Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

тӳррипех (тĕпĕ: тӳрри) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ман положенире пулнисем яланах вара хӑйсене лӑпкӑн, нимӗн те пулман пек тытма пултарнипе мухтанаҫҫӗ, анчах та, тӳррипех калас пулать, эпӗ хама ун пек кӑтартаймарӑм.

Но, признаюсь, я не имел того хладнокровия, которым хвалятся почти всегда те, которые находились в моем положении.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк. Пӗрне-пӗри // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Тӳррипех калас пулсан, акӑ мӗн: мана валли Мускавран географи картти ҫырӑнса илнӗччӗ.

Надобно знать, что для меня выписана была из Москвы географическая карта.

Пӗрремӗш сыпӑк. Гварди сержанчӗ // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Ну, тӳррипех калатӑп, Мускав барышнисем!

Ну, уж признаюсь, московские барышни!

Июнӗн 16-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Тӳррипех калатӑп, манпа юнашар ларакан ҫын пикенсех ҫиетчӗ пулсан та, эпӗ хӑрарӑм; Грушницкий темлерех чӑннине персе янӑ пулсан, вӑл хӑйшӗн чылаях кичем япаласем илтме пултарнӑ пулӗччӗ; анчах кӗвӗҫнипе вӑл кун ҫинчен шутламан та.

Признаюсь, я испугался, хотя мой собеседник очень был занят своим завтраком: он мог услышать вещи для себя довольно неприятные, если б неравно Грушницкий отгадал истину; но ослепленный ревностью, он и не подозревал ее.

Июнӗн 16-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Тӗрлӗрен ҫынсем пур-ҫке, хӑшӗсем акӑ нимӗнсӗрех эрешменсемпе таракансенчен, шӑшисенчен хӑраҫҫӗ, тӳррипех калас-ши, эпӗ ача чухнех пӗр карчӑк ман пирки аннене юмӑҫ ярса панӑ; хаяр арӑмӗнчен вилмелле, тенӗ вӑл ман пирки; ку мана ун чухнех ытла тӗлӗнтернӗ: авланасси ҫине ҫав тери йӗрӗнсе пӑхакан пултӑм… анчах вӑл калани мана тӗрӗсе килес пек туйӑнать; ҫапах та эпе май килнӗ таран ҫавӑ каярах килтӗрччӗ тесе тӑрӑшӑп-ха.

Ведь есть люди, которые безотчетно боятся пауков, тараканов, мышей, признаться ли, когда я был еще ребенком, одна старуха гадала про меня моей матери; она мне предсказала мне смерть от злой жены; это меня тогда глубоко поразило; в душе моей родилось непреодолимое отвращение к женитьбе… между тем что-то мне говорит, что ее предсказание сбудется; по крайней мере буду стараться, чтоб оно сбылось как можно позже.

Июнӗн 14-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Тӳррипех калӑр-ха, — терӗм эпӗ пикене, — вӑл яланах питӗ кулӑшла ҫынччӗ те, ҫапах та вӑл сире халиччен интереслӗрех пек туйӑнатчӗ-ҫке… шинельпе ҫӳренӗрен-и?..

— А признайтесь, — сказал я княжне, — что хотя он всегда был очень смешон, но еще недавно он вам казался интересен… в серой шинели?..

Июнӗн 5-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Тӳррипех каласа пар ӗнтӗ мана, эсӗ ӑна юрататӑн вӗт?

— Лучше скажи мне просто теперь, что ты ее любишь.

Июнӗн 4-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Княжна ӑна хӑйӗн чӗрери чи ҫывӑх сӑмахне шанса калама шутланӑ пулас: тӳррипех каламалла, тупнӑ та иккен кама каласа пама!

Княжна вздумала, кажется, ей поверять свои сердечные тайны: надо признаться, удачный выбор!

Июнӗн 4-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

— Мӗншӗн тесен салтак шинелӗ сире питех те килӗшет, ҫавӑнпа тӳррипех калар, кунта, шывпа сывалнӑ ҫӗрте, ҫӗлетнӗ армейски пехотнӑй мундир сире пур пӗрех тӗлӗнтерекен ҫын тӑваймасть.

— Оттого, что солдатская шинель к вам очень идет, и признайтесь, что армейский пехотный мундир, сшитый здесь, на водах, не придаст вам ничего интересного…

Июнӗн 3-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

— Епле пулма пултарнӑ-ха халиччен те эпир сирӗнпе паллашманни, — тесе хучӗ вӑл, — тӳррипех калӑр-ха, эсир хӑвӑр кӑна айӑплӑ-ҫке уншӑн, пуринчен те пӑрӑнса ҫӳретӗр, ун пек туни вырӑнсӑр.

— Я не знаю, как случилось, что мы до сих пор с вами незнакомы, — прибавила она, — но признайтесь, вы этому одни виною: вы дичитесь всех так, что ни на что не похоже.

Майӑн 22-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

— Кала-ха тӳррипех, эсӗ хӑвна ху ӳпкелетӗн вӗт…

— Однако признайся, ты раскаиваешься?..

Майӑн 16-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Тӳррипех калас пулать, эпӗ характерлӑ хӗрарӑмсене юратмастӑпах: вӗсен ӗҫӗ-и вӑл характерлӑ пуласси!

Надо признаться, что я точно не люблю женщин с характером: их ли это дело!..

Майӑн 16-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Тӳррипех калатӑп, эпӗ хам та ҫав Печорин килессине кӑшт тӳсеймесӗртерех кӗтсе тӑтӑм; штабс-капитан каласа панӑ хыҫҫӑн эпӗ ӑна кӑмӑлласах каймарӑм, ҫапах та унӑн характерӗнчи хӑш-пӗр енӗсем мана калама ҫук лайӑх пек туйӑнчӗҫ.

Признаться, я также с некоторым нетерпением ждал появления этого Печорина; по рассказу штабс-капитана, я составил себе о нем не очень выгодное понятие, однако некоторые черты в его характере показались мне замечательными.

Максим Максимыч // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Максим Максимыч апат пӗҫерме питӗ ӑста: фазана вӑл тӗлӗнсе каймалла лайӑх ӑшаларӗ, ӑна тӑварланӑ хӑяр шывӗпе сапрӗ; тӳррипех калас пулать вара, вӑл пулман пулсан, типӗллех ҫимелле пулатчӗ ентӗ манӑн.

Максим Максимыч имел глубокие сведения в поваренном искусстве: он удивительно хорошо зажарил фазана, удачно полил его огуречным рассолом, и я должен признаться, что без него пришлось бы остаться на сухоядении.

Максим Максимыч // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Сире тӳррипех калас пулать, манӑн кил-йышӑм ҫук: аттепе анне ҫинчен эпӗ пӗр вун икӗ ҫул хушши нимӗн те пӗлместӗп, авланма хӗрарӑм палӑртса хуманшӑн ӗлӗкрех чухлаймарӑм, халь ӗнтӗ килӗшсех те каймасть; эпӗ хама йӑпатакан ҫынна тупнӑшӑн хӗпӗртенӗччӗ.

Надо вам сказать, что у меня нет семейства: об отце и матери я лет двенадцать уж не имею известия, а запастись женой не догадался раньше, — так теперь уж, знаете, и не к лицу; я и рад был, что нашел кого баловать.

Бэла // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

— Ҫапах та, тӳррипех калӑр-ха, — терӗм эпӗ, — вӗсемсӗр пире тата кансӗр пулнӑ пулӗччӗ-ҫке.

— Признайтесь, однако, — сказал я, — что без них нам было бы хуже.

Бэла // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

— Бэла пире каярахпа тӳррипех каласа пачӗ, Печорина малтанхи хут тӗл пулсанах вӑл ӑна час-часах тӗлӗкӗнче курса тӗлӗрнӗ, ҫинчен тата ун кӑмӑлне ҫавӑнччен пӗр арҫын та Печорин пек хускатайман.

— Да, она нам призналась, что с того дня, как увидела Печорина, он часто ей грезился во сне и что ни один мужчина никогда не производил на нее такого впечатления.

Бэла // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Тӳррипех калатӑп, — терӗ вӑл малалла, мӑйӑхне пӗтӗркелесе, — хама пӗр хӗрарӑм та нихӑҫан та ҫавӑн пек юратманшӑн калама ҫук ӳкӗнтӗм эпӗ.

— Да, признаюсь, — сказал он потом, теребя усы, — мне стало досадно, что никогда ни одна женщина меня так не любила.

Бэла // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Ну, тӳррипех каласа пар-ха, — терӗм эпӗ ӑна.

Ну, признайся, — сказал я ему.

Бэла // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

«Итле-ха, Григорий Александрович, тӳррипех кала, лайӑх мар вӗт капла», — терӗм эпӗ.

и сказал: — Послушай, Григорий Александрович, признайся, что нехорошо.

Бэла // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней