Поиск
Шырав ĕçĕ:
Ҫӑвӑнса тасалсан, хӑйӗн кӗмӗл пек йӑлтӑртатакан йӗпе сӑмсине хӗвел ҫинче ҫӳлелле ҫӗклерӗ те какӑлтатса ячӗ.
Хӑнасем // Гаврил Молостовкин. Пришвин М.М. Ылтӑн ҫаран: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 200 с. — 84–85 с.
Атте ӗнтӗ тумне улӑштарнӑ, ҫӑвӑнса тасалнӑ — аннеҫӗм кресли ҫумне ларнӑ та ӑна «Журнал дес Дебатс» вуласа парать; анчах аннеҫӗм ӑна тимлӗ итлемест, мана курсан эпӗ кукӗпе ӑҫта ҫӳрени ҫинчен ыйтрӗ, унтан таҫта, турӑ пӗлет такампа ҫапкаланса ҫӳренине юратмасть, тесе хушса хучӗ.
XIV // Александр Артемьев. Тургенев И.С. Пиравйхи юрату: повеҫсем, калавсем, прозӑллӑ сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 176 с. — 3–63 с.
Упӑшки ҫӗрле тӑватӑ сехетре анчах киле ҫитсе выртнине астуса илсен, арӑмӗ хӗрхеннипе ӑна вӑратмарӗ, упӑшки ыйтнипе Петербургран ярса панӑ пушмакне, хӑйӗн кӗлетки ҫинче шыв пек вылянса тӑракан шурӑ кофтине тӑхӑнчӗ те пуҫтарӑнмалли пӳлӗме кӗчӗ, уҫӑ шывпа ҫӑвӑнса тӗкӗр умне пырса тӑчӗ.
Кӳме // Михаил Рубцов. Николай Гоголь. Повеҫсем; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 3–38 с.
Аксинья мӑк витсе илнӗ симӗс чулсем айӗнчи ҫырма тӗпне анчӗ, пӑр пек сивӗ ҫӑлкуҫ шывне тӑраниччен ӗҫрӗ те ҫӑвӑнса илчӗ, хӗрелсе кайнӑ питне тутӑрпа шӑлса типӗтрӗ.
XVII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Мишка, тин кӑна хиртен таврӑннӑскер, крыльца патӗнче ҫӑвӑнса тӑратчӗ.Мишка только что вернулся с поля, умывался, стоя возле крыльца.
IV // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Вара Лева хӑвӑртрах ҫырмана чупать те ҫӑвӑнса тасалать, инкекӗ те пулмӗ, тет.Тогда Левка бежит скорее на речку, умывается, чистится, чтобы неприятностей не было.
VII сыпӑк // Илпек Микулайӗ. Юрий Сотник. Курман-илтмен кайӑк; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 155–238 с.
Екатеринодара ҫитетпӗр те — ҫӑвӑнса тасалӑпӑр.
XXVI // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Шалкӑм ҫумӑрпа ҫӑвӑнса тасалнӑ ҫеҫенхир акӑш-макӑш симӗссӗн курӑнса выртать.
XVI // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Анчах никам та тухмарӗ, тап-таса шӑлнӑ картиш тӑрӑх шурӑ кӑвакалсем кӑна, хӑйсен чӗлхипе темскер ҫинчен хӗрсех калаҫса, тайкаланса ҫӳреҫҫӗ тата чӳрече янаххи ҫинче, йӑм-хӗрлӗ кӑпӑш чечексем хушшинче, сӑрӑ кушак ҫӑвӑнса ларать.
9 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Дон хӗрринче ҫӑвӑнса илнӗ хыҫҫӑн Иван Алексеевич чунӗпе кӑштах ҫирӗпленчӗ.Иван Алексеевич, после того как обмылся в Дону, потвердел духом.
LIV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Пӗр эрнерен ҫӑвӑнса тасалнӑ ҫеҫенхир улшӑнчӗ, ҫамрӑкланчӗ те ҫӗнӗ ҫутӑ сӑрсемпе сӑрланчӗ.Прошла неделя, и умытая степь преобразилась, помолодела и покрылась свежими красками.
XXVIII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Август тӳпин пӗчӗкҫӗ кӑна хушӑкӗнчен катӑк уйӑх, ӗнерхи ҫумӑрпа ҫӑвӑнса исленнӗскер, симӗс куҫӗпе чалӑшшӑн тӗмсӗлсе пӑхать.
XVII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Ҫӑвӑнса тасалнипе кӑмӑлӗ ҫӗкленнӗ Листницкий алла хаҫат тытнӑччӗ ҫеҫ — ӑна полк командирӗ патне чӗнтерчӗҫ.Повеселевший после умывания Листницкий взялся было за газету, но его пригласили к командиру полка.
X // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Аялти кӗписене улӑштарнӑ хыҫҫӑн, эрехетлӗн тулхӑрса, вӑрахчен ҫӑвӑнса тӑчӗ, хӗвел ҫинче пиҫнӗ тулли мӑйне ҫемҫе ал шӑллипе сӑтӑрса шӑлчӗ.
X // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Бунчук, ҫӑвӑнса пӗтерсе, кӑштӑркка пир ал шӑллипе питне шӑлчӗ.Бунчук кончил умыванье и, растирая лицо черствым холстинным полотенцем, сказал:
II // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Бунчук кӑвакарса симӗсленнӗ таз ҫинче ҫӑвӑнса тӑнӑ вӑхӑтра ҫар тумӗ тӑхӑннӑ ҫын, кӗске кастарнӑ ҫӳҫне тураса якатса, ӗшенчӗк те лӑпкӑ сасӑпа каларӗ:
II // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Ҫыранта шывпа тап-таса ҫӑвӑнса типнӗ пӗрене куписем выртнӑ, пӗрерӗн-пӗрерӗн те вырткаланӑ.По берегу лежали в штабелях и вразброс уже высохшие, отлично вымытые бревна.
XXVII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Вӗсен умӗнче ҫӑвӑнса ҫамрӑкланнӑ хир сарӑлса выртать.
IX сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Каҫпа тата ҫӗрле полк пӗтӗмпех ҫӑвӑнса тухтӑр!
XIX // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.
Салтаксем хресченсен мунчисенче ҫӑвӑнса тухрӗҫ, таса кӗпе-йӗм илчӗҫ, юлашки эрне хушшинче ҫывӑрмасӑр ирттернӗ кунпа ҫӗрсемшӗн ҫывӑрса тӑранчӗҫ те халь тӗрлӗ ӗҫпе вӑхӑта ирттереҫҫӗ: хӗҫпӑшалсене юсаса тасатаҫҫӗ, тумтирӗсене йӗркене кӗртеҫҫӗ, политработниксемпе агитаторсем ирттерекен калаҫусене итлеҫҫӗ, хаҫатсемпе кӗнекесем вулаҫҫӗ, кӑнтӑрла тата ҫӗрле тӑшмана мӗнле шырамаллине вӗренеҫҫӗ, снайпер ӗҫне хӑнӑхаҫҫӗ, боеприпассем турттараҫҫӗ, ҫӗнӗрен килнӗ салтаксене вӑрҫӑн йывӑр искусствине вӗрентеҫҫӗ.
III // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.