Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

пурнӑҫра (тĕпĕ: пурнӑҫ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Пӗтӗм пурнӑҫра та пӗртен-пӗр хут ҫеҫ пулса иртнӗ хирӗҫӳ мана темӗн пек уҫҫӑн палӑрса тӑчӗ.

И с необычайной ясностью вспомнилась мне наша единственная за всю жизнь ссора.

Пӗрремӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ку кӗнекере хам театра кайни ҫинчен асӑнмасан та юратчӗ, анчах пурнӑҫра ҫапла вӑл, сехет кустӑрмисем пӗр-пӗрне шӗтӗрнекӗсенчен тивсе майлашӑнса пынӑ пек, пулса пырать.

Конечно, не стоило бы и упоминать в этой книге, что я ходил в театр. Но, точно колёсики в часах, так цепляется в жизни одно за другое.

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Мӗн турӑм вара эпӗ, мӗнпе айӑпа кӗтӗм, мӗн сиктерсе хӑвартӑм-ши эпӗ пурнӑҫра чи кирлине, чи хаклине?

Что же я сделал, в чём провинился, что пропустил самое важное, самое необходимое в жизни?

Вуннӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

…Ман ӑшӑмра икӗ ҫын кӗрешетчӗҫ тейӗн ҫав — пӗри пурнӑҫра чи лайӑххине пӗлме тӑрӑшаканни, кӑмӑллӑн кулкаласа, савӑнаканни, тепри вара — тӗксӗм те ҫиленекенскер, хӑйне кӳрентерекеннине манман ҫын, хӑйне тарӑхтаракана тавӑрма пултарайманнипе асапланаканни.

…Точно два человека боролись во мне — один весёлый, лёгкий, который старался припомнить и живо представить себе всё самое хорошее в жизни, и другой — мрачный и мстительный, не забывающий обид, томящийся от невозможности отплатить за унижение.

Вуннӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

«Хама питӗ юратакан ҫынсем манпа пӗрлех пурнӑҫра пурте лайӑх та ҫӑмӑл пултӑр тесе шухӑшлама тытӑнчӗҫ-тӗк, ҫакӑн пек шӑплӑх тӑрать пулсан, тата ҫак тӗттӗмре ырӑ кӑвак мӑйӑх курӑнать пулсан, чи йывӑрри хыҫала тӑрса юлчӗ пуль ӗнтӗ», — терӗм эпӗ вара ӑшӑмра.

«Может быть, самое тяжёлое уже позади, — сказала я себе, — раз так случилось, что эти люди, которые так любят меня, — раз они будут теперь вместе со мной, чтобы всё в жизни стало легче и лучше? Раз такая тишина и так смутно видны в темноте эти добрые седые усы?..»

Вунулттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Хӗрарӑм хӑйне тахҫанччен юратса тӑракан ҫынна пӗр хут та пулин хӗрхенмесӗр тӑма пурнӑҫра пултараймасть.

Этого не бывает, чтобы женщина хоть раз в жизни не пожалела того, кто любит её так долго.

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ҫак пурнӑҫра чи малтанхи хут сӑмахсене тулли саспаллисемпе пӗтӗм чӳрече сарлакӑш ҫырса тухнӑччӗ, ҫӗнӗрен ҫӗнӗ ҫынсем пыратчӗҫ те ҫав сӑмахсене вулатчӗҫ, вӗсене тем пекех улӑштарас килетчӗ пулин те нимӗскерпе улӑштарма ҫукчӗ.

Первые в этой жизни слова были написаны жирными буквами во всю ширину окна, всё новые и новые люди подходили и читали их, и ничего нельзя было изменить, как бы страстно этого ни хотелось.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Чӳрече умне тӑрсах ҫав хыпара вуласа тухрӑм та ҫаврӑнса пӑхрӑм, ҫынсем пӑшӑрханса пӑхкаларӗҫ, ҫавӑн чух мана темле урӑх туйӑм ярса илчӗ; вуласса та эпӗ темле хама палӑрми урӑхла пурнӑҫра вуланӑ пек вуларӑм.

Стоя перед самым окном, я прочитала сводку, потом обернулась, увидела серьёзные, взволнованные лица, и странное чувство вдруг охватило меня: это чтение происходило уже в какой-то новой, неизвестной жизни.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Эпир пурнӑҫра шухӑшласа хуни епле-ха кӗл пулса ҫухалӗ?

Разве можно спалить то, что мы вообще себе в жизни загадали?!

26 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Шкултан вӗренсе тухнӑ хыҫҫӑн малалла ӑҫта каймалла, пурнӑҫра кам пулмалла (астроном-и, пограничник-и, е авиа-конструктор?) — ҫакӑн ҫинчен кӑҫал татӑклӑн шутласа хурас.

Решу определенно, кем быть в жизни, на кого учиться после школы (на астронома, пограничника или автоконструктора).

26 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Ҫакна та калас пулать: пурӑнан пурнӑҫра мана кам та пулин хӑй хыҫҫӑн ертсе пыратех.

Но, надо сказать, всегда в жизни меня кто-то ведет за собой.

19 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

«Ҫук, тем каласан та, телей пур ман пурнӑҫра» — шухӑшласа илтӗм эп.

«Нет, все-таки мне в жизни очень везет, — подумала я.

19 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Пулать те пурнӑҫра!

Ну и случается же в жизни!

8 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Юлашки вӑхӑтра чӗрем вӑркасах тӑрать, шухӑш вылять: ҫитрӗ самант, Расщепей ӳкернӗ картинӑра мӗнле пулнӑ, халӗ манӑн пурнӑҫра та ҫаплах пулмалла: хӑюллӑ партизанка…

Меня начинала томить тоска, вот, думала я, пришло время, чтобы в жизни быть такой, какой я была в картине Расщепея: храброй партизанкой…

8 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

— Ҫӗрулми, паллах, ытлашши калориллӗ ҫимӗҫех мар, анчах ҫапах та пирӗн пурнӑҫра ӑна апатӑн никӗсӗ теме пулать.

— Картошка хотя и не очень калорийный продукт, но тем не менее, мама, это есть, так сказать, основа средней пищи при нашем достатке.

7 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Ҫак аванлӑх пӗтӗм пурнӑҫра асра юлчӗ.

Так хорошо, что запомнилось потом на всю жизнь.

2 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Авалхи тӑхӑмӑрсем тӗрлӗ япаларан хатӗрленӗ тумтир хӑш-хӑш чиртен сывалма пулӑшнине пӗлнӗ, пурнӑҫра усӑ курнӑ.

Помоги переводом

Ҫутҫанталӑк пани аванрах // Кил-ҫурт, хушма хуҫалӑх. Кил-ҫурт, хушма хуҫалӑх, 2014.10.31

Ватӑ судья калать-ҫке-ха пурнӑҫра малтанах ҫапла пулса тӑтӑр теме ҫук тесе».

— Как говорит старый судья, в жизни не закажешь».

Вунулттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Тепле мана Саня каласаччӗ: пурнӑҫра пурте лайӑх пырать те — сасартӑк кӗтмен ҫӗртен ҫаврӑнмалла пулать, кунта вара «пичкесемпе» «иммельмансем» пуҫланаҫҫӗ имӗш.

Саня как-то говорил, что всю жизнь всегда бывало так: всё хорошо — и вдруг крутой поворот, и начинаются «бочки» и «иммельманы».

Вунулттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Анчах пӑхар мар-ха малашнехине, «пурнӑҫра ҫулҫӳрессине» малтанах пӗлсе тӑрас пулсан пурӑнмашкӑн та кичем пулнӑ пулӗччӗ.

Но не будем заглядывать в будущее, скучно было бы жить, если бы мы заранее знали своё «путешествие в жизни».

Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней