Поиск
Шырав ĕçĕ:
Чӗнмесӗр, сас памасӑр ан тӑрсамччӗ, эй Турӑҫӑм! нимӗн тумасӑр ан тӑрсамччӗ: 3. акӑ ӗнтӗ тӑшманусем шавлашаҫҫӗ, Сана курайманнисем пуҫне ҫӗклерӗҫ; 4. Санӑн халӑхна хирӗҫ чее шухӑш тытрӗҫ, Хӑв упраса тӑракансене хирӗҫ каварлашаҫҫӗ; 5. ӗнтӗ ҫапла каларӗҫ: «каяр та вӗсене халӑхсем хушшинчен пӗтерер, ӳлӗм Израиль ятне ан асӑнччӑр» терӗҫ.
Пс 82 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
25. Иеремия та Иосийӑна хӳхлев юрри хайласа асӑннӑ; юрӑҫӑ арҫынсем те, юрӑҫӑ хӗрарӑмсем те хӑйсен хӳхлев юррийӗсенче Иосийӑна асӑннӑ, ҫав юрӑсем паян кунчченех сыхланса юлнӑ, вӗсене Израиле ӳлӗм усӑ курма парса хӑварнӑ; вӗсене хӳхлев юррисен кӗнекине кӗртсе хӑварнӑ.
2 Ҫулс 35 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
20. Иордан тӗпӗнчен илнӗ вуникӗ чула Иисус Галгал хулинче купаласа лартнӑ, 21. вара Израиль ывӑлӗсене каланӑ: ӳлӗм сирӗн ывӑлӑрсем хӑйсенӗн ашшӗсенчен: «Ку чулсем мӗне пӗлтереҫҫӗ?» тесе ыйтсассӑн, 22. ывӑлӑрсене ҫапла калӑр: «Израиль ҫак Иордан урлӑ типӗ ҫӗртен каҫнӑ» тейӗр: 23-24. сирӗн Ҫӳлхуҫа Туррӑр эпир ӗлӗк Хӗрлӗ тинӗс урлӑ каҫса кайиччен ӑна типӗ тӑратнӑ пек, [сирӗн Ҫӳлхуҫа Туррӑр] ҫак Иордана та эпир ун урлӑ каҫса кайиччен типӗ тӑратрӗ, ҫакна Вӑл Ҫӳлхуҫа алли хӑватлине ҫӗр ҫинчи пӗтӗм халӑх пӗлсе ҫиттӗр, сирӗн хӑвӑрӑн Ҫӳлхуҫа Туррӑртан ӗмӗр хӑраса пурӑнмалла пултӑр тесе тунӑ, тенӗ.
Нав 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Иисус Израиль ывӑлӗсем хушшинчен вуникӗ ҫын — кашни йӑхран пӗрер ҫын — чӗнсе илнӗ те 5. каланӑ вӗсене: хӑвӑрӑн Ҫӳлхуҫа Туррӑр саккунӗн арчи умне, Иордан варрине кӗрӗр те [ҫавӑнтан] йӑхсерен пӗрер чул — Израиль йӑхӗсен шучӗпе вуникӗ чул [илсе] — хулпуҫҫи ҫине хурӑр: 6. вӗсем сирӗн аса илтерекен паллӑ пулччӑр, [ялан ҫакӑнта выртчӑр]; ӳлӗм ывӑлӑрсем хӑвӑртан: «Мӗнле чулсем кусем?» тесе ыйтсассӑн, 7. вӗсене ҫапла калӑр: «[Пӗтӗм ҫӗр] Ҫӳлхуҫи саккунӗн арчи умӗнче Иордан шывӗ икке уйӑрӑлса тӑнӑ; вӑл Иордан урлӑ каҫнӑ чухне шыв икке уйӑрӑлса тӑнӑ, ку чулсене ҫавна асӑнмалӑх хунӑ» тейӗр; ҫапла вара ҫак чулсем Израиль ывӑлӗсемшӗн ӗмӗрӗпе астутарса тӑракан палӑк пулӗҫ, тенӗ.
Нав 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Ӳлӗм Израиль ывӑлӗсене Турӑ ҫилли ан ҫиттӗр тесе, сӑваплӑ вырӑнта тата парне вырӑнӗ умӗнче кӗлӗ йӗркисене ҫапла туса тӑрӑр, 6. мӗншӗн тесессӗн Эпӗ сирӗн тӑванӑрсене, левитсене, Израиль ывӑлӗсенчен уйӑрса илсе, Ҫӳлхуҫана халалласа, вӗсем пуху чатӑрӗнче ӗҫлесе тӑччӑр тесе сире патӑм; 7. парне вырӑнӗ умӗнче тата шалта чаршав хыҫӗнче священник тумалли пӗтӗм ӗҫе эсир — эсӗ те, санӑн ывӑлусем те — тимлӗ, тирпейлӗ туса тӑрӑр; Эпӗ сире священник пулма халаллатӑп, урӑх ҫынна вара ҫакӑнта ҫывӑхарсассӑн вӗлерме тытса парӗҫ, тенӗ.
18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Сирӗн талантӑрпа пултаруллӑ ӗҫӗр ӳлӗм те малалла аталанма пулӑшакан паха пуянлӑх пуласса шанса тӑратӑп.
Раҫҫей ӑслӑлӑхӗн кунӗ ячӗпе саламлани (2016) // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/info.aspx?gov_id=712&t ... id=3196749
Рада унран хӑй ӗмӗтӗнче хывӑннӑ хаваслӑ та канӑҫлӑ кунсем килессе кӗтет, ӳлӗм ырӑ телей пулӗ тесе шухӑшлать.
XII. Бойчо Огнянов // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Вӑл крепоҫран тарса тухрӗ, халь те пулин ют ятпа пурӑнать, тӑван кил-йышӗпе те тахҫан пӗлнӗ тусӗсемпе курнӑҫаймасть, ӑна хӑйне сехетсерен палласа илме пултараҫҫӗ, каллех хупса хурасран та сыхланмалла, иртен кунра вӑл хӑй валли хаваслӑх-мӗн кӗтмест, ӳлӗм чипер пурӑнӑп-ха тенӗ шанчӑк та тытмасть вӑл, — ҫакӑн пек ҫынна пӗртен пӗр аслӑ идейӑ кӑна Болгарие таврӑнмашкӑн хистеме пултарнӑ, вара вӑл, ҫакӑнта икӗ ҫын вӗлернӗ хыҫҫӑн та, тӑван ҫӗршывне пӑрахса каясшӑн пулмарӗ.
XII. Бойчо Огнянов // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Соколов тухтӑра ӳлӗм мӗн кӗтет тесе тӗрлӗрен сӑмах шухӑшласа кӑларма та кунсерен тӗрлӗ сӑмах илтсе йӑпанма кам пӳлчӗ-ши ӑна?
X. Хӗрарӑмсен мӑнастирӗ // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.