Поиск
Шырав ĕçĕ:
Акӑ райисполком ҫурчӗ, хула илемне кӳрсе ларакан пысӑк ҫурт: ун алӑкӗ умӗнче темиҫе бричка; иккӗмӗш хутра чӳречесене яриех уҫса янӑ, такам чӳрече ани ҫинче ҫурӑмне тулалла кӑтартса ларать — ахӑртнех председатель кабинетӗнче темӗнле канашлу пырать пулмалла.
Клевень шывӗ хӗрринчи лагерь // Илле Тукташ. Ковпак С.А. Путивльрен Карпата ҫитиччен: повесть. Вырӑсларан И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 128 с.
Эпир вырнаҫнӑ ҫурт — Садовая урамри шултӑра чултан тунӑ пӗр хутлӑ, икӗ хваттерлӗ стандартлӑ ҫуртчӗ.
Донбасри сивӗ // Василий Юдин. Кошевая Е. Ывӑлӑм ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 208 с.
Ачалӑхӑма пурӑнса ирттернӗ кивелнӗ йывӑҫ ҫурта эп ниепле те аса илмесӗр хӑварма пултараймастӑп, ҫав ҫурт тата ак мӗнпе пахаччӗ: мал енӗпе вӑл Европӑна тухатчӗ, тепӗр енӗ вара Азинелле пӑхатчӗ.
I // Николай Григорьев. Мамин-Сибиряк Д.Н. Тӑрантаракан тата ытти калавсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 48 с. — 36–48 с.
Палатин ҫинчи ҫуртсӑр пуҫне Цезарӗн Субурра варринче тепӗр ҫурт пур.Кроме дома, который Цезарь имел на Палатине, у него был, еще один, в самом центре Субурры.
IX сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.
Ҫурчӗ пирки каласан вара, вӑл Рим хулинче те капӑр ҫурт шутӗнчех тӑма пултарать.
VII сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.
Вӗсем юханшыв вокзалӗн ҫурчӗ витӗр тухаҫҫӗ те, пусмасем тӑрӑх пристань патне — пысӑк ҫурт пек туса лартнӑ хуралтӑллӑ баржа патнелле анаҫҫӗ.
Килтен кайни // Николай Евстафьев. Дубов Н.И. Юханшыв ҫинчи ҫутӑсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 144 с.
Ывӑлӗ ҫурт вырӑнӗнче музей та тӑвас тенӗ пулас, анчах мӑнукӗ сутса янӑ — халь унта суту-илӳ ҫурчӗ вырнаҫнӑ.
Вӑрнара кайса килни: курни-илтни // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/content/5669-%D0%92% ... D0%B8.html
Ҫурт улӑпла тупӑк ҫуртне евӗрлет.
Пӑрахса хӑварнӑ пӳрт // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.
— Ҫынсем валли чул ҫуртсем тӑватӑп, хам тупӑк валли йывӑҫ ҫурт тӑватӑп… — тетчӗ вӑл ӗҫ ҫинчен.Он говорил о работе: — Строю для людей дома каменные на гроб себе деревянный…
XVIII. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
«Вилӗ чунсем» ятлӑ кӗнекене эпӗ вулас килмесӗрех вуласа тухрӑм; «Вилӗ ҫуртри запискӑсене» те ҫавӑн пекех; «Вилӗ чунсем», «Вилӗ ҫурт», «Вилӗм», «Виҫӗ вилӗм», «Чӗрӗ мощсем» кӗнекесем пурте ҫакнашкал пӗрешкел ятлӑ пулни — вӑл кӗнекесем патнелле тем кӑмӑл туртмалла мар туса, вӗсене ирӗксӗр астутарса пӑхтаратчӗ.
XVI. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Кӗсмене кимӗ хӗррине хурса, вӑл пӑшал тытать те ҫурт тӑрринчи китаеца тӗллесе перет, — китаецне сиен пулмарӗ, пульккисем сывлӑшра тусан тӗтӗмӗсем тӑратса, ҫурт тӑрринелле те стена ҫинелле ыткӑнчӗҫ.
XVI. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Эпӗ Скобелев пулнӑ пулсан, каллех туркӑсемпе вӑрҫӑ пуҫласа ярӑттӑм, вӗсенчен укҫа илӗттӗм, хулара чи лайӑх вырӑнта — Откосра ҫурт лартӑттӑм та ӑна дамӑна парӑттӑм, — вӑл ҫак урамран, ҫак ҫуртран, пурте ун ҫинчен кӳренмелле те пит лайӑх мар калаҫнӑ ҫӗртен пӑрахса кайтӑрччӗ хуть.
X. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Вертикаллисене пурне те туртрӑм та тӗлӗнсе карӑм, ҫурт сӑнӗ-пичӗ темле улшӑнса тӑчӗ: чӳречисем чӳрече хушшисем тӗлне куҫса ларчӗҫ, пӗр чӳречи стенаран тухса кайса сывлӑшра, ҫуртпа юнашар ҫакӑнса тӑрать.
IV. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Икӗ хутлӑ ҫуртсем курӑнмаҫҫӗ терӗм те, ак, хайхи пӗрремеш икӗ хутлӑ ҫурт — унта темле лавкка вырнаҫнӑ пулас.
Ӳкерчӗклӗ Сан-Грегорио-де-Поланко // Вячеслав Шорников. https://chuvash.org/blogs/comments/5632.html
Унта, тарӑн та тӗпсӗр ҫырта, уйсем, ҫарансем ешереҫҫӗ, авкаланчӑк юханшывсем кӗмӗл тӗспе йӑлтӑртатаҫҫӗ, ялсем тетте ҫурт ушкӑнӗсем пек курӑнаҫҫӗ, ҫав ҫуртсем патӗнче пӗчӗкҫӗ ҫынсем мӗшӗлтетеҫҫӗ.
2. Ӗмӗрхи юрсен тӗнчинче // Лина Агеносова. Обручев, В. А. Тусемпе материксем пулса кайни / вырӑсларан Л. В. Агеносова куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 134 с.
Пӑлтӑра кӗрсе пусма тӑрӑх хӑпарнӑ чух та эпӗ лайӑххӑн вӑранайманччӗ-ха, анчах малти пӳлӗм алӑкӗн ҫӑри, питӗрмелли пӗчӗк кӗле, пӑрнӑҫнӑ урай хӑми, лар, ҫурта лартмалли кивӗ ывӑс, ӗлӗкхиллех тумлам-тумлам хытса ларнӑ шӑн ҫулӑскер, шӑн ҫу ҫуртин халь ҫеҫ ҫутнӑ кукӑр та сивӗ хӑйӑвӗнчен ӳкекен мелкесем, яланах тусанлӑ, кӑларса лартман ик хут чӳрече (эп астунӑ тӑрӑх, ун умӗнче пилеш ӳсмелле), — ҫаксем пурте чуна ҫывӑх туйӑннӑран, вӗсем асаилӳсемпе тулса тӑнӑран, пӗр шухӑшпа ҫыхӑннӑ пек пӗр-пӗринпе килӗшӳллӗ пулнӑран, эпӗ сасартӑк ҫак савнӑ кивӗ ҫурт хама ҫупӑрланине туйса илтӗм.
XXVIII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Ҫула май кӗмелли иккӗмӗш ҫурт — Корнаковсен ҫурчӗ.
XIX сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Кайма ҫывӑхрах пулни енчен шутласан, чи малтан кӗмелли ҫурт — Сивцев Вражкинче пурӑнакан Валахинӑсен ҫурчӗ.Первый визит был, по местности, к Валахиной, на Сивцевом Вражке.
XVIII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Уйӑх ҫутинче вара, вырӑн ҫинчен тӑрса, ҫурт умӗнчи пӗчӗк садалла тухакан чӳрече ҫине выртса пӑхкаламасӑр чӑтма пултараймастӑп эпӗ, Шапошников ҫурчӗн ҫуталнӑ ҫивиттийӗ, хамӑрӑн прихутри чиркӗвӗн чаплӑ тӑрри, хӳмепе тӗмӗн садри сукмак ҫине ӳкекен мӗлки ҫине тинкерсе вӑрах лармасӑр тӳсме манӑн хал ҫитмест, ҫавӑнпа кайран ирхине вунӑ сехетре кӑна аран-аран вӑранатӑп.
IX сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Тӗрӗссипе каласан, вӑл кукаҫи ҫурчӗ мар, кукаҫи пурӑнакан ҫурт пулнӑ, унсӑр пуҫне унта тата тепӗр ҫемье пурӑнать.
Манӑн ятӑм Шура пулса тӑчӗ // Аркадий Петров. Алексин А.Г. Сашӑпа Шура: повесть; А.Петров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 92 с.