Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

Пӗлмен (тĕпĕ: пӗл) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Унпа мӗнлерех тыткаламаллине, ӑна мӗнпе юрамаллине никам та пӗлмен.

Никто не знал, как следует с ним держаться и чем ему угодить.

III // Степан Апаш. Короленко В.Г. Суккӑр музыкант: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 194 с.

Сӑмахпа е пичетре критиклесе асӑрхаттарнисенче хирӗҫлесе каланисене тӗл пулкаларӑм эпӗ, тен, витӗмлех пулӗ вӗсем: хирӗҫлекеннисен шухӑшӗпе, суккӑр ҫуралса нихҫан та ҫутӑ курман ҫынсен ҫав туртӑм пулма пултараймасть имӗш, ҫавӑнпа вӗсем хӑйсем пачах пӗлмен япалана пӗлесшӗн ҫунма та пултараймаҫҫӗ.

И в устных, и в печатных критических замечаниях мне приходилось встречать возражение, повидимому, очень основательное: по мнению возражающих, этот мотив отсутствует у слепорожденных, которые никогда не видели света и потому не должны чувствовать лишения в том, чего совсем не знают.

Автортан // Степан Апаш. Короленко В.Г. Суккӑр музыкант: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 194 с.

Кун ҫутипе пӗрлех Тург замокне хирӗҫ тӳрем сӑртлӑхра, Фушер вӑрманӗ ҫийӗн, ҫак таврашри ҫынсем хальччен курман, вӗҫен кайӑксем пӗлмен, пӗр вырӑнта ларакан тӗлӗнмелле япала курӑнса кайрӗ.

Одновременно с рассветом на плоскогорье Тург, напротив и выше Фужерского леса, появилось нечто странное, неподвижное, загадочное и незнакомое небесным птицам.

VI. Хӗвел тухса саралнӑ вӑхӑтра // Михаил Рубцов. Гюго Виктор. Тӑхӑрвун виҫҫӗмӗш ҫул: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 282 с.

Ҫапла ӗнтӗ, ҫак ҫын виҫӗ пӗчӗк ачашӑн… хӑйӗн ачисемшӗн-и? — ҫук; хайӗн тӑванӗсемшӗн-и? — ҫук; хӑйӗн йӑхне ҫывӑххисемшӗн-и? — ҫук… хӑй пачах пӗлмен темле виҫӗ ачашӑн, ҫӗтӗк-ҫурӑк та ҫара уран ҫӳрекен ачасемшӗн, ҫак чаплӑ аристократ, ҫак принц, ҫак старик пурне те пӑрахса, пурне те манса хӑрушлӑха кӗрсе ӳкрӗ те ачасене хӑтарса, ку таранччен пурне те хӑратса тӑнӑ пуҫне, паян кунтан тасалнӑ пуҫне, тӑшман аллине парне вырӑнне пачӗ.

Итак, этот человек ради трех маленьких ребятишек — своих детей? — нет; своих внуков? — нет; даже не детей своего сословия — ради трех крохотных ребятишек, которых он почти и не видел, трех найденышей, трех никому не известных босоногих оборвышей, ради них он, дворянин, он, принц, он, старик, только что спасшийся, только что вырвавшийся на свободу, он, победитель, ибо его бегство было торжеством, поставил на карту все, рисковал всем, все загубил и, спасая трех ребятишек, гордо отдал врагу свою голову, склонив перед ним свое доселе грозное, а теперь божественное чело.

II. Говэнӑн иккӗленуллӗ шухӑшӗсем // Михаил Рубцов. Гюго Виктор. Тӑхӑрвун виҫҫӗмӗш ҫул: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 282 с.

Пулӑшӑр! — кӑшкӑрать ним тума пӗлмен амӑшӗ.

Помогите! — продолжала вопить мать, ломая себе руки.

I. Тупнӑ, анчах ҫухатнӑ // Михаил Рубцов. Гюго Виктор. Тӑхӑрвун виҫҫӗмӗш ҫул: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 282 с.

Тапӑнакансем хӳтӗленекенсен вӑрттӑнлӑхне, вӗсен пемелли зарядсем ҫукпа пӗрех иккӗшӗ, тар та пӗтнипе пӗрех иккенне пӗлмен.

Нападающие так и не раскрыли тайны осажденных, не подозревали, что у вандейцев совсем мало боевых припасов; не знали они и того, что запасы пороха у врага приходят к концу.

X. Радуб // Михаил Рубцов. Гюго Виктор. Тӑхӑрвун виҫҫӗмӗш ҫул: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 282 с.

Пусма ҫинчен илтӗнекен пӑшал сассисенчен тӗлӗнсе кайнӑ, кӗтмен ҫӗртен килнӗ пулӑшу епле майпа пулнине пӗлмен е пӗлесшӗн те пулман Говэн, хутӗленекенсем хушшинче пуҫланнӑ тӗркӗшӳпе усӑ курчӗ.

Говэн, не меньше, чем вандейцы, удивленный выстрелами на лестнице, не знал, чему приписать эту неожиданную подмогу, но он не стал доискиваться причины; воспользовавшись благоприятной минутой.

X. Радуб // Михаил Рубцов. Гюго Виктор. Тӑхӑрвун виҫҫӗмӗш ҫул: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 282 с.

Вӑл хӑй ӑҫта пулнине те пӗлмен.

Она не знала, где находится.

VIII. Хурлӑхлӑ хӗрарӑм // Михаил Рубцов. Гюго Виктор. Тӑхӑрвун виҫҫӗмӗш ҫул: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 282 с.

Ҫакна вӑл хӑй те пӗлмен.

Она и сама бы не ответила на этот вопрос.

VIII. Хурлӑхлӑ хӗрарӑм // Михаил Рубцов. Гюго Виктор. Тӑхӑрвун виҫҫӗмӗш ҫул: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 282 с.

Пуҫран тухма пӗлмен шухӑш е ухмаха кӑларать, е паттӑр ӗҫ тӑвасси патне илсе пырать.

Навязчивая мысль приводит или к безумию, или к героизму.

VI. Суран тӳрленнӗ, анчах чӗререн юн сӑрхӑнать // Михаил Рубцов. Гюго Виктор. Тӑхӑрвун виҫҫӗмӗш ҫул: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 282 с.

Ача амӑшӗн пуҫӗнчен тухма пӗлмен шухӑшсене мӗнле сӑмахсемпе сирсе яма пултаратӑр эсир?

Какими словами вы можете добыть мысли, которые не могут выйти из головы матери?

VI. Суран тӳрленнӗ, анчах чӗререн юн сӑрхӑнать // Михаил Рубцов. Гюго Виктор. Тӑхӑрвун виҫҫӗмӗш ҫул: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 282 с.

Ӑна ҫав, хӑйӗнчен уйрӑлма пӗлмен шухӑш канӑҫ памасть.

Я понимаю, какая мысль неотвязно мучит ее.

VI. Суран тӳрленнӗ, анчах чӗререн юн сӑрхӑнать // Михаил Рубцов. Гюго Виктор. Тӑхӑрвун виҫҫӗмӗш ҫул: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 282 с.

Урӑх вӑл нимӗн те пӗлмен.

Этим и исчерпывались все его сведения.

VI. Суран тӳрленнӗ, анчах чӗререн юн сӑрхӑнать // Михаил Рубцов. Гюго Виктор. Тӑхӑрвун виҫҫӗмӗш ҫул: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 282 с.

Нимӗн те пӗлмен.

Ничего не знал.

VI. Суран тӳрленнӗ, анчах чӗререн юн сӑрхӑнать // Михаил Рубцов. Гюго Виктор. Тӑхӑрвун виҫҫӗмӗш ҫул: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 282 с.

Анчах Тельмарш ӑна мӗн каламаллине чӑнах та пӗлмен.

Но Тельмарш и в самом деле не мог ничего ей сказать.

VI. Суран тӳрленнӗ, анчах чӗререн юн сӑрхӑнать // Михаил Рубцов. Гюго Виктор. Тӑхӑрвун виҫҫӗмӗш ҫул: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 282 с.

Вӑл пӗр сӑмах та чӗнмест, анчах хӗрарӑма пуҫӗнчен тухма пӗлмен темӗнле шухӑш канӑҫ паманнине старик вӑл мӗнле пӑхнинченех асӑрхаса илчӗ.

Да и сама раненая едва произносила несколько слов, но от старика не ускользнуло, что его гостья находится во власти каких-то неотвязных дум.

VI. Суран тӳрленнӗ, анчах чӗререн юн сӑрхӑнать // Михаил Рубцов. Гюго Виктор. Тӑхӑрвун виҫҫӗмӗш ҫул: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 282 с.

Вӑл ҫак хӗрарӑм ҫинчен нимӗн те пӗлмен.

Он мало что знал о своей гостье.

VI. Суран тӳрленнӗ, анчах чӗререн юн сӑрхӑнать // Михаил Рубцов. Гюго Виктор. Тӑхӑрвун виҫҫӗмӗш ҫул: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 282 с.

Артиллери офицерӗсем пурте маркизла пӗрле Мон-Доль сӑртне пӑхма тухса кайнӑ, хресченсем тупӑпа пеме пӗлмен, ҫавӑн пирки те ӗнтӗ батарейӑсем шарламан.

Объяснялось это тем, что офицеры-артиллеристы отправились вместе с маркизом на рекогносцировку к Мон-Долю, а крестьяне не знали, как подступиться к кулевринам и пушкам.

III. Пӗчӗк ҫарсемпе пысӑк ҫапӑҫусем // Михаил Рубцов. Гюго Виктор. Тӑхӑрвун виҫҫӗмӗш ҫул: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 282 с.

Каярахран Таманго акӑлчансен чӗлхине ӑнланма пуҫланӑ, анчах калаҫма пӗлмен, ун вырӑнне вӑл сахӑр эрехӗпе ром ӗҫме юратнӑ.

Таманго немного выучился по-английски, но не любил разговаривать, зато он неумеренно пил ром и сахарную водку.

Таманго // Василий Алагер. Мериме Проспер. Таманго: [калав] — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1938. — 24 с. — 6–24 с.

Карап сасартӑк ҫӳлелле ыткӑнчӗ, вӑл утпа ҫӳреме пӗлмен ҫын ӑнсӑртран хускатса янӑ хӗрӳ те шухӑ ӑйӑр пек, хумсем ҫинелле вӗҫнӗ пек хӑпарса кайрӗ, акӑ вӑл, халь-халь хумсем хушшине, хӑйне ертсе пыма пӗлмен штурманӗ мӗнӗпех чӑмассӑн туйӑнать.

Как благородный конь, вздымающийся на дыбы под шпорой неосторожного всадника, прекрасный бриг «Надежда» подпрыгнул на волнах от этого неслыханного маневра — словно, негодуя, он хотел утонуть в пучине вместе со своим невежественным кормчим.

Таманго // Василий Алагер. Мериме Проспер. Таманго: [калав] — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1938. — 24 с. — 6–24 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней