Поиск
Шырав ĕçĕ:
32. Е, Израильсӗр пуҫне, урӑх халӑх пӗлчӗ-шим Сана? е темӗнле ӑрусем Санӑн сакунна Иаков пекех ӗненме тытӑнчӗҫ-и?32. Или иной народ познал Тебя, кроме Израиля? или какие племена веровали заветам Твоим, как Иаков?
3 Езд 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Вара мухтавӗпе аслӑ Пурне те Тытса Тӑракан тата чӑн Турӑ, Хӑйӗн сӑваплӑ сӑнне кӑтартса, тӳпе хапхине уҫса янӑ та, ҫавӑнтан мухтавлӑ та хӑрушӑ икӗ Ангел аннӑ; иудейсемсӗр пуҫне вӗсем ыттисене пурне те курӑнса тӑнӑ.
3 Мак 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Унсӑр пуҫне ҫӳлтен хулӑн урай хӑмисем хупласа тӑнӑран вӗсем патне пӗр ҫутӑ та кӗмен, ҫапла вара пур енчен те тӗттӗм хупӑрласа илнӗскерсене мӗн ҫул тӑршшӗпех усал шухӑшлӑ ҫынсене тытнӑ пек пӑхса пынӑ.
3 Мак 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
35. Никанор пуҫне вара, вӑл Ҫӳлхуҫа пулӑшӑвӗн палли пулнине пурне те кӑтартмашкӑн, керем ҫине ҫакса хунӑ.35. Голову же Никанора повесил он на крепости в видимое для всех и ясное знамение помощи Господней.
2 Мак 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
31. Унта ҫитсессӗн, вӑл йӑхташӗсене чӗнсе пуҫтарнӑ, парне вырӑнӗ умне священниксене тӑратнӑ, керемре пулнисене те чӗнтернӗ, 32. вара киревсӗр Никанорӑн пуҫне, аллине — усал ҫын, каппайланса, Пурне те Тытса Тӑраканӑн сӑваплӑ Ҫурчӗ енне тӑснӑ алла — кӑтартнӑ та 33. ҫылӑхлӑ Никанорӑн чӗлхине касса илме, ӑна вакласа кайӑксене пӑрахса пама, ӑссӑрӑн аллине вара Турӑ Ҫуртне хирӗҫ ҫакса хума хушнӑ.
2 Мак 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
30. Вара Иуда — тӑван халӑхӗшӗн ӳчӗпе те, чунӗпе те пуринчен ытларах тӑрӑшаканскер, хӑйӗн чи лайӑх ҫулӗсене йӑхташӗсемшӗн панӑскер — Никанор пуҫне тата аллипе хулпуҫҫине касса Иерусалима илсе кайма хушнӑ.
2 Мак 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Алким теекенскер — унччен аслӑ священник пулнӑ, анчах пӑлхавӑрлӑ вӑхӑтра хӑйӗн ирӗкӗпе ирсӗрленнӗскер — хӑй нимӗнле майпа та ҫӑлӑнса юлаймасса, уншӑн сӑваплӑ парне вырӑнӗ патне ҫул пулмасса ӑнланса, 4. ҫӗр аллӑ пӗрремӗш ҫулхине Димитрий патша патне пынӑ, ӑна ылтӑн пуҫкӑшӑльпе пальма турачӗ парнеленӗ, унсӑр пуҫне вӑл тата Турӑ Ҫурчӗн харпӑрлӑхӗ шутланакан ҫу йывӑҫӗн турачӗсене парнеленӗ; ҫав кунхине Алким нимӗн те ыйтман-ха.
2 Мак 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Хӑйпе пӗрле пулнисене «Турӑ ҫӗнтерӗвӗ» текен паллӑ парса, вӑл суйласа илнӗ патвар ҫамрӑксемпе ҫӗрле патша чатӑрне тапӑннӑ, унӑн ҫарӗнчи тӑватӑ пине яхӑн ҫынна вӗлернӗ, кунсӑр пуҫне чи пысӑк сӑланне ун ҫинче ларакан халӑхӗ-мӗнӗпе тӗп тунӑ.
2 Мак 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Анчах вырӑнти ҫарпуҫсем Тимофей тата Геней ывӑлӗ Аполлоний, ҫавӑн пекех Иеронимпа Димофон, вӗсемсӗр пуҫне Кипр пуҫлӑхӗ Никанор вӗсене лӑпкӑ та хӑрамасӑр пурӑнма май паман.
2 Мак 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Ҫавӑнпа ҫийӗнчех тинӗс хӗрринчи хуласене иудейсене чуралӑха туянма сӗнсе ҫынсем янӑ, пӗр талант пуҫне тыткӑна илнӗ тӑхӑрвунӑ ҫын кӳрсе тӑма пулнӑ; анчах хӑй ҫине Пурне те Пултараканран тавӑру — хатӗрех тӑракан тавӑру — ҫитессе кӗтмен вӑл.
2 Мак 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Патшапа унӑн ҫӗнтерме май ҫук пек туйӑннӑ ҫарӗ Персие кайсассӑн, вӗсене Нанейӑн чӳк ҫуртӗнче Нанея апӑсӗсен ултавӗ урлӑ пӗтерсе тӑкнӑ: 14. Антиох, Нанейӑпа пӗрлешме тенӗ пек, ҫав вырӑна пырсассӑн, унпа пӗрле килнӗ тусӗсем вара хулӑм укҫи илме пырсассӑн, 15. ҫав укҫана вӗсене Нанея апӑсӗсем сӗннӗ; ҫапла Антиох пысӑках мар ушкӑнпа чӳк ҫуртне шала кӗнӗ, лешӗсем вара Антиох кӗнӗ-кӗменех ҫуртне питӗрсе илнӗ, 16. унтан, маччари вӑрттӑн шӑтӑка уҫса, чулпа пеме тытӑннӑ, патшана та, унпа пӗрле пулнисене те вӗлернӗ, вакласа, пуҫне касса вӗсене урамра тӑракансем умне кӑларса пенӗ.
2 Мак 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
69. Акӑ ӗнтӗ пытанса тӑнисем хӑйсен вырӑнӗнчен сиксе тухнӑ та ҫапӑҫу пуҫланӑ; Ионафан ҫарӗ тӳсеймесӗр пӑрахса тарнӑ, 70. икӗ ҫарпуҫӗ Авессалом ывӑлӗ Маттафийӑпа Халфий ывӑлӗ Иудӑсӑр пуҫне урӑх никам та юлман.
1 Мак 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Завдиил, Арави ҫынни, Александр пуҫне касса татса ӑна Птоломее ярса панӑ.17. Завдиил, Аравитянин, снял голову с Александра и послал ее Птоломею.
1 Мак 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
42. Кунсӑр пуҫне ҫулсерен Турӑ Ҫурчӗ валли пухӑнакан укҫаран патша хысни валли пилӗк пин сикль кӗмӗл илсе тӑрасси те пӑрахӑҫа тухать, вӑл укҫа Турӑ Ҫуртӗнче ӗҫлесе тӑракан священниксем валли кайӗ.
1 Мак 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
39. Птолемаида хулипе ун таврашӗнчи ҫӗре эпӗ Иерусалимри сӑваплӑ Ҫурта парнелесе паратӑп, ҫав ҫӗрпе вӑл хӑйӗн тӑкакӗсене саплаштарма усӑ курса пурӑнтӑр; 40. унсӑр пуҫне эпӗ унта хама тивӗҫлӗ ҫӗрсенчен пухнӑ патша укҫинчен ҫуллен вунпилӗк пин сикль кӗмӗл парса тӑрӑп.
1 Мак 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
38. Самари ҫӗрӗнчен уйӑрса Иудейӑпа пӗрлештернӗ ҫӗрсем виҫҫӗшӗ те Иудея халӑхӗнех пулччӑр, Иудея ҫӗрӗпе пӗр ҫӗр шутланччӑр, аслӑ священниксӑр пуҫне урӑх пуҫлӑх ан пултӑр вӗсен.
1 Мак 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
47. Иудейсем вӗсен тупӑшне те, мӗн вӑрласа тухнине те пӗтӗмпех пуҫтарса илнӗ; Никанорӑн пуҫне тата сылтӑм аллине — хуҫи мӑнаҫлӑн тӑсма юратакан алла — касса татса, Иерусалим умне илсе килсе ҫакнӑ.
1 Мак 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
34. Ҫапӑҫмашкӑн хаярланччӑр тесе, сӑлансене иҫӗм ҫырли юнӗпе пурҫӑн йывӑҫҫин юнне кӑтартнӑ; 35. ҫак чӗрчунсене темиҫе ушкӑна уйӑрнӑ, кашни сӑланӗ ҫумне пин ҫын тӑратнӑ, ҫыннисем тимӗр вӑчӑра тумтир, пӑхӑр калпак тӑхӑннӑ пулнӑ; кунсӑр пуҫне кашни сӑлан ҫумне чи паттӑр юланутҫӑсене пилӗкҫӗр ҫын тӑратнӑ.
1 Мак 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Ҫав ылтӑнпа кӗмӗле ил те пуҫкӑшӑль ту, ӑна Иоседек ывӑлӗ аслӑ иерей Иисус пуҫне тӑхӑнтарт, 12. вара ӑна кала: Саваоф Ҫӳлхуҫа ҫапла калать те: акӑ Ар, Вӑл ХУНАВ ятлӑ, Вӑл Хӑйӗн тымарӗнчен шӑтса тухӗ те Турӑ Ҫуртне туса лартӗ, тесе калать те.
Зах 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Вара унӑн пуҫне таса кидар тӑхӑнтартрӗҫ, ӑна тумлантарчӗҫ; Ҫӳлхуҫа Ангелӗ ура ҫинче тӑратчӗ.И возложили чистый кидар на голову его и облекли его в одежду; Ангел же Господень стоял.
Зах 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.