Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

пирки сăмах пирĕн базăра пур.
пирки (тĕпĕ: пирки) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Унӑн ӑшчикки шутсӑр хускалса кайнӑ пирки вӑл нумайччен ҫывӑраймасӑр выртрӗ.

Он был очень сильно взволнован, прошло несколько часов, прежде чем он уснул.

23-мӗш сыпӑк. Мефф Поттера ҫӑлни // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Иккемӗш кунӗ иртнӗ ҫӗрелле хулари ҫынсем ҫапла ҫеҫ сӑмахларӗҫ: Джо индеец каланисем пурте тӗрӗс пулчӗҫ, присяжнӑйсем мӗскӗн Поттер тӗлӗшӗпе мӗнле приговор тӑвас пирки нимӗн те иккӗленмелли ҫук ӗнтӗ.

К концу второго дня весь город о том только и говорил, что индеец Джо твердо стоит на своем и что нечего и сомневаться, какой приговор вынесут присяжные.

23-мӗш сыпӑк. Мефф Поттера ҫӑлни // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Хӑйӗн чунӗ таса мар пулнӑ пирки унӑн пуҫне ҫакӑн пек шухӑшсем пыра-пыра кӗчӗҫ.

Нечистая совесть внушала ему такие мысли.

23-мӗш сыпӑк. Мефф Поттера ҫӑлни // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Кам та пулин пӗчӗк хурт-хӑпшанка хирӗҫ артиллери тӑратас пулсан, Том кун пирки снарядсем сая яни ҫеҫ тенӗ пулӗччӗ, анчах тӳпе Том пек хурт-кӑпшанка хирӗҫ ҫакӑн пек хакла ларакан аслатиллӗ ҫумӑр тӑкни пӗртте тӗлӗнмелле туйӑнмарӗ ӑна.

Он мог бы сообразить, что едва ли стоило палить из пушек по мухе, тратя столько грому и пороха, но не нашел ничего невероятного в том, что для уничтожения такой ничтожной букашки, как он, пущено в ход такое дорогостоящее средство, как гроза.

22-мӗш сыпӑк. Гек Финн Библи вӗренет // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Хулара тӗн вӑйланса кайнӑ иккен, пысӑккисем ҫеҫ мар, ача-пӑча та турӑ пирки пуплет.

В городе началось «религиозное обновление», и все «уверовали», не только взрослые, но даже мальчики и девочки.

22-мӗш сыпӑк. Гек Финн Библи вӗренет // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Июлӗн Тӑваттӑмӗшӗ ҫывхарса пычӗ; сӑмах май каласан, «урӑ ҫынсен» йышӗнче виҫе кун ҫӳренӗ хыҫҫӑн вӑл манса та кайрӗ пулас уяв пирки, вилес пек выртан Фрезер судья ҫинче пулчӗ унӑн пӗтӗм шухӑшӗ-шанчӑкӗ; паллах ӗнтӗ, судьяна питӗ чаплӑн пытараҫҫӗ, тем тесен те, вӑл — пысӑк пӗлтерӗшлӗ персона.

Приближалось Четвертое июля; но скоро он перестал надеяться на этот праздник — перестал, не проносив своих цепей и два дня, — и возложил все свои надежды на старого судью Фрэзера, который был при смерти.

22-мӗш сыпӑк. Гек Финн Библи вӗренет // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Томӑн вара, Бекки ҫинчен мансах, хӑйӗн ӗҫ-пуҫӗ пирки шутлама тиврӗ.

И после этого Тому пришлось думать только о своих собственных делах.

20-мӗш сыпӑк. Том паттӑрла хӑтланни // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Ҫамрӑкранпа вӑл тухтӑр пуласчӗ тесе шухӑшласа пурӑннӑ, анчах чухӑн пирки ирӗксӗрех унӑн ҫав таҫти шӑтӑкри пӗчӗк хулара шкулти учитель пулнипех килӗшсе пурӑнмалла пулнӑ.

Самой заветной его мечтой было сделаться доктором, но бедность не пустила его дальше сельской школы.

20-мӗш сыпӑк. Том паттӑрла хӑтланни // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Апла мар пулнӑ пулсан, хӑв мӗн пирки килнине эсӗ мӗншӗн-ха мана ҫавӑн чухлех каласа памарӑн?

Ну отчего ты мне не сказал, а?

19-мӗш сыпӑк. Том ӳкӗнӗвӗ // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

«Хамах сапса янӑ хӑймашӑн ӑна пустуй хӗртнӗ пирки пит кулянатӑп», — терӗ…

Что она жалеет теперь, что отстегала его за сливки, когда сама же их выплеснула…

18-мӗш сыпӑк. Том хӑй курнӑ тӗлӗкӗ ҫинчен каласа кӑтартать // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

— Эпӗ кунӗпех туртма пултарӑттӑм, Джефф Тэчер пултарас ҫук, ун пирки тавлашатӑп.

— Я бы мог курить целый день, а вот Джеф Тэтчер, наверно, не мог бы.

16-мӗш сыпӑк. Малтанхи чӗлӗмсем. — «Эпӗ ҫӗҫӗ ҫухатрӑм» // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Хӑйсем пирки пӗтӗм хула ҫавӑн пек пӑшӑрханни вӗсене кӑмӑла кайрӗ.

Радовались тому, что наделали хлопот всему городу.

14-мӗш сыпӑк. Телейлӗ вӑрӑ-хурахсен лагерӗ // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Кун пирки ним иккӗленмелли те ҫук.

В этом нет может быть сомнений.

14-мӗш сыпӑк. Телейлӗ вӑрӑ-хурахсен лагерӗ // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Мӗн пирки вӑл ун пек хӑтланать?

Отчего это с ним?

12-мӗш сыпӑк. Кушак аҫи тата «ыратнине лӑплантаракан эмел» // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Сид ҫавӑн пек тӗлӗнмелле япаласем пирки шутласа хӑй пуҫне ҫӗмӗрчӗ, хӑй ҫапах нимӗн те шарламарӗ.

Сид удивился, во смолчал.

11-мӗш сыпӑк. Том лайӑх мар ӗҫ тунӑшӑн асапланать // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Хӗнекелесе хӑтланнӑ, кун пирки тавлашмастӑп, анчах ҫӗҫӗсӗр, чышкӑсемпе ҫеҫ хӗненӗ.

Дрался, правда, только не ножом.

9-мӗш сыпӑк. Масар ҫинче пулнӑ трагеди // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Тӳрех кунталла килеҫҫӗ, кун пирки нимӗн иккӗленмелли те ҫук.

Теперь правильно.

9-мӗш сыпӑк. Масар ҫинче пулнӑ трагеди // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Вӑл юри чееленсе улталакан хӗрарӑм-манах хӑйӗн суранне лайӑх пӑхман пирки нумай юн кайнипе вилмеллех вӑйсӑрланса ҫитнӗ.

и монахиня-предательница не перевязала его рану, чтобы он истек кровью.

8-мӗш сыпӑк. Пулас харсӑр пират // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

— Мӗн пирки ӗҫ чарӑнса тӑчӗ вара?

— Так за чем же дело стало?

6-мӗш сыпӑк. Том Беккипе паллашать // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Ҫав вӑхӑтрах тата хӑйне хур тунӑ пирки унӑн ӑшчикки питех пӑшӑрханчӗ, вӑл тавӑрасшӑн ҫунчӗ.

но в душе был полон возмущения и жаждал мести.

5-мӗш сыпӑк. Ҫыртакан нӑрӑпа йытӑ ҫури // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней