Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

шанса (тĕпĕ: шан) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Чунупа ыйтатӑн эсӗ, — хӑй сӑмахне хӑех шанса каларӗ Саня, — тултан кӑна юриех ним те мар пек кӑтартма тӑрӑшатӑн.

— Ты просишь в душе, — убеждённо возразила Саня, — а внешне притворяешься, что тебе безразлично.

Иккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ӑна эпӗ, ҫав вӗрентекен мӗн юратнине пӗлсе, вӑл хӑй майлӑ ҫырнӑшӑн, пӗр хӑйне хӑй юратнӑ пиркиех мана чи лайӑх паллӑ парасса шанса, ҫӑмӑллӑнах ҫырса пӑрахрӑм.

махнув рукой, я написал его согласно всем требованиям этого болвана и знал, что он от одного только удовлетворенного самолюбия поставит мне самую высокую отметку.

Ҫирӗм виҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

— Эпӗ ҫапла шутлатӑп, — терӗ Петька, чӗнмесӗр тӑнӑ хыҫҫӑн, — профессие ӑна хӑвӑн пӗтӗм вӑйна, чунна кӑтартма пултарассине шанса суйласа илмелле.

— А я считаю, — помолчав, сказал Петька, — что нужно знаешь какую профессию выбирать? В которой ты чувствуешь, что способен проявить все силы души.

Ҫирӗм пӗрремӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Вӑл вӗсене пурне те каласа панӑ, эпӗ кун пирки шанса тӑратӑп.

Он им все рассказал, я в этом уверен.

Ҫирӗммӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Часах акӑ самозванец Хусана туртса илни ҫинчен тата вӑл Мускав ҫинелле кайни ҫинчен хыпар ҫитсе, киревсӗр пӑлхавҫӑн вӑйӗ ҫукки ҫине шанса, ӑна-кӑна шухӑшламасӑр тӗлӗрсе пурӑнакан ҫар пуҫлӑхӗсене хускантарса ячӗ.

Вскоре весть о взятии Казани и о походе самозванца на Москву встревожила начальников войск, беспечно дремавших в надежде на бессилие презренного бунтовщика.

Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк. Арӗслени // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Ҫавӑнтах эпӗ аттесем патне ҫыру ҫырса Марья Ивановнӑна тыттартӑм та, ӑна хӑйне Савельич аллине шанса парса, унран уйӑрӑлтӑм.

Я тут же расстался с Марьей Ивановной, поручив ее Савельичу и дав ей письмо к моим родителям.

Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк. Арӗслени // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Петькӑпа мана вӑл ӑмӑрткайӑкпа танлаштарчӗ, эпир тӑван киле килсе каяссине те шанса тӑрать иккен вӑл.

Петьку и меня он сравнил с орлами и выразил надежду, что мы еще не раз вернемся в родное гнездо.

Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Вӑл «ырӑ кӑмӑллӑ Государь хӑюллӑ ҫулҫӳревҫе», «наци чапӗшӗн» хӑйӗн пурнӑҫне нихҫан та хӗрхенме пӗлменскерне пӗр пулӑшусӑрах хӑвармасса шанса тӑрать…

Она надеялась, что «всемилостивейший государь» не оставит без поддержки отважного путешественника, всегда готового пожертвовать жизнью ради «национальной славы»…

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

— Николай Антоныч шанса тӑнӑ ӑна, — терӗ вӑл, хӗрсе кайса.

— Николай Антоныч верил в него, — сказала она с жаром.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ромка хӑйне лаша шанса панӑшӑн ытла та хӗпӗртенӗ пулас, вӑл йӑвашшӑн тӑракан ула лаша тавра кускалах ҫӳрет, кирлӗ мар ҫӗртен ҫиллес ямшӑк сассипе тулхӑрса илет.

Ромка был очень горд, что ему доверена лошадь; он ходил вокруг смирного пегого мерина и все кричал грубым кучерским голосом.

15 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Ара манӑн аллӑма самолет шанса панӑ-тӑк, ӑна майлаштарас тӗлӗшпе те ӗҫлемелле-ҫке-ха.

А раз в моем распоряжении находился Самолет, нужно было заняться его устройством.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Таҫта аякра, ютри ҫӗршывра, таҫти хирсенче ман командир Денис Васильевич ҫапӑҫать, хӑйӗн ҫине анчах шанса, начальстваран приказ килессе кӗтмесӗр, ют хуласене ҫавӑра-ҫавӑра илет.

Где-то там, далеко, на чужих землях, на чужих полях, бьется мой командир Денис Васильевич, забирая на свой страх и риск, не дожидаясь приказа начальства, иноземные города.

10 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

— Её императорское величество, пуриншӗн те ырӑ кӑмӑллӑ государыня хама шанса панӑ провинцисене хӑрушӑсӑрлӑхра усрас чухне, ку ӗҫре эпӗ хам ҫине ҫав тери пысӑк ответлӑхах илме хӑяймастӑп.

— Я не смею взять на себя столь великую ответственность, когда дело идет о безопасности вверенных мне провинций ее императорским величеством, всемилостивейшей моею государыней.

Вуннӑмӗш сыпӑк. Хулана хупӑрлани // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Пуппа сывпуллашрӑм, унтан Акулина Памфиловнӑна ырӑ сунса алӑ тытрӑм та эпӗ, пӗтӗмпе вӗриленсе кайса, хам арӑм вырӑннех хисеплекен хӗре ун аллине шанса парса хӑвартӑм.

Я простился с священником и с Акулиной Памфиловной, с жаром поручая ей ту, которую почитал уже своею женою.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк. Уйӑрӑлни // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Вӑл шанса тӑнине тивӗҫлӗн кӑтартса пама ҫунса, татӑклӑ самант ҫитессине тӳсеймесӗрех кӗтме тытӑнтӑм.

Я жаждал доказать, что был достоин ее доверенности, и с нетерпением стал ожидать решительной минуты.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк. Тапӑну // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Иван Кузмич, хӑйӗн арӑмне тем пек хисеплетчӗ пулин те, служба йӗркипе хӑйне шанса панӑ вӑрттӑн хыпара тем парсан та каласа кӑтартас ҫукчӗ.

Иван Кузмич, хоть и очень уважал свою супругу, но ни за что на свете не открыл бы ей тайны, вверенной ему по службе.

Улттӑмӗш сыпӑк. Пугачевщина // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Ҫакна пула, ҫакна илсенех, сирӗн, господин капитан, вӑраха ямасӑрах асӑннӑ тӑшмана тата самозванеца хирӗҫ тӑма тивӗҫлӗн хатӗрленме, май килсессӗн, хӑвӑра шанса панӑ крепӑҫе пырса тапӑнсассӑн, ӑна тӗппех те пӗтерме хушатӑп.

Того ради, с получением сего, имеете вы, господин капитан, немедленно принять надлежащие меры к отражению помянутого злодея и самозванца, а буде можно и к совершенному уничтожению оного, если он обратится на крепость, вверенную вашему попечению.

Улттӑмӗш сыпӑк. Пугачевщина // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Эпӗ те, Марья Ивановна та вӗсенчен хамӑр шухӑшӑмӑрсене пытарма тӑрӑшман, ҫакна пула эпир вӗсем пирӗнпе килӗшессе малтанах шанса тӑнӑ.

Ни я, ни Марья Ивановна не старались скрывать от них свои чувства, и мы заранее были уж уверены в их согласии.

Пиллӗкмӗш сыпӑк. Юрату // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Вӑл ӑна — лайӑх, ӗнентермелле те чӗре патне пымалла ҫырнӑ, тесе пахаларӗ; ҫыру хӑй ӗҫне тӑвасси енӗпе иккӗленмелли ҫуккине шанса, вӑл хӑйӗн чечен чӗрине пӗтӗм ҫамрӑклӑхпа, юрату шанчӑкӗсемпе тапма ирӗк пачӗ.

Она нашла его столь убедительным и трогательным, что не сомневалась в успехе его и предалась чувствам нежного своего сердца со всею доверчивостию молодости и любви.

Пиллӗкмӗш сыпӑк. Юрату // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

— Сӑмахран, акӑ эпӗ пӗчӗклех йывӑр пурнӑҫа кӗрсе ӳкрӗм, анчах та эпӗ пурпӗрех анне ӗҫленипе тӑранса пурӑнасса шанса тӑман.

– Я, например, с детства попал в трудную атмосферу, и мне отнюдь не удалось рассчитывать на рабочую силу моей матери.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней