Поиск
Шырав ĕçĕ:
Куратӑп: хурӑнӑн сулахай енче, юр ҫинче, тарӑнах мар ҫурма ҫаврашка шӑтӑк пур.
Йӑвари ӑсансем // Михаил Рубцов. Виталий Бианки. Йӗр тӑрӑх; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1952. — 3–16 с.
Кап ярса илчӗ те мана сулахай алӑран шарт кӑна хытарса лартрӗ пӳрнесене.Она крепко схватила меня за левую руку, да так, что пальцы онемели.
Сӑвап // Марина Карягина. Карягина М.Ф. Ылтӑн панулми: калавсем/ М. Карягина. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 2011. — 105–116 с.
Сулахай чӑмӑра кӗсьерен кӑлартӑм та ун енне тӑсрӑм.
Чатӑр // Марина Карягина. Карягина М.Ф. Ылтӑн панулми: калавсем/ М. Карягина. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 2011. — 43–50 с.
Пуля Аксиньйӑн сулахай хул калаккине шӑтарса кӗнӗ, шӑммине ватса, сылтӑм йӗтес шӑмми айӗнчен тухса кайнӑ.Пуля вошла Аксинье в левую лопатку, раздробила кость и наискось вышла под правой ключицей.
XVII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Ӑшӑнас тесе, вӑл, чӗлпӗрсене сулахай аллинчен вӗҫертмесӗр, ишнӗ хушӑра тулхӑркаласа илекен лашисене ҫурма сасӑпа хавхалантарса, сылтӑм аллипе хӑвӑрт авӑсма тытӑнчӗ.
XVII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Унӑн хӗвел ӗнтсе янӑ куҫ хӑрпӑкӗсем ҫеҫ ҫил вӑркӑнтарнӑ пек чӗтренкелесе илчӗҫ, унтан тата гимнастерка кӑкӑрӗ ҫинчи катӑк тӳмене темшӗн тӳмелеме тӑнӑ сулахай алӑ пӳрнисем хуллен сиккелесе хускалчӗҫ.
XV // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Юнашарах, сулахай енче, чӗлпӗрпе кӑкарса ҫыхнӑ иккӗмӗш лаша ӗрӗхтерсе пычӗ.
XV // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Пуля, шӑмма перӗнсе, сулахай ура хырӑмне витӗрех шӑтарса тухнӑ.
XV // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Сулахай хӗрринчине яланхи прицелпа… огонь!
XV // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Хыпарӗсем пӑшӑрхантараканнисемех пулмарӗҫ: Фомина Дон сулахай енче шыраҫҫӗ иккен; Рубежнӑйра хӗрлӗармеецсем пуласса пулнӑ, анчах Фомин килӗнче ухтарнӑ хыҫҫӑнах каялла таврӑнса кайнӑ.
XIV // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Ҫапах та ҫавӑн пек ыратнинчен хӑтӑлмалли шанчӑклӑ меслет тупма пултарчӗ-пултарчех вӑл: сулахай кӑкӑрӗпе чӗрӗ ҫӗр ҫине ҫаврӑнса выртрӗ е кӗпине сивӗ шывпа ислетрӗ те, ыратни, ҫав-ҫавах чарӑнасшӑн пулмасӑр, пӗчӗккӗн-пӗчӗккӗн иртсе пычӗ.
XIV // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Тепӗр чух кӑкӑрта, сулахай чӗчӗ айӗнче, тӳсмелле мар ҫатӑр чиксе каять те, самантлӑха тути вӗриленсе типет, вӑл вара аран ҫеҫ йынӑшса ярас килнине ирттерсе ярать.
XIV // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Ҫуркуннепе, Дон таппи айлӑм вырӑнсенчи пӗтӗм улӑхсем тӑрӑх акӑш-макӑш сарӑлса кайсан, сулахай енчи ҫӳллӗ ҫыранӑн Рубежнӑй хуторӗ тӗлӗнчи пӗр пысӑк мар лаптӑкӗ ҫурхи шыв айне пулмасӑр юлать.
XIV // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Сулахай енчен те, ним ҫухӑрашмасӑр, хӗҫӗсемпе сулкаласа, ҫур эскадрона яхӑн хӗрлӗармеец бандӑна ункӑна хупса хума асар-писеррӗн вирхӗнсе килет.
XIII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Вырӑнти халӑх хӳтӗленме тесе пуҫтарнӑ пӗчӗк отрядсене тытӑҫусенче пӗтере-пӗтере тӑкса, банда виҫӗ кун Донӑн сулахай ҫыранӗ тӑрӑх сӗтӗрӗнсе ҫӳрерӗ.
XIII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Чӗлпӗре йӗнер пӗкечи ҫине хурса, вӑл ӑна сулахай хул хушшине хӗстерсе тытнӑччӗ.Повесив на луку поводья, он держал ее под мышкой левой руки.
XIII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Капарин сӗннипе, Фомин пӑр тапраниччен Донӑн сулахай енне каҫса кайма шутларӗ.Фомин, по совету Капарина, решил перед ледоходом перейти на левую сторону Дона.
XIII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Фоминӑн йӗнер пӗкечи ҫине хунӑ сулахай алли чӗлпӗре майӗпен тӗрткелесе хыпашларӗ, сӑн-пичӗ вӗҫерӗнсе кайма паман тӑвӑнчӑк ҫилӗ килнипе тӗксӗмленчӗ, анчах хӑй ним те шарламарӗ, ӑсӗнчӗ ҫак тӑкӑс лару-тӑруран тивӗҫлӗн тухмалли мел-мехел шырарӗ.
XII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
— Сулахай аркине юнласа пӗтертӗмӗр…
XI // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Унӑн пыр шӑтӑкӗнче темскер лӑкӑртатса илчӗ, ҫӑварӗн сулахай кӗтессинчен янаххи ҫине юн йӑрласа юхса анчӗ.В горле его что-то заклокотало, из левого угла рта потекла на подбородок тоненькая струйка крови.
XI // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.