Поиск
Шырав ĕçĕ:
— Старик сана мӗн чышкӑ кӑтартать вара? — ыйтрӗ Майданниковпа юнашар ларакан Антип Грач.— Что это старик тебе шиши кажет? — спросил у Майданникова сидевший по соседству Антип Грач.
XXIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Антип Грач ун ҫине сасӑсӑр кулса пӑхса тӑрса юлчӗ.
XXII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
— Санӑн карчӑк ҫылӑхсӑр иккен! — халӗ ӗнтӗ уҫҫӑнах кулса каларӗ те Антип Грач, кӑмӑллӑн ӗхлетсе илчӗ.— А легка на поминке твоя старая! — улыбаясь уже в открытую, сказал Антип Грач и довольно крякнул.
XXII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Куҫне хӗссе, кӗҫҫеленсе кайнӑ пӗчӗк сухалне яланхи пек якаткаласа, старик тавраналла — хуторти кӑткӑс мар пурнӑҫӑн чӗрене пырса тивекен сӑнарӗсем ҫине пӑхса пырать; пӗр хутчен, ӳркевне сиркелесе, вӑл чӑпӑрккипе урапа айӗнче ҫине тӑрсах ҫапӑҫакан ҫерҫисене те хӑмсарчӗ, анчах, Антип Грач ҫурчӗ умӗпе иртсе пынӑ чух ун сӑмсине кӑмакаран тин ҫеҫ кӑларнӑ ҫӑкӑр тата кӑштах ҫуннӑ купӑста ҫулҫин тутлӑ шӑрши пырса кӗчӗ те — Шырланпуҫри хӗрарӑмсем ҫӑкӑра купӑста ҫулҫи ҫине лартаҫҫӗ — вӑл сасартӑк ӗнерхи кӑнтӑрларанпа апат ҫименнине аса илчӗ, хӑйне ытла выҫӑ туйнипе, шӑлсӑр ҫӑварӗ унӑн ҫавӑнтах сӗлекепе тулса ларчӗ, хул айӗнче темскер туртӑнса ыратнӑ пек пулчӗ.
XVIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Пирӗн йӑхрисем ӗҫ умӗнче кайра пымаҫҫӗ! — чӗрре кӗресле каласа хучӗ ҫурхи хӗвелпе тата ытларах пиҫсе хуралса кайнӑ Грач.
36-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Антип Грач Титокӑн ырханланса кайнӑ вӑкӑрӗсемпе ӗҫлерӗ, кӑнтӑрлахи апат ҫинӗ чухне хӑй мӗн чухлӗ сухалани ҫинчен нимӗн те шарламарӗ; апатланнӑ хыҫҫӑн ун арӑмӗ, вӑкӑрсене хӳтерсе пыраканскер, вӑкӑрсене тухакан ултӑ кӗрепенке концентрата арки ҫине хурса, вӗсене аркӑ вӗҫҫӗн ҫитерчӗ; Антипӗ тата, апатран юлнӑ ҫӑкӑр тӗпренчӗкӗсене те пулин — вӑкӑрӗсене ҫитерме — кив питти сарӑмӗ ҫинчен арӑмӗн арки ҫине силлесе пачӗ.
36-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Любишкин — шӑп та шай пӗр теҫеттин, Куженков — теҫеттинран кӑшт кӑна катӑкрах турӗ, тата пачах та кӗтмен-туман ҫӗртенех Антип Грач пӗрремӗш вырӑна тухса тӑчӗ.
36-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
— Тархасшӑн, кӑларса ярсамччӗ пире, кам ӗлӗкхине аса илет, ҫавӑнне… — хура сухалӗ витӗр именчӗклӗн каларӗ Антип Грач.
24-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Вӑл ял Совечӗн архивӗсене тата иртнӗ ҫул районти ялхуҫалӑх выставкине тӑратнӑ пучахлӑ тырӑсен экспоначӗсене усракан пушӑ пӳлӗм патнелле ыткӑнчӗ, алӑкне уҫса ячӗ те унта виҫӗ колхозник: Краснокутов, Антип Грач тата лутра пӳллӗ Аполлон Песковатсков ларнине курчӗ.

- 1