Поиск
Шырав ĕçĕ:
Охозия — Иорам ывӑлӗ, Иудея патши — аманнӑ Иорама, Ахав ывӑлне, курма Изрееле пынӑ.
4 Пат 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Анчах вӑл хӑй ывӑлне таҫта пытарнӑ, тенӗ.
4 Пат 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
37. Ача амӑшӗ, чупса пырса, ун ури умнех ӳкнӗ, ҫӗре ҫити пуҫҫапнӑ; унтан ывӑлне илсе тухнӑ.37. И подошла, и упала ему в ноги, и поклонилась до земли; и взяла сына своего и пошла.
4 Пат 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
21. Амӑшӗ вара Турӑ ҫыннин пӳлӗмне кӗнӗ те, ывӑлне ун вырӑнӗ ҫине хурса, алӑка хупса тухнӑ, 22. унтан упӑшкине чӗнсе илсе каланӑ: мана пӗр тарҫӑ пар, пӗр ашак пар, эпӗ Турӑ ҫынни патне кайса килетӗп, тенӗ.
4 Пат 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Савӑтсене пӗтӗмпех тултарса тухсассӑн, вӑл ывӑлне каланӑ: тата савӑт пар-ха, тенӗ.6. Когда наполнены были сосуды, она сказала сыну своему: подай мне еще сосуд.
4 Пат 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
27. Вара вӑл малтанхи ывӑлне, хӑй вырӑнне патшана лартма тивӗҫлӗскерне, тытнӑ та ӑна хӳме ҫинче пӗтӗмӗшпе ҫунтарса парне кӳнӗ.
4 Пат 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
19. Илия ӗнтӗ Хорив патӗнчен кайнӑ та Елисее, Сафат ывӑлне, суха тунӑ ҫӗрте шыраса тупнӑ; Елисейӗн вуникӗ акр ҫӗр пулнӑ, вӑл шӑпах вуниккӗмӗш акрне сухаланӑ.
3 Пат 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Вара Турӑ ӑна каланӑ: килнӗ ҫулупа пушхир урлӑ каялла кайса Дамаска ҫит; унта Азаила Сири патши пулма ҫу сӗр, 16. Ииуя, Намесси ывӑлне, Израиль патши пулма ҫу сӗр; Елисее — Сафат ывӑлне, Авел-Мехола ҫыннине — ху вырӑнна пророк пулма ҫу сӗр; 17. Азаил хӗҫӗнчен тарса хӑтӑлнине Ииуй вӗлерӗ, Ииуй хӗҫӗнчен тарса хӑтӑлнине Елисей вӗлерӗ.
3 Пат 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
20. Ахав пӗтӗм Израиль ывӑлне чӗнтернӗ, мӗнпур пророка Кармил тӑвӗ ҫине пуҫтарнӑ.20. И послал Ахав ко всем сынам Израилевым и собрал всех пророков на гору Кармил.
3 Пат 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Эсӗ эпӗ пурӑнакан кил хуҫине, тӑлӑх арӑма, ывӑлне вӗлерсе усал тӑвӑн-и? тенӗ.неужели Ты и вдове, у которой я пребываю, сделаешь зло, умертвив сына ее?
3 Пат 17 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
21. Ҫавӑн чухне Израиль халӑхӗ икке пайланнӑ: пӗр пайӗ Фамния, Гонаф ывӑлне, патшана лартасшӑн пулнӑ, тепӗр пайӗ Амврий майлӑ пулнӑ.
3 Пат 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Вааса ҫинчен Иуя, Ананий ывӑлне, Ҫӳлхуҫаран сӑмах пулнӑ: 2. Эпӗ сана, тӑпра-тусан ӑшӗнчен ҫӗклесе, Израиль халӑхӑмӑн ҫулпуҫӗ туса лартрӑм, эсӗ пур — Иеровоам ҫулӗпе кайрӑн, Израиль халӑхӑм Мана хӑйӗн ҫылӑхӗсемпе ҫиллентерсе тӑтӑр тесе, ӑна ҫылӑха кӗртрӗн, 3. ҫавӑнпа Эпӗ Вааса килне, ун йӑхӗн килне те пӑрахӑҫа кӑларатӑп; Нават ывӑлӗн Иеровоамӑн килне мӗн кӑтартнӑ, санӑн килне те ҫавнах кӑтартӑп; 4. Вааса кил-йышӗнчен хулара вилнисене йытӑсем ҫисе ярӗҫ; хирте вилнисене вӗҫен кайӑксем сӑха-сӑха пӗтерӗҫ, тенӗ.
3 Пат 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Анчах Давидшӑн ӑна Ҫӳлхуҫа Турӑ Иерусалимра ҫутӑ ҫутса панӑ: хӑй хыҫҫӑн ун ывӑлне патшана лармалла тунӑ, Иерусалима тӗреклӗлетнӗ, 5. мӗншӗн тесессӗн Давид Ҫӳлхуҫа умӗнче юрӑхлӑ ӗҫсем туса пурӑннӑ, ӗмӗрӗ тӑршшӗнче те, хет ҫыннипе Урияпа ҫыхӑннӑ ӗҫсӗр пуҫне, хӑйне Турӑ хушса каланинчен пӗр нимӗнрен те иртмен.
3 Пат 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
22. Ҫавӑн чухне Самее, Турӑ ҫыннине, Турӑран ҫакӑн пек сӑмах пулнӑ: 23. Ровоама — Соломон ывӑлне, Иудея патшине — кала, Иудӑпа Вениаминӑн пӗтӗм йӑхне те, ытти халӑха та кала: 24. Ҫӳлхуҫа ҫапла калать: ан кайӑр, хӑвӑр тӑванӑрсемпе, Израиль ывӑлӗсемпе, вӑрҫӑ ан пуҫлӑр; пурте киле таврӑнӑр, мӗншӗн тесессӗн ку Манӑн ирӗкӗмпе пулнӑ, тет.
3 Пат 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
21. Иерусалима ҫитсессӗн, Ровоам пӗтӗм Иуда килӗпе Вениамин йӑхӗнчен ҫӗр сакӑрвунӑ пин чи вӑйпитти ҫар ҫынни пухнӑ; ҫакна вӑл Израиль килне хирӗҫ вӑрҫӑпа тухса патшалӑха Соломон ывӑлне Ровоама тавӑрса парас тесе тунӑ.
3 Пат 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Патша халӑха итлемен, мӗншӗн тесессӗн Ҫӳлхуҫа ирӗкӗ ҫапла пулнӑ: Унӑн сӑмахӗ — Силом ҫынни Ахия урлӑ Нават ывӑлне Иеровоама каланӑ сӑмахӗ — вырӑна килмелле пулнӑ.
3 Пат 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
34. Эпӗ патшалӑха ун аллинчен пӗтӗмпех туртса илместӗп, Эпӗ ӑна — Манӑн ӳкӗтӗмсене, Эпӗ панӑ йӗркесене тытса тӑнӑ, Хам суйласа илнӗ Давид чурамшӑн — мӗн ӗмӗрӗ тӑршшӗпех патшара хӑваратӑп; 35. патшалӑха ун ывӑлӗн аллинчен туртса илӗп, ҫавӑнтан вунӑ йӑхне сана парӑп; 36. унӑн ывӑлне вара — Давид чурамӑн ҫутаткӑҫӗ ӗмӗрех Хам сӑнӑм умӗнче, Хам ятӑм валли суйласа илнӗ Иерусалим хулинче юлтӑр тесе — пӗр йӑх паратӑп.
3 Пат 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
23. Ҫӳлхуҫа Соломона хирӗҫ тепӗр тӑшман — Разона, Елиада ывӑлне, Сува патшинчен Адраазартан тарса кайнӑскере — кӑларнӑ.
3 Пат 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Соломон патша Тир хулинчен Хирама — пӗр тӑлӑх арӑм ывӑлне, 14. Неффалим йӑхӗнчен тухнӑскере — чӗнтерсе килтернӗ.13. И послал царь Соломон и взял из Тира Хирама, 14. сына одной вдовы, из колена Неффалимова.
3 Пат 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
26. Чӗрӗ ывӑллӑ арӑм вара патшана ҫапла хуравланӑ: ах, хуҫамӑм! чӗрӗ ачана ҫак хӗрарӑма парӑр, ан вӗлерӗр ачана, тенӗ: мӗншӗн тесессӗн хӑйӗн ывӑлне хӗрхеннипе унӑн пӗтӗм ӑшчикӗ пӑлханса ӳкнӗ.
3 Пат 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.