Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

культура сăмах пирĕн базăра пур.
культура (тĕпĕ: культура) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Республикӑра культура ыйтӑвӗ пӗрремӗш вырӑнта пулмалла тесе шухӑшлатӑп.

Помоги переводом

Чун витӗр кӑлармалла // Алексей МОСКОВСКИЙ. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.03.12, 9№

Ялти культура ӗҫченӗсем алӑ усса ларма юратмаҫҫӗ.

Помоги переводом

Ҫын ӗҫпе илемлӗ // Глафира ГРИГОРЬЕВА. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.03.12, 9№

Ытарайми чечексен композицийӗнчен куҫа илме ҫук, ӑна культура ҫуртӗнче тӑрӑшакан Н.Муллина хатӗрленӗ.

Помоги переводом

Ҫын ӗҫпе илемлӗ // Глафира ГРИГОРЬЕВА. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.03.12, 9№

Ӗҫ ҫыннин ҫулталӑкне халалласа Кӗҫӗн Таяпари культура ӗҫченӗсем час-часах тӗрлӗ мероприяти йӗркелеҫҫӗ.

Помоги переводом

Ҫын ӗҫпе илемлӗ // Глафира ГРИГОРЬЕВА. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.03.12, 9№

Пушӑн 11-мӗшӗнче Тӑвайри культура ҫуртӗнче «Тӑвай пики — 2016» 5-мӗш конкурс иртнӗ.

11 марта в Доме культуры Янтиково прошел 5-ый конкурс «Янтиковская красавица — 2016».

Тавай пикине суйланӑ // Софья Савнеш. http://chuvash.org/news/11808.html

Ял халӑхӗн канӑвне йӗркелес ӗҫре, культура шайне ӳстерес енӗпе хӑйсен пысӑк тӳпине хываҫҫӗ вӗсем.

Помоги переводом

Савӑк кӑмӑл парнелерӗҫ // Елена АНИСИМОВА. «Ҫӗнтерӳ ҫулӗ», 2016, пуш, 11

Уяв программине Ҫавалкасри «Ҫеҫпӗл» ача садне ҫӳрекен шӑпӑрлансем, Туҫи Мӑрат шкулӗн вӗренекенӗсем, Карл Маркс ячӗллӗ хуҫалӑхӑн, Кивҫурт Мӑратри пултарулӑх ушкӑнӗсем, вырӑнти культура ҫурчӗн ӗҫченӗсем йӗркелерӗҫ.

Помоги переводом

Савӑк кӑмӑл парнелерӗҫ // Елена АНИСИМОВА. «Ҫӗнтерӳ ҫулӗ», 2016, пуш, 11

Вырӑнти культура ҫуртӗнче ун умӗнхи кун чаплӑ концерт йӗркелерӗҫ.

Помоги переводом

Савӑк кӑмӑл парнелерӗҫ // Елена АНИСИМОВА. «Ҫӗнтерӳ ҫулӗ», 2016, пуш, 11

Кивӗ Ахпӳртри культура ҫуртӗнчи художество пултарулӑх коллективӗ тӑтӑшах район тата республика конкурсӗсемпе фестивалӗсен лауреатне тивӗҫет.

Помоги переводом

Пӑлапуҫ Пашьелсем тата Кивӗ Ахпӳртсем ҫӗнтернӗ // А. ИВАНОВА. «Авангард», 2016, пуш, 11

Вӗсенчен 37-шӗ — культура учрежденийӗсенчен.

Помоги переводом

Пӑлапуҫ Пашьелсем тата Кивӗ Ахпӳртсем ҫӗнтернӗ // А. ИВАНОВА. «Авангард», 2016, пуш, 11

Чӑваш Республикинчи ял тӑрӑхӗсенче вырнаҫнӑ муниципаллӑ культура учрежденийӗсенчен тата вӗсенче ӗҫлекенсенчен чи лайӑххисене палӑртнӑ.

Помоги переводом

Пӑлапуҫ Пашьелсем тата Кивӗ Ахпӳртсем ҫӗнтернӗ // А. ИВАНОВА. «Авангард», 2016, пуш, 11

Районти культура ӗҫченӗсем, ялсенчен катаччи чупса килнӗ Ҫӑварни пикисем чӑнласах та картинка ҫинчи пекех капӑр та илӗртӳллӗ.

Помоги переводом

Ҫӑварни хӗрӗ — картинка, картинкки катаччи чупма… // Н. МАЗЯКОВА. «Авангард», 2016, пуш, 11

Аслӑ Таяпари культура ҫуртӗнче ӗҫ хӗрарӑмне чысласа конкурс йӗркеленӗ.

Помоги переводом

Уяв хаваслӑ иртнӗ // Елчӗк Ен. «Елчӗк Ен», 2016.03.10

Курнавӑшри культура ҫуртӗнче 9-11 классенче вӗренекен хӗрачасем «Чӑваш пики» конкурсра тупӑшнӑ.

Помоги переводом

Уяв хаваслӑ иртнӗ // Елчӗк Ен. «Елчӗк Ен», 2016.03.10

Вӑрҫӑ ветеранӗн тӑлӑх арӑмне Тӑрӑм ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ А.Трофимов РФ Президенчӗн саламне вуласа панӑ, культура ӗҫченӗсем юбиляр ячӗпе илемлӗ юрӑсем шӑрантарнӑ.

Помоги переводом

Ӗҫ ветеранне чысланӑ // Елчӗк Ен. «Елчӗк Ен», 2016.03.10

Елчӗкри культура ӗҫченӗсен «Сар хӗвелӗм, ялкӑшсам» театрализациленӗ представленине Ҫуркуннене сӑнлакан икӗ хӗр уҫрӗ.

Помоги переводом

Килчӗ ырӑ ҫуркунне… // Елчӗк Ен. «Елчӗк Ен», 2016.03.10

Чӑваш Республикин Министрсен Кабинечӗн йышӑнӑвӗпе, Культура, национальноҫсен ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗн министерстви ҫирӗплетнӗ планпа килӗшӳллӗн 2013 ҫултан пуҫласа 2015 ҫулччен патшалӑх харпӑрлӑхӗ туса хунӑ документсене Шупашкарти истори архивне куҫарма палӑртнӑ.

Согласно постановлению Кабинета Министров Чувашской Республики, плану Министерства культуры, по делам национальностей и архива в период 2013 по 2015 годы все документы по государственному имуществу должны быть переданы в Исторический архив г. Чебоксары.

Документсенче - халӑх кун-ҫулӗ // Т.ПУПИНА. «Елчӗк Ен», 2016.03.10

Кӑтартусене Чӑваш Республикин Культура министерствине ярса паратпӑр.

Сведения направляются в Министерство культуры Чувашской Республики.

Документсенче - халӑх кун-ҫулӗ // Т.ПУПИНА. «Елчӗк Ен», 2016.03.10

Ҫак тӑрӑхри чи паллӑ капиталистсем хӑйсен пуянлӑхӗшӗн кӑна ӑнтӑлман, вырӑнти культура пурнӑҫне аталантарма та, ыркӑмӑллӑх акцийӗсем ирттерме те кӗмӗлне шеллемен.

Помоги переводом

Мухтав сире, Таланцевсем! // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 11; 32№

Плана ҫавӑн пекех культура еткерлӗхӗн объекчӗсене реставрацилессине кӗртнӗ.

Помоги переводом

Ӗҫ планне улшӑнусем кӗртнӗ // Н.ГЕОРГИЕВА. «Хыпар», 2016, пуш, 11; 32№

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней