Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

кӗпе сăмах пирĕн базăра пур.
кӗпе (тĕпĕ: кӗпе) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Икӗ хӗрарӑм шурӑ тутӑрпа, тутӑрӗсем ҫинче хӗрлӗ хӗрес, бархат хӑнтӑр тытнӑ кӗпе тӑхӑннӑ, пӳрнисем ҫинче ак ҫакӑн пысӑкӑш ахах куҫлӑ ҫӗрӗсем, куҫхаршисене сӑрланӑ, куҫӗсем йӑлтӑртатаҫҫӗ.

Две дамы в белых косынках с красными крестами, в бархатных собольих ротондах, на пальцах вот такие брильянты, лорнеты, брови намазаны, глаза блестят от белладонны.

XXXI. Лафет ҫинчи ещӗк // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Пиншак тата ҫухине йӳле янӑ кӗпе тӑхӑннӑ ҫын, Терентий майлӑскер, тепӗр чӳречинчен кӑшкӑрать:

Человек в пиджаке и косоворотке с расстегнутым воротом, чем-то напоминавший Терентия, кричал из другого окна:

XXIX. Александровски участок // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Йӳле янӑ тужурка айӗнчен чӗн пиҫиххипе ҫыхнӑ хура кӗпе курӑнать.

Под старой расстегнутой тужуркой виднелась черная сатиновая косоворотка, подпоясанная ремешком.

XXVI. Йӗрлеҫҫӗ // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Чӑпар кӗпе тӑхӑннӑ арӑмпа арҫын хӑвӑрт утнӑ.

Пестрая женщина и мужчина с ширмой шли быстро.

XXV «Мана вӑрларӗҫ» // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Борт урлӑ тӗрӗллӗ кӗпе тӑхӑннӑ алӑ курӑнчӗ.

Из-за борта протянулась дрожащая рука в налипшем рукаве вышитой рубахи.

XV. Кимӗ тинӗсре // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Анчах Федя шӑлнӗ Вася, кӗске ҫанӑллӑ, йӑрӑм-йӑрӑм тӗрӗллӗ кӗпе тӑхӑннӑскер, Гаврика курсан, вӑлта хӗлӗхне сӳтме чарӑнса, хӗвеле аллисемпе хупларӗ те: — Эй, Гаврюха, нимӗн те ан хӑра, шывран лайӑхрах ярса тыт — путмӑн! — тесе кӑшкӑрма ӗлкӗрчӗ.

Но Федин брат, Вася, в полосатом тельнике с короткими рукавами, увидев Гаврика, перестал раскручивать лесу самодура и, приложив к глазам против солнца руку, успел крикнуть: — Эй, Гаврюха, ничего, не дрейфь, держись за воду — не потонешь!

XI. Гаврик // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Аслашшӗ кӗпе аркипе помидорсем пухнӑ.

Дедушка собирал помидоры в подол.

XI. Гаврик // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Алӑкран асра ҫук, манса кайнӑ, анчах питӗ паллакан, чӗнтӗр ҫухаллӑ кӑвак пурҫӑн кӗпе тӑхӑннӑ пӗр арӑм чупса тухать.

Из двери выбегает забытая, но ужасно знакомая дама в синем шелковом платье с кружевным воротничком и кружевными манжетами.

IX. Ҫӗрлехи Одессӑра // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Унӑн та пиншак айӗнче лутра ҫухаллӑ пурҫӑн кӗпе пур, галстук вырӑнӗнче шерепеллӗ шнур ҫакӑнса тӑрать, анчах ҫӳлелле пӗтӗрсе янӑ хура мӑйӑхӗ тата хырнӑ янахӗ ана пӗртте килӗшмест.

Хотя у него и была под пиджаком чесучовая рубашка с отложным воротником и вместо галстука висел шнурок с помпончиками, но зато никак не подходили закрученные вверх черные, как вакса, усы и выскобленный подбородок.

VII. Фотографи карточки // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Ҫав вӑхӑтрах унӑн тӑвӑр пиншакӗ айӗнчен батраксем тӑхӑнакан тӗрленӗ кӗпе курӑнать, ҫавӑнпа ӑна батрак тесе шутлама та пулать.

Но в то же время под его тесным пиджаком виднелась вышитая, батрацкая рубаха, так что как будто он был вместе с тем и батраком.

V. Таркӑн // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Ун ҫинче йӳле янӑ, тӗсӗ кайнӑ кӗпе, пуҫӗнче сӑмсине хӑлхи еннелле усӑнтарса янӑ картуз пулнӑ.

Он был в расстегнутой вылинявшей рубахе и картузе козырьком на ухо.

IV. Шӑвармалли вырӑн // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Матросла кӗпе ҫухи вӗлкӗшнӗ.

Матросский воротник развевался.

II. Тинӗс // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Ҫӗнӗ кӗпе тӑхӑннӑ ӳсӗр кухарка тарҫӑсене пулӑ валеҫнӗ, кружкӑпа сӑра тултарса панӑ.

Пьяная кухарка в новой ситцевой кофточке с оборками сердито подавала гуляющим батракам порции рыбы и наливала кружки.

I. Уйӑрӑлни // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Кухарка шыв турттаракан пичке патне пычӗ те, аллине кӗпе аркипе чӗркесе, пичке пӑккине уҫрӗ.

Она отошла к водовозной бочке, завернула руку в подол клетчатой панёвы и отбила чоб.

I. Уйӑрӑлни // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Ыйхӑран лайӑх вӑранайман кухарка, килте тӗртнӗ чӑпар юбка, хура ҫиппе тӗрлӗ хӗрессем тӗрӗленӗ пир кӗпе тӑхӑнса, тирпейлемен ҫӳҫӗсем ҫине тимӗр тура лартнӑскер, алӑк патӗнче самовар ӑшӗнчен ӗнерхи кӑмрӑксене силленӗ.

Заспанная кухарка в клетчатой домотканой юбке и холщовой сорочке, вышитой черными и красными крестиками, с железным гребешком в неприбранных волосах выколачивала из самовара о порог вчерашние уголья.

I. Уйӑрӑлни // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Вырсарникунсенче эпир Катьӑпа Севастополе пыраттӑмӑр, катерсем хӑйсем ялан чарӑнакан вырӑнӗнчехчӗ, Исторически бульварта куҫ аран ҫавӑрса илен инҫетри моряксемпе шурӑ кӗпе тӑхӑннӑ хӗрсем пӗрле ҫӳретчӗҫ, хӗрсем мӑйӗсене витӗр курӑнан шарӑхсем ҫыхатчӗҫ.

По воскресеньям мы с Катей приезжали в Севастополь. Катера стояли у причалов; на Историческом бульваре так далеко, как только видит глаз, моряки гуляли с девушками в белых платьях и газовых шарфах.

Пӗрремӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Тахҫан Катьӑн та ҫакӑн пек шурӑ пӑнча-пӑнчӑллӑ кӑвак кӗпе пурччӗ.

У Кати было когда-то такое же синее в белую горошинку платье.

Вунҫиччӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Тен пианино ҫинчи кӗленче калпак айӗнче ларакан тӗрлесе ҫӗлетнӗ пуканесем пуррипе ҫавӑн пек шухӑш кӗчӗ пуль мана, е урайӗпе сентрисем ҫинче темӗн чухлӗ кӗнекесем пуррипе пуль, е хама кӗтсе илнӗ хуҫи, ҫаплипех, ҫухине ярханах янӑ кӗпе вӗҫҫӗн ҫӑмламас кӑкӑрне кӑтартса тӑнипе пуль.

Может быть, художественно сшитые куклы, стоявшие на пианино под стеклянными колпаками, внушили мне эту мысль, или множество книг на полу и на полках, или сам хозяин, встретивший меня попросту, в рубахе, под распахнувшимся воротом которой была видна полная волосатая грудь.

Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Мӗншӗн окопсем чавмашкӑн та ҫакӑн пек чаплӑ кӗпе тӑхӑнса килтӗр, тесе ыйтрӑм та пӗр чипер редактортан, вӑл кулса ячӗ, манӑн кунтан начартараххи ҫук, терӗ.

У одной чёрненькой хорошенькой редакторши я спросила, почему она приехала на рытьё окопов в таком нарядном платье, и она засмеялась и сказала, что у неё «просто нет ничего другого».

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Тӑваткӑл тӗрӗллӗ кӗпе тӑхӑннӑ ҫамрӑксем Мадрид патӗнчи Университет хулин ишӗлчӗкӗсем хушшинче аллисене винтовкӑсем тытса тӑраҫҫӗ.

Юноши в клетчатых рубашках скрываются среди развалин Университетского городка под Мадридом с винтовками в руках — 

Пӗрремӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней