Поиск
Шырав ĕçĕ:
— Чарӑнар, тетӗп, тархасшӑн! — илтӗни-илтӗнми пӑшӑлтатрӗ Половцев, ура ҫине тӑрса, хӑй, ерипен йӑпшӑнса пынӑ пек, кравать патнелле утрӗ.
I сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
йӑсӑрланса, Шырланпуҫ урлӑ явӑна-явӑна иртсе, тӗтре ҫеҫен хирти тӗмескесем еннелле туртӑнать, унта вара, чӗлтӗр кӑвак янкар хӑварса, ерипен сирӗлсе пӗтет.
I сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Унтан тайкаланса илчӗ те сасартӑк, ӳсӗрле нимӗне уямасӑр-тумасӑрах, тӳрех шыва кӗрсе кайрӗ, ерипен, енчен енне сулкаланса, кӗлет патнелле танкӑлтатрӗ.
29-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Ҫав статьяра акӑ мӗн ҫырса пичетлесе кӑларнӑ, — Макар кӗске кӗрӗк кӗсйинчен «Правда» хаҫат туртса кӑларчӗ, ӑна саркаласа тытрӗ те ерипен вулама пуҫларӗ:
28-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959