турӑ саккунӗ енне куҫнисем, вӗсенӗн арӑмӗсем, вӗсенӗн ывӑлӗсемпе хӗрӗсем, тӑн илме пултаракансем пурте — 29. хӑйсен ятлӑ-сумлӑ тӑванӗсем ҫумне тӑчӗҫ те, тупа туса, тупана пӑссассӑн ҫитекен ылхана та йышӑнса, Турӑ саккунӗпе — Турӑ чури Моисей урлӑ панӑ саккунпа — пурӑнма, Туррӑмӑрӑн ӳкӗчӗсене, Вӑл панӑ йӗркесене, Вӑл мӗн хушнине пурне те тытса тӑма, вырӑна килтерсе пыма пулчӗҫ: 30. эпир хамӑрӑн хӗрӗмӗрсене ют халӑх ывӑлӗсене памӑпӑр, вӗсенӗн хӗрӗсене хамӑрӑн ывӑлӑмӑрсем валли илмӗпӗр; 31. ют халӑхсем шӑматкун тавар тата ытти сутлӑх тырӑ илсе килсессӗн, шӑматкунпа таса кун вӗсен таварне туянмӑпӑр, кашни ҫиччӗмӗш ҫул пур тӗрлӗ парӑма та каҫарӑпӑр; 32. эпир кашнийӗ ҫулталӑкра сиклӗн виҫҫӗмӗш пайне Туррӑмӑр Ҫурчӗ валли кӳрсе тӑма сӑмах паратпӑр, ку вӑл ҫакӑн валли пултӑр: 33. Турӑ умне хумалли ҫӑкӑрсемпе кулленхи тырӑ-пулӑ парни валли, кулленхи пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳмелли парне валли, шӑматкунпа ҫӗнӗ уйӑхра тата уявсенче кӳрекен парнесем валли, сӑваплӑ парне валли, Израиле тасатмашкӑн ҫылӑх каҫарттарма кӳрекен парнесем валли тата Турӑ Ҫуртӗнче туса тӑракан пӗтӗм ӗҫ валли пултӑр.
Неем 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Израиль ывӑлӗсем пурте, пӗр ҫын пек, Шыв хапхи умӗнчи уҫӑ вырӑна пуҫтарӑнчӗҫ те Ездра кӗнекеҫӗне Ҫӳлхуҫа Израиле панӑ Моисей саккунӗн кӗнекине илсе килме каларӗҫ.
Неем 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
25. Иеремия та Иосийӑна хӳхлев юрри хайласа асӑннӑ; юрӑҫӑ арҫынсем те, юрӑҫӑ хӗрарӑмсем те хӑйсен хӳхлев юррийӗсенче Иосийӑна асӑннӑ, ҫав юрӑсем паян кунчченех сыхланса юлнӑ, вӗсене Израиле ӳлӗм усӑ курма парса хӑварнӑ; вӗсене хӳхлев юррисен кӗнекине кӗртсе хӑварнӑ.
2 Ҫулс 35 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Турӑ Ҫуртне вара касса ӑсталанӑ йӗрӗх вырӑнаҫтарса лартнӑ; ку Ҫурт пирки Турӑ Давида тата Соломона, унӑн ывӑлне, ҫапла каланӑ пулнӑ: «ҫакӑ Ҫуртра, Израилӗн мӗнпур йӑхӗ хушшинчен Хам валли суйласа илнӗ Иерусалимра, Эпӗ Хамӑн ятӑма ӗмӗрлӗхе вырӑнаҫтарӑп; 8. Израиль Эпӗ хушнине тата Эпӗ Моисей урлӑ панӑ саккуна, йӗркене пӗтӗмпе пурӑнӑҫлама тӑрӑшсассӑн, малашне Израиле Эпӗ хӑйсен ашшӗсене панӑ ҫӗрӗнчен ура ярса пусма памӑп» тенӗ.
2 Ҫулс 33 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Анчах та ҫав парнесем ӑна та, Израиле те пӗтме ҫеҫ пулӑшнӑ.
2 Ҫулс 28 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Ҫавӑн чухне Самее, Турӑ ҫыннине, Ҫӳлхуҫаран ҫакӑн пек сӑмах пулнӑ: 3. Ровоама — Соломон ывӑлне, Иудея патшине — тата Иудӑпа Вениамин йӑхӗнчи пӗтӗм Израиле кала, 4. Ҫӳлхуҫа ҫапла калать, те: ан кайӑр, хӑвӑр тӑванӑрсемпе вӑрҫӑ ан пуҫлӑр; пурте киле таврӑнӑр, мӗншӗн тесессӗн ку Манӑн ирӗкӗмпе пулнӑ, тенӗ.
2 Ҫулс 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Израиле юратнӑран, вӑл ӗмӗр тӗреклӗ тӑтӑр тесе, Хӑвӑн Турру сана унӑн патшине лартнӑ — тӳрӗ сут тума, тӗрӗссине тума лартнӑ, тенӗ Савея ҫӗрӗн патши.
2 Ҫулс 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
19. Эхер те эсир Манран пӑрӑнсассӑн, Эпӗ сире панӑ йӗркесене, ӳкӗтсене пӑрахсассӑн, ҫапла пӑрӑнса урӑх турӑсене ӗҫлесе тӑма, вӗсене пуҫҫапма тытӑнсассӑн, 20. Эпӗ Израиле Хам панӑ ҫӗр ҫинчен шӑлса ывӑтӑп, Хам ятӑмпа тасалӑх тивлечӗ кӳнӗ ҫак Ҫурта та Хам умӑмран сирӗп, ӑна пур халӑхшӑн та ҫын куллипе тӗнче мӑшкӑлӗ тӑвӑп.
2 Ҫулс 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Эсӗ Ман умӑмра хӑвӑн аҫу Давид ҫӳренӗ пек ҫӳресессӗн, Эпӗ хӑвна мӗн хушнине пӗтӗмпех туса пырсассӑн, Эпӗ панӑ йӗркесемпе Манӑн саккунсене уяса пурӑнсассӑн, 18. Эпӗ санӑн Давид аҫуна: «Израиле тытса тӑракан [ар] пӗтмӗ санӑн» тесе сӑмах панӑ пек, санӑн патшалӑхун аслӑ пуканне тӗреклӗ лартӑп.
2 Ҫулс 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Акӑ эпӗ Ҫӳлхуҫа Туррӑм ячӗпе, Ӑна халалласа, Ҫурт лартатӑп: ӗнтӗ Унӑн умӗнче ырӑ шӑршӑ тӗтӗрмелле пултӑр, Турӑ умне ялан парне ҫӑкӑрӗсем хурса тӑмалла пултӑр, Израиле ӗмӗрлӗхе хушнӑ пек, кашни шӑматкун ирӗн-каҫӑн тата ҫӗнӗ уйӑхсерен те, Ҫӳлхуҫа Туррӑмӑр уявӗсенче те пӗтӗмӗшпе ҫунтарса паракан парнесем кӳрсе тӑмалла пултӑр.
2 Ҫулс 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Соломон ӗнтӗ Гаваонри сӑрт тӳпемӗнчен, пӗрле пухӑнса кӗлтумалли кӗлӗ чатӑрӗ патӗнчен, патшара ларса Израиле тытса тӑма каялла Иерусалима таврӑннӑ, 14. Соломон ҫар ураписемпе юланутсем пухса тултарнӑ; ҫапла унӑн пин те тӑватҫӗр ҫар урапи, вуникӗ пин юланут пулнӑ; вӗсене вӑл ҫар ураписен хулисенче вырӑнаҫтарса тухнӑ, Иерусалимра патша ҫумӗнче те тытнӑ.
2 Ҫулс 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Соломон пӗтӗм Израиле: пинпӳсемпе ҫӗрпӳсене, тӳресене, Израильре пуҫлӑхра тӑракансене пурне те — ӑру пуҫӗсене — пухӑнма хушнӑ.
2 Ҫулс 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.