Поиск
Шырав ĕçĕ:
«Епле хуллен хускалса илет шыв, сӑпкари ача пек!» терӗ Ганна, пӗве ҫине кӑтартса; пӗве хӗрринче хура та тӗксӗм вӗрене вӑрманӗ ӳссе ларнӑ; макӑракан йӑмрасен мӗскӗн тураттисем шыва усӑнса аннӑ.
I. Ганна // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.
Ҫав вӑхӑтрах алӑкӑн йывӑҫ хӑлӑпӗ тапранчӗ: алӑк кӗриклетсе уҫӑлчӗ те, каҫхи тӗксӗм ҫутӑра вунҫичӗ ҫулхи хӗр курӑнса кайрӗ.
I. Ганна // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.
Хушӑран сасартӑк ҫепӗҫ кулӑ пӗчӗкҫеҫ те хӗрлӗ тутисене тӗртсе иленҫи пулать те, темӗнле савӑнӑҫлӑ туйӑм ҫӗклет вара тӗксӗм куҫхаршийӗсене, кӗҫех тата, тарӑн шухӑш пӗлӗчӗсем хупласа илсе, вӗсене ҫутӑ та хӑмӑр куҫӗсем ҫинелле антараҫҫӗ.
XIII // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.
Вӗсем халӗ те-ха ҫав тери хӑранине палӑртакан куҫӗсене сиктермесӗр, тӗксӗм сӑн-питлӗ цыгансем ҫине чылайччен тискеррӗн пӑхса ларчӗҫ; мӗлтлетсе те чӗтренсе ҫунакан хӑй ҫуттинче вӗсем ҫак ыйхӑран вӑранми каҫ тӗттӗмлӗхӗнче ҫӗр айӗнчен йӑсӑрланса тухакан йывӑр пӑспа хупӑрланнӑ гномсен тискер ушкӑнӗ пекех курӑнса кайрӗҫ.
IX // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.
Цыганӑн тӗксӗм сӑн-питӗнче темскерле усал хаярлӑх, ҫынна вӑрттӑн тӗртсе илме пултармалла хаярлӑх, курӑнса кайрӗ.В смуглых чертах цыгана было что-то злобное, язвительное, низкое.
V // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.
Ҫакӑн пек сехетсенче тӗп-тӗрӗс кӑтартакан тӗкӗр унӑн мӑнаҫлӑхпа тулнӑ сӑн-питне, куҫа шартарса ямаллах йӑлкӑшса тӑракан сӑн-питне, ачаш та ҫепӗҫ хулпуҫҫийӗсене, хӑйӗн ҫырӑ пуҫӗ ҫинчен ӳкнӗ тӗксӗм хум хӳтлӗхӗнчи мраморлӑ мӑйне пӗр ҫӗре пӗтӗҫтерсе кӑтартнипе кӗвӗҫтерет, кун пек чухне вӑл хӑйӗн эрешӗсене, урӑххисемпе улӑштарас тесе, пӗр хӗрхенмесӗрех, йӗрӗнчӗклӗн аяккалла ывӑтать, иртӗхет вӑл вӗҫӗмсӗр — тӗлӗнмелле илемлӗ юханшыв ҫулсеренех хӑйӗн тавралӑхне улӑштарать, хӑйне валли ҫӗнӗ ҫул суйласа илет те вара, хӑйне каллех нумай-нумай тӗрлӗ ҫӗнӗ илемсемпе ҫупӑрлать.
I // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.
Улӑх тӑрӑх унта та кунта сапаланса ларакан осокорсемпе хурӑнсен тата топольсен тӗксӗм те ҫутӑрах симӗс ҫулҫисем витӗр курӑнакан вут-ҫулӑмлӑ, сивӗпе пӗркеннӗ хӗлхемсем йӑлкӑшса илчӗҫ те, чиперкке юханшыв вара хӑйӗн кӗмӗл кӑкрине ҫиҫтерсе выртни, йывӑҫсем ун ҫине хӑйсен ытарма ҫук илемлӗ ешӗл кӑтрисен мӗлкине ӳкерни курӑнса кайрӗ.
I // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.
Тепӗр чухне вутсыпписенчен, пуртӑпа ҫурнӑ чӗрӗ йывӑҫран, сасартӑк ҫутӑ-симӗс, кӑвак, хӗрлӗрех кӑвак тата тӗксӗм хӗрлӗ тӗслӗ ҫулҫӑсем ӳсме тытӑнаҫҫӗ; вӗсем мӑръерен кӗрекен сывлӑшпа хускалкалаҫҫӗ, вӗсем чӗрӗ, чӗрӗ йывӑҫ ҫинчи пекех тӗсӗсене улӑштараҫҫӗ.
XXII // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.
Ҫапӑҫу умӗн килсе тухакан шӑплӑха салтаксем лайӑх пӗлеҫҫӗ: вӑл шиклӗ, тӗксӗм те пӑчӑ пулать; вӑл ӑша ҫунтарать, ҫӗр ҫумне пусать…
XVIII // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.
Ҫакӑн пек минутсенче вара унӑн тӗксӗм те имшеркке сӑнӗ ҫинче питҫӑмарти шӑммисем тата тачка тутисем уйрӑммӑнах палӑраҫҫӗ, ҫӑра куҫхаршисем айӗн куҫӗсем йӑлтӑртатса тӑраҫҫӗ.
XIII // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.
— Арми политотделӗнче тытса тӑчӗҫ, — хирӗҫ каларӗ Брянцев, тӗксӗм куҫӗсене паҫӑрхи пекех ҫутӑран пытарса.— Задержали в политотделе армии, — ответил Брянцев, все еще пряча от света тяжеловатые глаза.
XI // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.
Озеровшӑн Яхно лайӑх якатнӑ алмаз евӗр ҫиҫсе тӑнӑ пек туйӑннӑ пулсан, ку вара антрацит татӑкӗ пек тӗксӗм ҫын.
XI // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.
Вӑл тӗксӗм шӑтӑка курма ӗлкӗрнӗ, ҫӗр пӳртре хӑтӑлса юлма пултарассине те шутласа илме пултарнӑ.Он успел увидеть черную нору и успел подумать, что может спастись в землянке.
VIII // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.
Юргин лейтенант тӗксӗм те типшӗм сӑн-питлӗ, сӑнтан пӑхсан кичем, пӗр-пӗччен ӳссе ҫитӗннӗ, хытӑ кӑмӑллӑ ҫын пек курӑнать: анчах куҫӗсенче шӑрӑх кун вӑрман чӑтлӑхӗнче пулакан симӗсрех тӗс, кӑмӑллӑ та ачашскер, ҫуталса тӑрать.
VI // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.
Вӑл йытӑ умне кукленсе ларчӗ те кӑштах куҫхаршисене хӗссе, унӑн тӗксӗм те шиклӗ куҫӗсенчен тинкерсе пӑхрӗ.
IV // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.
— Эпӗ тӗрӗс мар пулнӑ тесе шутлатӑп, — хӗрлӗрех тӗксӗм пит-куҫӗпе йӑл кулса ответлерӗ Кондратьев.— Я считаю, что оно было ошибочным, — с улыбкой на темно-загорелом лице ответил Кондратьев.
XXVI // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Кунта Кондратьевпа Сергей пӗр-пӗринчен уйрӑлмалла, мӗншӗн тесен ку тӗлте ҫул юпленет: пӗри, Стрежамент тӑвӗ урлӑ тӗксӗм йӗр хывса, Ставрополь патнелле тӑсӑлса выртать, тепри, сӑрт йӗри-тавра ҫаврӑнса, Рощенскине каять.
XXVI // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Сергей билетсем илме, Савва ҫав вӑхӑтра — Дорофейпа калаҫса, ӑна Усть-Невинскине паян тем пулсан та ан кай, Рощенскинче ҫӗр каҫ, тесе хушма кӑна ӗлкӗрнӗччӗ, ҫав станцӑри ҫурт-йӗрсене, рельсӑсене, юпасене хупӑрласа тӑракан тӗксӗм тӗтӗм витӗр поезд тухса пӑрланнӑ ураписемпе шатӑртаттарса чарӑнчӗ.
XVIII // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Ҫил-таман вӗҫтерме чарӑнман, ҫил ҫеҫенхирти юра хӑваланӑ та хӑваланӑ; Рощенски делегацийӗ пырса ҫитнӗ пӗчӗк станцине тӗксӗм хупласа илнӗ.
XVIII // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
— Очеретькӑн тӗксӗм сӑн-пичӗпе ҫӑмламас ҫӗлӗкӗ ҫинех тӑратса янӑ ҫухи ҫине кулса пӑхса илчӗ Виктор.
XV // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.