Поиск
Шырав ĕçĕ:
9. Хӗрӗ ашшӗне пӗр вӗҫӗм шухӑшлаттарать, хӗрӗшӗн пӑшӑрханнипе унӑн ыйхи те вӗҫет: хӗрӗ ҫамрӑк чухне — ватта юласран, качча кайсассӑн — упӑшкине сивӗтесрен хӑрушӑ; 10. хӗр чухне — пӑсӑласран, ашшӗ килӗнчех йывӑрланасран хӑрушӑ, качча кайсассӑн — урӑх ҫынна ересрен, упӑшки пур ҫинчех ача-пӑчасӑр пуласран хӑрушӑ.
Сир 42 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
23. Хӗрарӑм кирек мӗнле арҫынна та йышӑнать, анчах пӗр хӗрӗ тепӗр хӗртен лайӑхрах: 24. арӑм илемӗ ар пит-куҫне ҫутатать, упӑшкине ҫак илем пуринчен ытла сӑхлантарать; 25. арӑмӗ ӑшӑ кӑмӑллӑ, ҫемҫе чӗлхеллӗ пулсассӑн, упӑшки — этем ывӑлӗсенчен чи телейли.
Сир 36 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
20. Унӑн упӑшки тус-йыш хушшине ларӗ те арӑмӗ ҫинчен илтсессӗн хаш сывласа ярӗ.20. Сядет муж ее среди друзей своих и, услышав о ней, горько вздохнет.
Сир 25 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
31. Хӑй упӑшкине пӑрахса ют артан ача ҫуратакан арӑма та ҫавах пулӗ: 32. пӗрремӗшӗнчен, вӑл Ҫӳлти Туррӑн саккунне пӑхӑнман, иккӗмӗшӗнчен, упӑшки тӗлӗшӗнчен ҫылӑха кӗнӗ, виҫҫӗмӗшӗнчен, аскӑнланса ҫӳресе ют артан ача-пӑча ҫуратнӑ.
Сир 23 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
28. Ачисем ҫывӑрса тӑраҫҫӗ те — мухтаҫҫӗ амӑшне, упӑшки те ырлать те мухтать: 29. «ырӑ арӑм нумай пулнӑ, эсӗ вара пуринчен те ирттеретӗн» теет.
Ытар 31 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Ырӑ арӑм — упӑшкишӗн пуҫкӑшӑль; намӑссӑр арӑм — упӑшки шӑмминчи ҫӗрӗк пек.4. Добродетельная жена - венец для мужа своего; а позорная - как гниль в костях его.
Ытар 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
22. Патша ҫӗрӗсене пур вырӑна та «килте упӑшки хуҫа пултӑр» текен хут янӑ, ӑна ӑҫта мӗнле халӑх пурӑнать, ҫав халӑхӑн ҫырулӑхӗпе-чӗлхипе ҫырнӑ, ҫакна кашни ҫынна унӑн тӑван чӗлхипе пӗлтерме хушнӑ.
Эсф 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
23. Унӑн чапӗ питех те аслӑ пулнӑ, вӑл мӗн ватӑличчен, ҫӗр пилӗк ҫула ҫитиччен, упӑшки килӗнче пурӑннӑ, хӑйӗн хӗрарӑм тарҫине ирӗклӗх парса хӑварнӑ.
Иудифь 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
22. Нумайӑшӗ ӑна качча илесшӗн пулнӑ, анчах та упӑшки, Манассия, вилсе канӑҫлӑ халӑхӗпе пӗрлешнӗ хыҫҫӑн унпа пӗр ар та хутӑшман.
Иудифь 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Кунта вӑл хӑй тӑхӑнса ҫӳрекен хуйхӑ тумне те, тӑлӑх арӑм тумне те хывса таса шывпа ҫӑвӑннӑ, хаклӑ мирӑпа сӗрӗннӗ, ҫӳҫне тураса пуҫ ҫыххи ҫыхнӑ, упӑшки, Манассия, чӗрӗ чухне тӑхӑнса ҫӳренӗ хаваслӑх тумне тӑхӑннӑ; 4. урине вӑл сантали тӑхӑннӑ, вӑчӑрасемпе, сулӑсемпе, ҫӗрӗсемпе, хӑлха алкипе тата пӗтӗм селӗм тумӗпе капӑрланса вӑл хӑйне курас ар куҫӗсене илӗртме ҫапла хитреленнӗ.
Иудифь 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Сӑнӗ-сӑпачӗпе вӑл илемлӗ пулнӑ, пичӗ-куҫӗ кӑмӑллӑ пулнӑ; упӑшки, Манассия, ӑна ылтӑн-кӗмӗл, тарҫӑ-тӗрҫӗ, выльӑх-чӗрлӗх, уй-хир парса хӑварнӑ, Иудифь ҫавӑнпа хуҫа пулса пурӑннӑ.
Иудифь 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Ун упӑшки Манассия, — вӑл арӑмӗпе пӗр йӑхран, пӗр ӑруран пулнӑ, — урпа вырнӑ чухне вилнӗ; 3. хирте, кӗлте ҫыхакансем патӗнче тӑнӑ чухне, ӑна хӗвел анӑратнӑ, вӑл кайран вырӑнпах выртнӑ та хӑйӗн хулинче Ветилуяра вилнӗ; ӑна Дофаимпа Валамон хушшинчи хире, ашшӗсемпе юнашар, пытарнӑ.
Иудифь 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
23. Упӑшки каланӑ: унта сан мӗн тума каймалла? паян ҫӗнӗ уйӑх кунӗ те мар, шӑматкун та мар, тенӗ.23. Он сказал: зачем тебе ехать к нему? сегодня не новомесячие и не суббота.
4 Пат 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Гиезий: ку хӗрарӑмӑн ывӑл ҫук, упӑшки ватӑ, тенӗ.
4 Пат 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
26. Урия арӑмӗ хӑйӗн упӑшки вилни ҫинчен илтнӗ те уншӑн хытӑ макӑрнӑ.26. И услышала жена Урии, что умер Урия, муж ее, и плакала по муже своем.
2 Пат 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Мелхолӑпа пӗрле унӑн упӑшки те пынӑ, арӑмне вӑл Бахурима ҫитиччен куҫҫулӗ юхтарса ӑсатнӑ; анчах Авенир ӑна: таврӑн каялла, тенӗ.16. Пошел с нею и муж ее и с плачем провожал ее до Бахурима; но Авенир сказал ему: ступай назад.
2 Пат 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Ҫав ҫынна Навал тесе чӗннӗ, унӑн арӑмне Авигея тесе чӗннӗ; ҫак хӗрарӑм питӗ ӑслӑ та хитре сӑн-питлӗ пулнӑ, упӑшки вара хаяр та усал кӑмӑллӑ пулнӑ; вӑл Халев йӑхӗнчен пулнӑ.
1 Пат 25 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
21. Ачине вӑл Ихавод# тесе ят панӑ, мӗншӗн тесессӗн Турӑ арчине ярса илнине, хуняшшӗпе упӑшки [вилнине] пӗлсессӗн, вӑл: «Израильрен чап пӑрӑнчӗ» тенӗ.
1 Пат 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Турӑ арчине туртса илни ҫинчен тата хӑйӗн хуняшшӗпе упӑшки вилсе кайни ҫинчен илтсессӗн, вӑл чӗркуҫҫи ҫине авӑнса аннӑ та, пилӗк каснипе аптӑраса ӳксе, ҫавӑнтах ҫуратса панӑ.
1 Пат 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
23. Елкана вара, упӑшки, ӑна ҫапла каланӑ: ху мӗн тӑвас тетӗн, ҫавна ту; ӑна кӑкӑр ӗмӗртме пӑрахтариччен юлах; анчах [сан чӗлхӳ-ҫӑварунтан тухнӑ] сӑмаха Ҫӳлхуҫа ҫирӗплеттӗрччӗ, тенӗ.
1 Пат 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.