Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

Питне (тĕпĕ: пит) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Михей лашасене урӑм-сурӑм юратнӑ; кӑштах ӗҫкеленӗ хыҫҫӑн вӑл яланах, хӑйӗн илемсӗр шӗвӗр питне куҫҫулӗпе йӗпетсе, макӑрма тытӑннӑ, Мирон Григорьевич патне пырса тек пакӑлтатнӑ.

Был он страстным любителем лошадей; подвыпив, плакал, размазывая слезы по остренькому безбровому лицу, приставал к Мирону Григорьевичу:

19 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Хӑравҫӑлӑхпа чӑтӑмсӑрлӑх кӑварӗ ҫӑткӑннӑн ҫуласа илчӗ унӑн питне, типӗтрӗ ҫӑварӗнчи сурчӑкне.

Огонь страха и нетерпения жадно лизал ей лицо, сушил во рту слюну.

16 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Питне пӗркелентерсе, Григорий ун ҫине аякран пӑхрӗ.

Морщась, Григорий сбоку поглядел на нее.

16 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Аксинья питне аллисемпе хупларӗ.

Аксинья закрыла лицо ладонями.

16 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Пӗшкӗнерех чи чӑтлӑх вырӑна кӗрсе кайрӗ, пӗтӗм питне хӗвелҫаврӑнӑш чечекӗсен ылтӑн тӗслӗрех тусанӗпе вараласа пӗтерчӗ; юбкине хӑй айне пухса чикрӗ те йыт-пыршипе тӗрленчӗкленнӗ ҫӗр ҫине ларчӗ.

Пригибаясь, забралась в самую гущину, измазала лицо золотистой цветочной пылью; подбирая юбку, присела на расшитую повителью землю.

16 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Пӑявланнӑ чуста пек ҫемҫе ӳте асаплантарса ӗшенсе ҫитнӗ хыҫҫӑн Степан арӑмӗн питне аллипеле хыпашлама тытӑнать.

Степан, приморившись истязать мягкое, как закрутевшее тесто, тело, шарил по лицу ее рукою.

16 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Унӑн питне тӗрлентерсе тӑракан куктӗрри витӗр хӗрлӗ-хӑмӑр тӗс ҫапса тухрӗ: ҫакӑнта кӑна чухласа илчӗ вӑл хӑнасем мӗншӗн килнине.

Сквозь веснушки, устрекавшие его лицо, проступила коричневая краска: тут только догадался он, зачем приехали гости.

15 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Старик, ҫул ҫинче пуҫтарнӑ хӑюллӑхне ҫухатасран хӑраса хыпаланнӑ пирки, ҫӳллӗ картлашкаран такӑнса ӳксе, уксах урине ыраттарчӗ те, питне пӗркелентерсе, ҫуса тасатнӑ хӑмасем тӑрӑх шуххӑн таплаттарса утса кайрӗ.

Старик спешил, боясь утратить припасенную дорогой смелость, он споткнулся о высокий порожек, зашиб хромую ногу и, морщась от боли, буйно затопотал по вымытым сходцам.

15 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Дуняша кулса ячӗ те питне аллипеле хупларӗ.

Дуняшка прыснула смехом и закрылась рукавом.

15 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Аксинья сарӑ ҫӑм тутӑрпа питне чӗркет, унтан, пӗкӗрӗлсе, хапхаран тухса каять.

Аксинья кутает желтым полушалком лицо и, сгорбившись, выходит за ворота.

14 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Анчах та сасартӑк юрату юхӑмӗ пӗтӗм тӳсӗмлӗх пӗвине татса каять: Аксинья, урса кайса, унӑн питне, мӑйне, аллисене, кӑкӑрӗ ҫинчи хура та кӑтра хытӑ ҫӑма чуптума тытӑнать.

И вдруг рвет плотину сдержанности поток чувства: Аксинья бешено целует лицо его, шею, руки, жесткую курчавую черную поросль на груди.

12 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Аксинья питне тутӑрпа чӗркемесӗрех ҫӳрет, куҫӗ айӗнчи тарӑн йӗрсем хурарах та кӑваккӑн курӑнаҫҫӗ; тӑртанчӑк та кӑштах таврӑнчӑк ҫӑткӑн тутисем унӑн канӑҫсӑррӑн та аскӑнчӑклӑн кулаҫҫӗ.

Аксинья ходила, не кутая лица платком, траурно чернели глубокие ямы под глазами; припухшие, слегка вывернутые, жадные губы ее беспокойно и вызывающе смеялись.

12 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Григорий, питне пӗркелентерсе, кӑвакал чӗппине алӑран ӳкерчӗ, аллипеле ҫилӗллӗн сулчӗ.

Морщась, Григорий уронил утенка, злобно махнул косой.

9 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Урапа ҫинче, хыҫалта, хӗвел пӗҫертнӗрен пӗтӗм питне тутрипе витнӗ Аксинья ларса пырать.

Позади на арбе сидела Аксинья, закутавшая от солнца платком все лицо.

9 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Митька нумаях пулмасть хумханса ӳкнипе чӗтреме ернӗ алӑсемпе ӑйӑрне мӑйӗнчен ҫупӑрларӗ те, питне хускатмасӑр йӑл кулса, Григорий ҫине пӑхрӗ.

— Митька дрожащей от пережитого волнения рукой похлопал по шее жеребца и, деревянно улыбаясь, глянул на Григория.

8 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Дуняшка нийклетсе илчӗ те питне сӗрекепе хупларӗ.

Дуняшка пискнула и ничком ткнулась в бредень.

4 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Казаксем виҫерен иртмесӗр сухал айӗн вӑрттӑн кулкаланӑ, хӗрарӑмсем пӗр-пӗринпе шавлӑн кӑшкӑрашса пакӑлтатнӑ, питне ҫуман ачасем Прокофий хыҫҫӑн витлесе чупса пынӑ.

Казаки сдержанно посмеивались в бороды, голосисто перекликались бабы, орда немытых казачат улюлюкала Прокофию вслед.

1 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Шальтутрипе пӗркеннӗ ҫак пӗчӗк ҫеҫ хӗрарӑм салху куҫӗсене сайра хутра ҫеҫ кӑтартнӑ, питне яланах пытарса, ҫынтан ютшӑнарах ҫӳренӗ.

Маленькая, закутанная в шаль женщина, она прятала лицо, редко показывая тоскующие одичалые глаза.

1 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Асатте чарӑнса тӑчӗ те нӳххи табак тултарнӑ мӑйрака кӑларчӗ, ывӑҫ тупанӗ ҫине табак хурса ӑна сӑмси патне илсе пыма хатӗрленчӗ, анчах сасартӑк ҫӳлте, пуҫ тӗлӗнче, темскер «апчху!» — турӗ те йывӑҫсем тайӑнса илчӗҫ, асатте питне йӑлт сирпӗтсе пӗтерчӗ.

Тут дед остановился, достал рожок, насыпал на кулак табаку и готовился было поднести к посу, как вдруг над головою его «чихи!» — чихнули что-то так, что покачнулись деревья и деду забрызгало все лицо.

Тухатнӑ вырӑн // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.

«Ирӗк парӑр-ха, ырӑ кӑмӑллӑ господин, ирӗк парӑр!» тесе ун патне ҫывхарнӑ май, хӑйне кам та пулин тытса чарасшӑн пулнӑ пек, е ҫынсене сиркелесе халӑх хушшинчен тухнӑ пек, аллисемпе хӑлаҫланса утрӗ, унтан вара, ҫывхарса ҫитсен, Иван Федоровича ыталаса илчӗ те, малтан сылтӑм питҫӑмартине, унтан сулахаййине, кайран каллех сылтӑм питне чуптуса илчӗ.

— Позвольте, милостивый государь, позвольте! — говорил он, подступая к нему и размахивая руками, как будто бы кто-нибудь его не допускал или он продирался сквозь толпу, и, приблизившись, принял Ивана Федоровича в объятия и облобызал сначала в правую, потом в левую и потом снова в правую щеку.

II. Ҫул // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней