Поиск
Шырав ĕçĕ:
Вӗсем ҫул тӑршшӗпех васкаса та хумханса пычӗҫ, пӗрре физикӑна вӗрентекен Ольга Ивановна учительница ҫине, унран хӑвӑртрах утма ыйтнӑ пек, пӑшӑрханса пӑха-пӑха илеҫҫӗ, тепре инҫере тӗтреллӗ сывлӑш витӗр хуҫӑккӑн курӑнса ларакан юпасем ҫине пӑхаҫҫӗ.
XXV // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Хӗвел кунти сарлака чӳречесене те пӗтӗмпех ҫутатать, халь анчах сӑтӑрнипе шуса тӑракан паркет ҫинче ҫутӑ пайӑркисем ялкӑшса илеҫҫӗ.Солнце заливало широкие окна, — скользкий, только что натертый паркет был исписан бликами.
XXIII // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Вӗсем умӗнче делегатсем утса ҫӳреҫҫӗ; анлӑ мар, анчах вӑрӑм фойере пӗрре пӗчӗк тутӑрсем ҫыхнӑ е хӗрарӑм шлепки тӑхӑннӑ пуҫсем, тепре вӑрӑм ҫӳҫлӗ е шакла пуҫсем вӗлтлетсе иртеҫҫӗ; хӑшӗсем гимнастеркапа галифе, урисене юр пек шурӑ бурки тӑхӑннӑ; хӑшӗсем ӑста ҫӗленӗ костюмсене пирвайхи хут тӑхӑннӑ, хӑшӗсем погонсем ҫакнӑ ҫар кителӗсене тӑхӑннӑ, хӑшпӗр ҫӗрте генерал лампасӗсем хӗрелсе илеҫҫӗ; кӑкӑр ҫинче орденсем, медальсем е тата Ылтӑн Ҫӑлтӑрсем те йӑлтӑртатса тӑман ҫын питӗ сахал.
XIX // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Ӳкерчӗк ҫине пӑхатӑн та, ҫеҫенхирпе пынӑн туйӑнать, вара куратӑн; куҫ вӗҫне ҫитерейми анлӑ таврара пур ҫӗрте те хура-кӑвак ҫӑм — кӗтӳ хыҫалтан ҫил хӑвалакан пӗлӗт пек шуса пырать, хӑй йӗри-тавра тутӑ та ӗҫсӗр аптӑранӑ йытӑсем сӑрса илнӗ чабан сӑрт ҫине улӑхса тӑнӑ та таҫта инҫене шухӑшлӑн пӑхать; е эсӗ куҫса ҫӳрекен электростанцине куратӑн, ун патӗнчен электрошнурсем тӑрӑх хачӑсем пӗр вунна яхӑн тӑсӑлса выртаҫҫӗ; инҫех те мар сурӑхсене пӗр рете вырттарса тухнӑ — ӑста, хачӑсем тачка сийлӗ ҫемҫе те йывӑр ҫӑма каса-каса илеҫҫӗ, вара сурӑхсен ҫурӑмӗ ҫинчен ҫӗре ӑшӗ сарӑрах та шурӑ тӗслӗ кӗрӗк сӗвӗнсе ӳкет…
XIX // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Ҫак ир яланхи пек мар шавлӑ та халӑхпа тулнӑ вокзал патӗнчен е пуклак сӑмсаллӑ хӗрлӗ автобуссем, айккинелле ҫӑра тӗтӗм таткисене кӑлара-кӑлара хӑварса, е мухтава тивӗҫ «Победӑсем» тапрана-тапрана каяҫҫӗ, е тата ҫунасем те вӗҫтерсе иртеҫҫӗ — пас тытнӑ лаша ҫилхисем силлене-силлене илеҫҫӗ.
XIX // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
— Пулма пултарать — Кондратьев: «Ну, Сережа, мӗн тума пултарӑп-ха эпӗ — илеҫҫӗ те каяҫҫӗ»… тенӗ пек аллисене сарса айӑплӑн кулса илчӗ.
XVIII // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Тӑлӑпне пуҫӗ ҫинченех витсе хуна Дорофей лашасене темӗн мӑкӑртатать, лашисем ҫиле май ҫаврӑнса хырӑмӗ таранах юр ӑшне путнӑ урисене хуҫлата-хуҫлата илеҫҫӗ.
XVII // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Ҫутӑ сахалтарах кӗтесре варӑм ҫӳҫлӗ каччӑ ларать, унӑн икӗ айккинче те савнӑҫлӑ та нимӗн ҫинчен те шутламан сӑн-питлӗ хӗрсем; вӗсем Виктора итленӗ хушӑрах вӑрӑм ҫӳҫлӗ каччӑн хӑлхи патне е пӗри, е тепри пӗшкӗне-пӗшкӗне илеҫҫӗ — темскер пӑшӑлтатса каласшӑн пулмалла, анчах вӑл итлемест, ҫилленет…
XIV // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Вӑл илӗртӳллӗ картинӑна курнӑ-ҫке-ха: ӑна чӗнеҫҫӗ, пурте пӗр харӑс ыталаса илеҫҫӗ, аллине чӑмӑртаҫҫӗ, саламлаҫҫӗ.
XIII // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Лашасем татах майӗпентерех утма пуҫларӗҫ, вӗсем ҫаралса юлнӑ туратсем ҫинелле юлхавлӑн туртӑнаҫҫӗ, хартлата-хартлата илеҫҫӗ — ку Иван Атаманова тӗпренех хурлантарса ячӗ.
XI // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Йывӑҫ тӑррисенче хура пӑнчӑ пек ларакан кураксем силлене-силлене илеҫҫӗ те каллех лӑпланаҫҫӗ.Грачи точечками сидели на верхушках, покачивались и тоже молчали.
XI // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Ҫӳллӗ те сарлака хулпуҫҫиллӗ вӑрман ӑстаҫи Никифор Васильевич Кнышев вӑрман тӑрӑх пысӑк утӑмсемпе, тирпейлӗ хуҫа пек утса ҫӳрет, ун ури айӗнче типнӗ йывӑҫ тураттисем хыттӑн шатӑртата-шатӑртата илеҫҫӗ.
XI // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Ҫак станицӑсен нумай ҫулхи историйӗнче нихҫан та кунта халӑх ҫак кунсенче килнӗ чухлӗ йышлӑн пухӑнман; пулас трассӑн икӗ енӗпе те вӑхӑтлӑха тунӑ таборсем: хӳшӗсем, ҫивитти айӗнче урапасем, шыв тултарнӑ пичкесем лараҫҫӗ, вучахсем ҫине виҫӗ юплӗ патаксем лартса тухнӑ; мӗн чухлӗ инҫене пӑхатӑн, пур ҫӗрте те, горизонта ҫитичченех, ҫав урапасемпе ушкӑн-ушкӑн тата пӗчченшер ҫынсемех курӑнаҫҫӗ, хӗвел ҫинче унта та кунта хӗрлӗ ялавсем ялкӑшса илеҫҫӗ.
X // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Лавҫӑсем — ваткӑллӑ пиншак тӑхӑннӑ, пуҫӗсене ҫӑм тутӑр ҫыхнӑ виҫӗ ҫамрӑк хӗр — вӑкӑр мӑйракисенчен ҫыхса янӑ вӗренсене аллинче тытса, юланутҫӑсем ҫине ҫилленчӗклӗн пӑха-пӑха илеҫҫӗ; чылай ҫула ҫитнӗ, кичемрех сӑн-питлӗ икӗ хӗрарӑм, аллисене пушӑсем тытнӑскерсем, юланутҫӑсен ҫулне пӳлсе хунӑ пек, вӗсемпе тем ҫинчен тавлашса тӑраҫҫӗ: вӗсенчен пӗрне Кондратьев тӳрех палласа илчӗ: вӑл Лукерья Ильинична Коломейцева пулнӑ.
IX // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Стансоветӑн ҫакӑ маттур кучерне Дорофея пӗлекенсем Савва каланӑ пӗтӗм сӑмахӗсем мар, икӗ сӑмахӗ: кӳл те кай, тени Дорофейшӑн мӗне пӗлтернине эпир ӑнлантарса памасӑрах туйса илеҫҫӗ пулӗ…
III // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
— Лини пур фермӑсем кӑна аппаратсем илеҫҫӗ.
XXVI // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Хуҫасем ҫине айӑплӑн пӑхкаласа, вӑл кӑмӑллӑн сывлӑх сунчӗ, Марфушӑн аллине майӗпен чӑмӑртарӗ, Федор Лукич патне, ыталаса илме шутланӑ пек, пӗшкӗнчӗ, унӑн куҫӗсем ҫавӑнтах выляма пуҫларӗҫ: пӗрре ҫулӑмланса илеҫҫӗ, тепре сӳнсе ҫухалаҫҫӗ.
VIII // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Ҫул ҫинче пасарлӑ хуласем те, вокзалсем те, элеваторлӑ пӗчӗк станцисем те, комбайн агрегачӗсем те, сурӑх кӗтӗвӗсем те, авӑн ҫапмалли йӗтемсем те тӗл пулаҫҫӗ; шофер кирек ӑҫта, кӑнтӑрла, е ҫӗрле пырсан та, ӑна кӑмӑллӑн та хисеплӗн кӗтсе илеҫҫӗ; пӗтӗмпех тусанланса пӗтни вӑл нимех те мар, ҫӑвӑнма ирӗк параҫҫӗ; выҫӑ — апат ҫитереҫҫӗ, «ӑшӑнма» черкке эрех те пама пултараҫҫӗ.
III // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Тулта ҫил хытах алхасма пуҫларӗ; сывлӑшӑн вӑйлӑ пайӑркисем ҫӳлтен киле-киле ӳкнӗн туйӑнаҫҫӗ; Йывӑҫ тураттисем ҫӗре ҫитичченех авӑна-авӑна илеҫҫӗ; пӳртум юпи ҫинчи хунар сулланса чӳрече янахӗ ҫине чӗтрекен мӗлке ӳкерет, шурӑ хӑвасем халӗ татти-сыпписӗр татах та шиклӗнрех шавлаҫҫӗ.
I // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Тул ҫути килнӗ тӗле яланах станица ҫинче пӗр пӗлӗт татӑкӗ те ҫук; вӑрманпа витӗннӗ ту хыҫӗнчен тухакан хӗвел йӗри-тавралӑха куҫа йӑмӑхтармаллах ҫутатать; сывлӑш йывӑр та вӗри — сулхӑнра та пӑчӑ, — кӑнтӑр тӗлне вара тӳпене хура пӗлӗтсем хупӑрласа илеҫҫӗ те ҫӗр ҫине ҫумӑр умӗнхи сулхӑн ҫапать.
I // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.