Поиск
Шырав ĕçĕ:
47. Тилҫе чирӗ тумтир ҫинче пулсассӑн, ҫӑм тумтир ҫинче е йӗтӗн тумтир ҫинче, 48. е йӗтӗн ҫиппинчен, е ҫӑм ҫиппинчен тунӑ кумӑ ҫинче е ураҫӑ ҫинче пулсассӑн, е тата сӑран ҫинче, е сӑранран тунӑ пӗр-пӗр япала ҫинче пулсассӑн, 49. тумтир ҫинчи е сӑран ҫинчи, е кумӑ ҫинчи, е ураҫӑ ҫинчи, е пӗр-пӗр сӑран япала ҫинчи пӑнчӑ симӗсрех е хӗрлӗрех пулсассӑн, ку — тилҫе чирӗ: ӑна священника кӑтартмалла; 50. священник чире тӗрӗслесе пӑхӗ те чир лекнӗ япалана ҫичӗ куна хупса хурӗ; 51. ҫиччӗмӗш кунне священник чир ернӗ япалана тепӗр хут тӗрӗслесе пӑхӗ, эхер те чирӗ тумтир тӑрӑх е кумӑ тӑрӑх, е ураҫӑ тӑрӑх, е сӑран тӑрӑх, е сӑранран тунӑ пӗр-пӗр япала тӑрӑх сарӑлнӑ пулсассӑн, ку — ҫиекен тилҫе, таса мар чир; 52. священникӑн ҫав тумтире е куммине, е ҫӑмран, е йӗтӗнрен тунӑ ураҫҫине, е чир ернӗ кирек мӗнле сӑран япалана та ҫунтарса ямалла, мӗншӗн тесессӗн ку — ҫиекен тилҫе: ӑна вут-ҫулӑм ҫинче ҫунтарса ямалла.
Лев 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1) 8 статьян 1-мӗш пайӗн 21-мӗш пунктне «, харпӑр хӑй вӑйӗпе лартакан ҫурт-йӗр объектне е сад ҫуртне тума е юсаса ҫӗнетме палӑртни ҫинчен пӗлтернинче (малалла – строительство ӗҫне тума палӑртни ҫинчен пӗлтерни) кӑтартнӑ харпӑр хӑй вӑйӗпе лартакан ҫурт-йӗр объекчӗн е сад ҫурчӗн виҫисем палӑртнӑ виҫесемпе тата ҫӗр лаптӑкӗ ҫинче харпӑр хӑй вӑйӗпе лартакан ҫурт-йӗр объектне е сад ҫуртне вырнаҫтарма ирӗк панипе килӗшсе тӑни ҫинчен пӗлтернине, харпӑр хӑй вӑйӗпе лартакан ҫурт-йӗр объектне е сад ҫуртне тума е юсаса ҫӗнетме палӑртни ҫинчен пӗлтернинче кӑтартнӑ харпӑр хӑй вӑйӗпе лартакан ҫурт-йӗр объекчӗн е сад ҫурчӗн виҫисем палӑртнӑ виҫесемпе килӗшсе тӑманни тата ҫӗр лаптӑкӗ ҫинче харпӑр хӑй вӑйӗпе лартакан ҫурт-йӗр объектне е сад ҫуртне вырнаҫтарма юраманни ҫинчен пӗлтернине, харпӑр хӑй вӑйӗпе туса лартнӑ е юсаса ҫӗнетнӗ ҫурт-йӗр объекчӗ е сад ҫурчӗ поселени территорийӗнче вырнаҫнӑ ҫӗр лаптӑкӗсем ҫинче харпӑр хӑй вӑйӗпе лартакан ҫурт-йӗр объекчӗсене е сад ҫурчӗсене тунӑ е юсаса ҫӗнетнӗ чухне хула строительстви ӗҫӗ-хӗлӗ ҫинчен калакан саккунсен требованийӗсемпе килӗшсе тӑни е килӗшсе тӑманни ҫинчен пӗлтернине ярса парасси, Раҫҫей Федерацийӗн гражданла саккунӗсемпе килӗшӳллӗн хӑй ирӗккӗн туса лартнӑ ҫурт-йӗре пӑсасси ҫинчен калакан йышӑнӑва, ҫӗрпе усӑ курмалли тата ҫурт-йӗр лартмалли правилӑсемпе, территорине планламалли документсемпе е капиталлӑ строительство объекчӗсен виҫисем тӗлӗшпе федераци саккунӗсемпе палӑртнӑ обязательнӑй требованисемпе килӗшӳллӗн йышӑну тӑвасси, хӑй ирӗккӗн туса лартнӑ ҫурт-йӗре пӑсасси е ӑна строительство ӗҫӗсене тума ирӗк панин чи пысӑк виҫисемпе килӗшсе тӑмалла тӑвасси (малалла ҫавӑн пекех – палӑртнӑ требованисемпе килӗшсе тӑмалла туни), капиталлӑ строительство объекчӗсене юсаса ҫӗнетесси ҫинчен, тӗллевлӗн усӑ курман е Раҫҫей Федерацийӗн саккунӗсене пӑсса усӑ куракан ҫӗр лаптӑкне тытса илесси ҫинчен тунӑ йышӑнӑва, Раҫҫей Федерацийӗн Хула строительствин кодексӗпе пӑхса хӑварнӑ тӗслӗхсенче хӑй ирӗккӗн туса лартнӑ ҫурт-йӗре пӑсасси е ӑна палӑртнӑ требованисемпе килӗшсе тӑмалла тӑвасси ҫинчен йышӑнусем тӑвасси» сӑмахсем хушса хурас;
Чӑваш Республикин "Чӑваш Республикинче вырӑнти хӑй тытӑмлӑха йӗркелесси ҫинчен" саккунне улшӑнусем кӗртесси ҫинчен // Михаил Игнатьев. Закон №55 от 20 сентября 2018 г.
4) 10 статьян 1-мӗш пайӗн 26-мӗш пунктне «, харпӑр хӑй вӑйӗпе лартакан ҫурт-йӗр объектне е сад ҫуртне тума е юсаса ҫӗнетме палӑртни ҫинчен пӗлтернинче кӑтартнӑ харпӑр хӑй вӑйӗпе лартакан ҫурт-йӗр объекчӗн е сад ҫурчӗн виҫисем палӑртнӑ виҫесемпе тата ҫӗр лаптӑкӗ ҫинче харпӑр хӑй вӑйӗпе лартакан ҫурт-йӗр объектне е сад ҫуртне вырнаҫтарма ирӗк панипе килӗшсе тӑни ҫинчен пӗлтернине, харпӑр хӑй вӑйӗпе лартакан ҫурт-йӗр объектне е сад ҫуртне тума е юсаса ҫӗнетме палӑртни ҫинчен пӗлтернинче кӑтартнӑ харпӑр хӑй вӑйӗпе лартакан ҫурт-йӗр объекчӗн е сад ҫурчӗн виҫисем палӑртнӑ виҫесемпе килӗшсе тӑманни тата ҫӗр лаптӑкӗ ҫинче харпӑр хӑй вӑйӗпе лартакан ҫурт-йӗр объектне е сад ҫуртне вырнаҫтарма юраманни ҫинчен пӗлтернине, харпӑр хӑй вӑйӗпе туса лартнӑ е юсаса ҫӗнетнӗ ҫурт-йӗр объекчӗ е сад ҫурчӗ хула округӗн территорийӗнче вырнаҫнӑ ҫӗр лаптӑкӗсем ҫинче харпӑр хӑй вӑйӗпе лартакан ҫурт-йӗр объекчӗсене е сад ҫурчӗсене тунӑ е юсаса ҫӗнетнӗ чухне хула строительстви ӗҫӗ-хӗлӗ ҫинчен калакан саккунсен требованийӗсемпе килӗшсе тӑни е килӗшсе тӑманни ҫинчен пӗлтернине ярса парасси, Раҫҫей Федерацийӗн гражданла саккунӗсемпе килӗшӳллӗн хӑй ирӗккӗн туса лартнӑ ҫурт-йӗре пӑсасси ҫинчен калакан йышӑнӑва, хӑй ирӗккӗн туса лартнӑ ҫурт-йӗре пӑсасси е ӑна палӑртнӑ требованисемпе килӗшсе тӑмалла тӑвасси ҫинчен калакан йышӑнӑва, тӗллевлӗн усӑ курман е Раҫҫей Федерацийӗн саккунӗсене пӑсса усӑ куракан ҫӗр лаптӑкне тытса илесси ҫинчен калакан йышӑнӑва тӑвасси, Раҫҫей Федерацийӗн Хула строительствин кодексӗпе пӑхса хӑварнӑ тӗслӗхсенче хӑй ирӗккӗн туса лартнӑ ҫурт-йӗре пӑсасси е ӑна палӑртнӑ требованисемпе килӗшсе тӑмалла тӑвасси ҫинчен калакан йышӑнусем тӑвасси» сӑмахсем хушса хурас;
Чӑваш Республикин "Чӑваш Республикинче вырӑнти хӑй тытӑмлӑха йӗркелесси ҫинчен" саккунне улшӑнусем кӗртесси ҫинчен // Михаил Игнатьев. Закон №55 от 20 сентября 2018 г.
8) алӑ пустармалли листана суйлавҫӑсем алӑ пуснисене пуҫтаракан ҫын тата (е) кандидат хӑй алӑ пусса ҫирӗплетмен, е ҫав алӑ пуснисенчен пӗри те пулсан тӗрӗс мар, е алӑ пуснисене пуҫтарнӑ самант тӗлне алӑ пуснисене пуҫтаракан 18 ҫул тултарман ҫын алӑ пустармалли листана ҫирӗплетнӗ, тата (е) асӑннӑ ҫынна суд ӗҫлеме пултараймасть тесе йышӑннӑ, е алӑ пустармалли листана хӑҫан ҫирӗплетнӗ вӑхӑта е суйлавҫӑсем алӑ пуснисене пуҫтаракан ҫын ҫинчен сведенисене хӑшне те пулсан кӑтартман е хӑй аллипе ҫырса тултарман, тата (е) асӑннӑ ҫын, кандидат хӑҫан алӑ пуснине кӑтартнӑ вырӑнта суйлавҫӑсем алӑ пуснисене пуҫтаракан ҫынпа ятарласа калаҫса татӑлмасӑр тӳрлетӳсем кӗртнӗ, е тата алӑ пустармалли листара суйлавҫӑсем алӑ пуснисене пуҫтаракан ҫын ҫинчен, кандидат ҫинчен сведенисене туллин кӑтартман е вӗсем тӗрӗс мар, е тата суйлавҫӑсем алӑ пуснисене пуҫтаракан ҫын хӑй аллипе ҫырса хӑйӗн ҫинчен калакан сведенисене кӗртмен чухне алӑ пустармалли листари мӗнпур суйлавҫӑ алӑ пуснисем;
Чӑваш Республикин «Чӑваш Республикин пуҫлӑхӗн суйлавӗ ҫинчен» саккунне тата Чӑваш Республикин «Чӑваш Республикин пуҫлӑхне каялла чӗнсе илесси ҫинчен» саккунне улшӑнусем кӗртесси ҫинчен // Олег Николаев. Закон №2 от 28 февраля 2020 года
21. Кам та пулин сӑмах панипе е тимлӗ пулнипе [е хӑвӑр уявӑрсенче] Ҫӳлхуҫана канӑҫлӑх парни — шултӑра выльӑх е вак выльӑх — кӳрет пулсассӑн, парни Турра юрӑхлӑ пултӑр тесессӗн, унӑн парни айӑпсӑр пулмалла: унӑн пӗр кӑлтӑк та пулмалла мар; 22. суккӑр выльӑха е аманнине, е чӑлаххине, е чирлине, е кӗсен-ҫӑпанлине, е кукшаллине — ҫакӑн евӗрлисене Ҫӳлхуҫана ан парӑр, вӗсене Ҫӳлхуҫанӑн парни вырӑнӗ ҫинче парне кӳме ан парӑр; 23. пӑрупа путекӗн урисем виҫесӗр вӑрӑм е кӗске пулсассӑн, вӗсене тимлӗ пулнипе кӳрекен парне пек кӳме пултаратӑн; сӑмах панипе кӳрес пулсассӑн, ку парне вара Турра юрӑхлӑ мар; 24. выльӑхӑн ҫӑмарти йӗкелӗсем лапчӑннӑ, аманнӑ, татӑлса ӳкнӗ е вӗсене касса илнӗ пулсассӑн, ӑна Ҫӳлхуҫана ан кӳрӗр, хӑвӑр ҫӗрӗрте ҫакна ан тӑвӑр; 25. хӑвӑр Туррӑра парне кӳмешкӗн ҫакӑн пек выльӑха ют ҫӗр ҫыннисенчен те ан туянӑр, мӗншӗн тесессӗн вӗсен кӑлтӑкӗ-сиенӗ пур, вӗсен айӑпӗ пур; вӗсем сире ырӑлӑх кӳреймӗҫ, тенӗ.
Лев 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Ҫӳлхуҫа Моисее ҫапла тесе каланӑ: 2. кам та пулин ҫылӑха кӗрсессӗн, Ҫӳлхуҫа умӗнче йӗркесӗр ӗҫ тусассӑн, хӑйне шанса панине е хӑй патне хунине, е хӑй вӑрланине йӑхташӗ умӗнче тунсассӑн, е йӑхташне улталасассӑн, 3. е тата ҫухатнӑ япалана тупса унран тунсассӑн, е, суя тупа туса ҫылӑха кӗрекен ҫын пек, пӗр-пӗр ӗҫ тӗлӗшӗнчен суйса тупа тусассӑн, 4. ҫапла ҫылӑх туса айӑпа кӗрсессӗн, мӗн вӑрланине е мӗн туртса илнине, е хӑйне шанса панине, е хӑй тупнӑ япалине тавӑрса патӑр; 5. е мӗн ҫинчен те пулин суя тупа тунӑ пулсассӑн, вӑл пӗтӗмпех тавӑрса патӑр, ун ҫумне тата унӑн пиллӗкмӗш пайне хушса, япали камӑн пулнӑ, ҫав ҫынна ӳкӗнӗҫ парни кӳнӗ кун патӑр; 6. хӑйӗн айӑпӗшӗн Ҫӳлхуҫана ӳкӗнӗҫ парни кӳмешкӗн священник патне сурӑх кӗтӗвӗнчен, эсӗ хак хунӑ тӑрӑх, айӑпсӑр путек илсе пытӑр; 7. священник ӑна Ҫӳлхуҫа умӗнче тасатӗ, вара вӑл кирек мӗн тунӑ пулсассӑн та, унӑн айӑпӗ пӗтӗмпех каҫарӑнӗ, тенӗ.
Лев 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Халӗ ҫакӑн ҫинчен шухӑшласа, ӑсра ҫеҫ палӑракан йӗр айӗнче Сергей цифрӑсене ҫеҫ мар, чӗрӗ картинӑсене те курнӑ: е тырпул пухнӑ хӗрӳ вӑхӑтра тулли халӑхлӑ ҫеҫенхире; е тусанлӑ ҫулсемпе тахҫанах кӗмсӗртеттерсе иртсе кайнӑ тырӑ лавӗсене; е вӑйлӑ тырпул туса илнӗшӗн награда илме правительствӑна тӑратнӑ колхозниксен списокӗсене, — ҫак списокра Алексей Артамашов хушамачӗ те пур; е государствӑна тырӑ, сӗт, ҫӑм, ҫӑмартасем, аш-какай, улма-ҫырласем панин цифрисене; е колхозсем кӗрхи тырӑ акса пӗтерни ҫинчен нумай пулмасть ҫырса янӑ рапортсене; е Министрсен Совечӗпе ЦК ВКП(б) ҫанталӑка урӑхлатса ҫӗнетесси ҫинчен постановлени йышӑннӑ май станицӑсемпе хуторсенче йышлӑн пулса иртнӗ пухусене; е иккӗмӗш турбинӑна ӗҫе янине; е гидростанцинчен пуҫласа Марьяновски станицине ҫитичченех ҫеҫенхир тӑрӑх тин ҫеҫ лартса тухнӑ юпасен йӗрне — пӗр сӑмахпа каласан, пӗтӗм район пурнӑҫӗ ун куҫӗ умӗнче экран ҫинчи пек иртнӗ.
I // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Ӑнсӑртран хӗрачасем унран пӗр-пӗр кирлӗ ыйту ҫинчен ыйтса пӗлме шутласан (сӑмах май калас-тӑк, халь ӗнтӗ вӗсем унран питех ыйтасшӑн та мар), пӗр-пӗр роман пирки хӑй шухӑшне каласа пама сӗнсен е университетри вӗренӳ ҫинчен ыйтсан, вӑл вӗсене питне-куҫне чарса пӑрахса кӑтартать те чӗнмесӗр пӑрӑнса каять е ҫыхӑнӑвне юриех пӑснӑ французла сӑмахсемпе: ком си три жоли тесе е ытти ҫакӑн евӗрлӗ сӑмах ҫаврӑнӑшӗпе ответлет, е тата пӗр кулмасӑр, питне юриех тӑрлавсӑрла туса хурса, ыйтупа нихӑш енчен те ҫыхӑнса тӑман сӑмах калать, куҫӗсене сасартӑк тӗксӗмлетет те: булка, е кайрӑмӑр, е купӑста, тет е ҫакнашкал урӑх сӑмах каласа хурать.
XXIX сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
4) 271-1 статьяра: а) 4-мӗш пункта ҫакӑн пек ҫырса абзац хушса хурас: «Ҫак Саккунпа килӗшӳллӗн Чӑваш Республикин иртсе пыракан финанс ҫулӗнчи тата планпа пӑхнӑ тапхӑрти республика бюджечӗ ҫинчен калакан саккунӗн планпа пӑхнӑ тапхӑра пырса тивекен положенийӗсем хӑйсен вӑйне ҫухатнӑ тесе йышӑнсан Чӑваш Республикин бюджет е автономлӑ учрежденийӗ е Чӑваш Республикин патшалӑхӑн унитарлӑ предприятийӗ ҫак пунктпа палӑртнӑ тӳлесе татмалли килӗшӳсене пӑрахӑҫа кӑларасси ҫинчен калакан йышӑнӑва тумасан та пултараҫҫӗ, енчен те асӑннӑ договорсем тӗлӗшпе вӗсене планпа пӑхнӑ тапхӑрта пурнӑҫламалли условисем палӑртакан хушма килӗшӳсем ҫирӗплетнӗ пулсан.»; ӑ) 6-мӗш пункта: «, ҫак пунктӑн иккӗмӗш абзацӗнче кӑтартнӑ тӗслӗхсӗр пуҫне» сӑмахсем хушса хурас; ҫакӑн пек ҫырса абзац хушса хурас: «Чӑваш Республикин республика бюджетне пурнӑҫланӑ чухне ҫак пунктӑн пӗрремӗш абзацӗнче асӑннӑ Чӑваш Республикин патшалӑх харпӑрлӑхӗнчи объектсене укҫа-тенкӗ хывмалли субсидисене ҫак Саккунӑн 271 статйипе пӑхса хӑварнӑ бюджет инвестицийӗсем хывнӑ чухне Чӑваш Республикин патшалӑх заказчикӗ шутланакан Чӑваш Республикин хысна учрежденийӗ хӑйӗн тӗсне Чӑваш Республикин бюджет е автономлӑ учрежденийӗн тӗсӗпе е унӑн йӗркелӳпе право формине Чӑваш Республикин патшалӑхӑн унитарлӑ предприятийӗн тӗсӗпе улӑштарсан, ҫав объектсене бюджет инвестицийӗсем хывма хатӗрленни тата хывасси ҫинчен калакан йышӑнӑва Чӑваш Республикин хысна учрежденийӗ маларах тунӑ патшалӑх контракчӗсене Чӑваш Республикин хысна учрежденийӗ хӑйӗн тӗсне Чӑваш Республикин бюджет е автономлӑ учрежденийӗн тӗсӗпе, е Чӑваш Республикин патшалӑхӑн унитарлӑ предприятийӗн тӗсӗпе улӑштармалли тата Чӑваш Республикин бюджет е автономлӑ учрежденийӗн, Чӑваш Республикин патшалӑхӑн унитарлӑ предприятийӗн патшалӑх контрактне гражданла право договорӗн тӗсӗпе улӑштармалли пайра килӗшӳ енӗсене тивӗҫлӗн улӑштарса улшӑнусем кӗртнӗ хыҫҫӑн уйӑрса пама пултараҫҫӗ.»;
Чӑваш Республикин "Чӑваш Республикинче бюджет правин хутшӑнӑвӗсене йӗркелесси ҫинчен" саккунне улшӑнусем кӗртесси ҫинчен // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/laws.aspx?gov_id=49&id ... BD&size=20
Ҫавӑнпа та ҫак доктор пӗрремӗш министр патне кӗме ирӗк илнӗ кашни ҫынна хӑйӗн ӗҫӗсем пирки кӗскен те ӑнланмалла каласа парсан, ун патӗнчен тухса каяс умӗн министра е сӑмсинчен туртма, е хырӑмӗнчен урапа тапма, е хӑпарса тухнӑ ури ҫине виҫӗ хут таптама, е хӑлхинчен туртма, е ӳчӗ ҫине булавкӑпа чикме, е аллинчен кӑвакарса кайичченех чӗпӗтме хушать.
Улттӑмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.
Мана вӗрентекен учитель тарҫисенчен пӗрине е мӗн те пулин илсе килме, е ҫавӑрӑнса тӑма, е пӗшкӗнсе тав тума, е ларма, е ура ҫине тӑма, е утса ҫӳреме тата нумай ыттисене те тума хушрӗ, вӑл хушса каланӑ сӑмахсене эпӗ хут ҫине ҫырса пытӑм.
Иккӗмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.
Стёпушка е хӳме айӗнче йӳҫ кӑшман кышласа, е кишӗр ӗмсе ларать, е вараланса пӗтнӗ купӑста кучанне турать, е шыв витрине таҫта мӗкӗрленсе ҫӗклесе каять, е чӳлмек айне кӑвайт хурать те хӗвӗнчен темӗнле хура япаласем кӑларса вӗсене чӳлмеке пӑрахать, е хӑйӗн кӗтесӗнче йывӑҫ татӑкӗпе шаккать; пӑта ҫапса кӗртет, ҫӑкӑр валли ҫӳлӗкҫи тӑвать.
Кӗрен шыв // Николай Степанов. Тургенев И. С. Сунарҫӑ ҫрса пынисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 172 с. — 29–38 с.
Вӗсем е пӳрт тӑррине илемлетме лартакан лаша евӗр ансӑр, е сарлака, е ҫара та шӑллӑ, е ҫемҫе, е пысӑк тискер кайӑкӑн шӑртлӑ е кӑтра ҫӑмлӑ ҫурӑмӗ пек вӑрманпа витӗннӗ.
1. Тусем ҫинче мӗн курма пулать // Лина Агеносова. Обручев, В. А. Тусемпе материксем пулса кайни / вырӑсларан Л. В. Агеносова куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 134 с.
Тен, халех, эпир сирӗнпе пӗрле тинӗсе шалалла кӗрсе каякан вышкӑсен ҫутисене сӑнанӑ тата кимӗ хыҫӗнчи тинӗс шывӗ шавланине илтнӗ вӑхӑтрах, ӑҫта та пулсан: е Бакура, е Мускавра, е Ленинградра, е Калугӑра, е пӗр-пӗр рабочи поселокра, е колхозра шӑпланнӑ урам тӑрӑх тинӗс тӗпне ҫӗнтермелли ҫак ҫӗнӗ проектӑн никама паллӑ мар авторӗ хуллен утса пырать пулӗ.
Малтан калани // Куҫма Чулкаҫ. Немцов В.И. Шыв тӗпӗнчи ылтӑн: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 314 с.
Хӗвел айӗнче, пит ҫывӑх, пӗрре шап-шурӑ пӗлӗтсем пӑр пек, тепре кӗрен-кӑвак пӗлӗтсем мрамӑр пек капланса тухаҫҫӗ; вӗсем, пӗр-пӗрин ҫине чупа-чупа пырса сулланаҫҫӗ, ҫӗкленеҫҫӗ, тӗкленсе шыҫаҫҫӗ, — вӗсене такамӑн курӑнман алли ярӑнтарнӑ пек тата вӗсенчен чи илемлӗ япаласем тунӑ пек: е пӗр вырӑнта тӑракан хумсем пулаҫҫӗ те вӗсем тӑрӑх шурӑ юланутҫӑ шурӑ лаша ҫинче сиккипе чуптарса пырать, — акӑ вӑл малалла пӗкӗнет, ӳкет те сапаланса каять; е темӗн пысӑкӑш икӗ упа кайри урисем ҫине тараҫҫӗ те, пӗр-пӗринпе ыталашса ӳкеҫҫӗ; е ҫав тери ҫӳллӗ башня ҫӗкленет те унӑн шӗвӗр вӗҫӗнче хӗвел шевли вылять; е утӑ капанӗсем сиксе тухаҫҫӗ те, шурӑскерсем, тӗклӗскерсем, ҫунат ҫумӗпе хӑвӑрт чупса иртеҫҫӗ; е сӑрт ҫине бурка тӑхӑннӑ, пуҫне ҫӑмламас та сулланса тӑракан ҫӗлӗк тӑхӑннӑ ҫын тухса тӑрать те инҫетелле пӑхать; е юмахри пек илемлӗ кӗпер, вӑрӑм та хӑватлӑ ҫурӑмне авса, пӗр пӗлӗтрен тепӗр пӗлӗте тӑсӑлса выртать те ҫаплах ҫирӗпленсе ларать…
XVII // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
— Ҫапла, Данилыч, сӑмах та ҫук, турӑран килет; эпӗ ахалех ҫапла шутлатӑп: е Дмитрий Сергеич, е Верочка, е генерала, е генеральшӑна, е пиччӗш, е шӑллӗ пулать.
II // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Тепӗр чухне тата вӑл ҫав тери ҫирӗп, сывлӑхлӑ та хавас вӑранать; туять вӑл: ун ӑшӗнче, пӗр-пӗр шуйттан ҫури кӗрсе вырнаҫнӑ пекех, темскер вӗресе тӑрать; ҫак шуйттан ҫури ӑна е хуралтӑ тӑррине хӑпарма, е хӑла лаша утланса ҫаран ҫине, утӑ ҫулнӑ ҫӗре, сиккипе чуптарма е карта ҫине хӑпарса ларма, е ялта йытӑсене вӑрҫтарма илӗртет; е сасартӑк унӑн урам тӑрӑх ӗрӗхтерсе ҫӳресси килет, унтан хире, шырлан тӑрӑх хурӑн ращине ҫитесси, виҫҫӗ сиксех типӗ ҫырма тӗпӗнче пуласси, е ачасемпе пӗрлешсе кайса юрпа вылясса, вӑй танлаштарса пӑхасси килет.
IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Пурин аллинче те ӗҫ хатӗрӗ: е электропӑчкӑ, е шуруповерт, е мӑлатукпа пӑчкӑ, е кӗреҫе, е пуртӑ, е сварка аппарачӗ…
Саккӑрмӗш курӑну // Владислав Николаев. Килти архив
Е правительство, е вӗрентӳ системи, е ФГОС программи, е учительсем, е ашшӗ-амӑшӗсем, е ачисем хӑйсем…
Чӗлхе Туррин хӳхлевӗ // Сувар. Сувар, 2017.05.12
29. Кам та кам Ман ятӑмшӑн ҫуртне-йӗрне е тӑванӗсене, е ашшӗне, е амӑшне, е арӑмне, е ачисене, е ҫӗрне-шывне пӑрахса хӑварнӑ, ҫавӑ уншӑн ҫӗр хут ытла илӗ, ӗмӗрлӗх пурӑнӑҫа кӗрӗ.
Мф 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.