Поиск
Шырав ĕçĕ:
Пӗртте кичемленме памасть вӑл, хаваслӑ та пурнӑҫа юратаканскер, — палӑртрӗ Валериан.
Такӑнсан - тӑратӗҫ, чун нишлӗленсен - таптӗҫ // Алина ИЗМАН. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.05.26, 20 (6113) №
Ҫу уйӑхӗн 22-мӗшӗ, «Единая Россия» партин малтанхи сасӑлавӗн кунӗ, Чӑваш Еншӗн чӑнласах та пысӑк уява ҫаврӑнчӗ: шутлав участокӗсенче ирех хаваслӑ юрӑ-кӗвӗ янӑрарӗ, концертсем пулчӗҫ, чылай ҫӗрте пӗчӗк ачасем валли вӑйӑ кӗтесӗ йӗркелерӗҫ...
Малтанхи сасӑлав... // Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА. «Хыпар», 2016.05.24, 78-79№
«Крым ҫурма утравӗ тӑрӑх курса ҫӳренипе пӗрлех эпӗ каннӑ «Тинӗс» лагерьте тем тӗрлӗ кӑсӑклӑ, хаваслӑ мероприятисем иртрӗҫ, - аса илет Стас. - Эпир ташларӑмӑр, юрларӑмӑр, спорт мероприятийӗсене хутшӑнтӑмӑр.
«Артекра» пулса курни асран тухмӗ // А.КАРПОВА. «Пирӗн пурнӑҫ», 2016.05.20
«Чи хастар ҫемье» — Николаевсен ҫемйи, «Чи туслӑ ҫемье» — Арсентьевсен ҫемйи», «Чи хаваслӑ ҫемье» — Михайловсен ҫемйи, «Чи сӑпайлӑ ҫемье» — Семеновсен ҫемйи, «Чи ӑста ҫемье» — Павловсен ҫемйи, «Чи тӑрӑшуллӑ ҫемье» — Гавриловсен ҫемйи тесе палӑртрӗҫ жюри членӗсем.
Чӑваш Сурӑм шкулӗ чӑвашлӑха аталантаракан ҫемьесене палӑртрӗ // Алина. http://chuvash.org/news/12258.html
Пытармастӑп, кашни кун ӗҫрен хаваслӑ кӑмӑл-туйӑмпа таврӑнатӑп, ҫӗнӗ кун пуҫланасса чӑтӑмсӑррӑн кӗтетӗп, - терӗ вӑл тулли кӑмӑлтан.
Юратнӑ ӗҫ телей кӳрет // Светлана АРХИПОВА. «Елчӗк Ен», 2016.04.20
25. Аслӑ ывӑлӗ унӑн хирте пулнӑ; киле таврӑннӑ чухне вӑл, ҫурчӗ патне ҫитсен, савӑнса юрланине, хаваслӑ шава илтнӗ те 26. пӗр тарҫине чӗнсе илсе ыйтнӑ: «кунта мӗн пулнӑ?» тенӗ.
Лк 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Нумайӑшӗ ун патне пыра пуҫларӗ, хӑшӗсем хаваслӑ сӑнлӑ, хӑшӗсем салху сӑнлӑ, хӑшӗсен алли-урине ҫыхса лартнӑ, хӑшӗсене илсе пычӗҫ — эпӗ питех те хӑранипе вӑранса кайрӑм, вӑрантӑм та 14. Ҫӳлти Туррӑма ҫапла каларӑм: Эсӗ малтан Хӑвӑн чуруна хӑватсем кӑтартрӑн, манӑн кӗллӗме йышӑнтӑн, эпӗ ҫакна тивӗҫлӗ тесе шутларӑн; 15. апла ҫак тӗлӗк тупсӑмне те уҫса парсамччӗ мана, 16. мӗншӗн тесессӗн, эпӗ хам ӑсӑмпа ӑнланнӑ тӑрӑх, ҫав кунсенче чӗрӗ юлнисене хуйхӑ ҫитӗ, вилнисене тата пысӑкрах хуйхӑ ҫитӗ: 17-18. ҫав кунсемччен чӗрӗ хӑварманнисем юлашки кунсенче мӗн пуласса, анчах хӑйсем ҫавӑнта хутшӑнайманнине ӑнланса хурланӗҫ.
3 Езд 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Хурлӑхпа йывӑрлӑх кунӗнче ыттисем куҫҫулӗ тӑкӗҫ, хуйхӑпа касӑлӗҫ, эсӗ вара хаваслӑ, тулӑх пурӑнӑҫлӑ пулӑн.
3 Езд 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Саваоф Ҫӳлхуҫаран мана сӑмах пулчӗ: 19. Саваоф Ҫӳлхуҫа ҫапла калать: тӑваттӑмӗш уйӑхра типӗ тытни те, пиллӗкмӗшӗнче типӗ тытни те, ҫиччӗмӗшӗнче типӗ тытни те, вуннӑмӗшӗнче типӗ тытни те Иуда килӗшӗн савӑнӑҫпа хаваслӑ уяв пулса тӑрӗ; анчах та чӑнлӑхпа татулӑха юратӑр.
Зах 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Ун патӗнчи пӗтӗм хаваслӑ шӑв-шава чарса лартӑп, уявӗсене те, ҫӗн уйӑх уявне те, шӑматкунӗсене те, ытти чаплӑ кунӗсене те — пурне те чарса лартӑп.
Ос 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Иерусалим Маншӑн хаваслӑ ят пулӗ, ҫӗр ҫинчи халӑхсемшӗн пуриншӗн те вӑл мухтавпа чап пулса тӑрӗ, вӗсем Эпӗ уншӑн тунӑ мӗнпур ырӑлӑх ҫинчен илтӗҫ, Эпӗ панӑ ырӑлӑхпа тӑнӑҫлӑхран тӗлӗнсе те чӗтресе ӳкӗҫ.
Иер 33 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Эсир вара Эпӗ мӗн пултарса тӑнипе ӗмӗрех савӑнатӑр та хӗпӗртенетӗр: акӑ Эпӗ савӑнӑҫлӑ Иерусалим пултаратӑп, унта хаваслӑ халӑх пултаратӑп.
Ис 65 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Вӗсен хаваслӑ сассипе хапха никӗсӗ чӗтӗренчӗ, Ҫурт тӗтӗрекен тӗтӗмпе тулса ларчӗ.4. И поколебались верхи врат от гласа восклицающих, и дом наполнился курениями.
Ис 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Ҫӳлти Турӑ Хӑй епле парать, ҫавӑн пек пар, питӳ-куҫу хаваслӑ пултӑр — аллу вӑйне кура парса тӑр: 10. Ҫӳлхуҫа тавӑрса парать, Вӑл сана ҫичӗ хут ытла тавӑрса парӗ.
Сир 35 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
22. Виҫеллӗ ӗҫсе ҫисессӗн, ыйхӑ та канлӗ пулать: ирех тӑрать вӑл, чунӗ те хаваслӑ; 23. ҫисе тӑрана пӗлми ҫын ыйхӑсӑр асапланать, вар чирӗпе, ӑшӗ чиксе ыратнипе хӗн курать.
Сир 31 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Ырӑ арӑм упӑшкине савӑнӑҫ кӳрет, ун пек упӑшка ӗмӗрне татуллӑ пурӑнса ирттерет; 3. ырӑ арӑм — ырӑ шӑпа: вӑл Ҫӳлхуҫаран хӑракансене еткерлӗхе тивет; 4. ун пек арӑмпа пуянни те, чухӑнни те кӑмӑллӑ, пичӗ-куҫӗ те яланах хаваслӑ вӗсен.
Сир 26 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Ҫутӑ хаваслӑ, хӗвеле курма куҫа кӑмӑллӑ.
Еккл 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
22. Хаваслӑ чӗрелли, чиртен сыватнӑ пекех, ырӑ тӑвать, пусӑрӑнчӑк кӑмӑл шӑмшака типӗтет.22. Веселое сердце благотворно, как врачевство, а унылый дух сушит кости.
Ытар 17 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Савӑк чӗреллӗ ҫыннӑн сӑнӗ-пичӗ те хаваслӑ, кулянакан чӗре вара чуна хавшатать.13. Веселое сердце делает лице веселым, а при сердечной скорби дух унывает.
Ытар 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6-7. Выртан вырӑнӑм ҫинче Сана аса илсессӗн, мӗн ирчченех Санӑн яту чӗлхем вӗҫӗнче пулсассӑн, чунӑм паха ҫупа, шӑмӑ мимипе тӑраннӑ пек тӑранать, чӗлхе-ҫӑварӑм Сана хаваслӑ сасӑпа мухтать: 8. Эсӗ — мана пулӑшаканӗ, эпӗ Санӑн ҫунату хӳттинче савӑнам; 9. чунӑм Сан ҫумна ҫыпӑҫӑнчӗ; мана Санӑн сылтӑм аллу хунтӑлать.
Пс 62 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.