Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

кӗнекине (тĕпĕ: кӗнеке) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вӑл пациентсене ҫырса пымалли кӗнекине кӑларчӗ, ӑна уҫрӗ те хура йӗрсене чӗтрекен шӗвӗр пӳрнипе темиҫе минут йӗрлерӗ.

 — Он взял книгу записи пациентов, раскрыл ее и несколько минут водил вздрагивающим указательным пальцем по черным линейкам.

II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 305–309 с.

Тата эсир манӑн кун кӗнекине тепӗр хут куҫарса ҫыратӑр.

Еще вы перепишете мой дневник.

Чӗмсӗрлӗх // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 267–275 с.

Пӗррехинче анатоми кӗнекине, ҫӗтӗлсе пӗтнӗскере, уҫкаласа лараттӑм.

Однажды я раскрыл старую анатомию,

II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 253–258 с.

Кирлӗ кӗнекине тупсан Джесси упӑшкин хул пуҫҫинчен сӗвенсе урайне анчӗ.

Взяв нужную книгу, Джесси спустилась, опираясь рукой о плечо мужа.

IV // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 233–242 с.

Эпӗ ҫинӗ вӑхӑтра старик чӗнмерӗ, вӑхӑт-вӑхӑтпа тимӗр тӑхаллӑ кӗнекине пӑхкалать, ӑнланмалла мар паллӑсем ӳкерсе тултарнӑ эрешлӗ патакпа шӳрпине пӑтраткалать.

Пока я ел, старик молчал, время от времени заглядывая в книгу с железными застежками и помешивая варево узорной палочкой, разрисованной непонятными знаками.

II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 174–191 с.

Рене апат пӳлӗмне иртрӗ, сӗтел ҫиттине турткаласа тӳрлетрӗ, диван ҫине пӑрахнӑ кӗнекине хупрӗ, унтан ашшӗн ӗҫ пӳлӗмне уҫрӗ те стена сехечӗн пуканӗсене туртрӗ, ларчӗ, шухӑшӗсене пуҫтарма хӑт-ланчӗ.

Рене прошла в столовую, обдернула скатерть, закрыла лежавшую на диване книгу, затем, открыв дверь отцовского кабинета, задумчиво подтянула гирю стенных часов и села, пытаясь сосредоточиться.

III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 23–48 с.

Кӗскен каласан — истори кӗнекине кирек хӑш вырӑнта сарса хурсан та…

Короче говоря, на каком месте ты ни развернешь книгу истории…»

Уы-Фью-Эой ҫул ҫӳревҫӗ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 377–380 с.

Гнор кӗнекине хупрӗ.

Гнор закрыл книгу.

II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 301–345 с.

Ку апат пачах та ун валли мар, ҫапах, ҫылӑхлӑ пурнӑҫран яланлӑхах уйрӑлма тӗллев тытнӑскер, капитан ирхи апата хыпалансах ҫӑтрӗ те Библи кӗнекине уҫрӗ.

Пища эта была ему не по вкусу; однако, твердо решившись уйти от грешного мира, капитан наскоро проглотил завтрак и раскрыл библию.

II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 187–210 с.

Ашшӗ хӑйӗн пӗчӗк кӗнекине кӗсйинчен кӑларчӗ те ачине кӑтартрӗ: вӑл ҫуркунне ҫинчен те, хӗл ҫинчен те, ҫуллахи вӑхӑт ҫинчен те ҫавӑн пекех каланӑ пулнӑ.

Тогда отец вынул свою записную книжку и показал мальчику, что он то же самое говорил и о весне, и о зиме, и о лете.

Тӑватӑ ӗмӗт // Василий Хударсем. Ушинский К. Д. Тӑватӑ ӗмӗт: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 28 с. — 3–6 с.

Ашшӗ каллех пӗчӗк кӗнекине кӑларчӗ те Митьӑна хӑйӗн сӑмахӗсене ҫырма хушрӗ.

Отец опять вынул книжку и приказал Мите записать свое желание.

Тӑватӑ ӗмӗт // Василий Хударсем. Ушинский К. Д. Тӑватӑ ӗмӗт: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 28 с. — 3–6 с.

Хӑна ҫурчӗн хуҫи Волков, вӑтам пӳрен кӑшт кӑна ҫӳллӗрех, сарлака та пӑлатна, аллӑсене ҫитсе пыракан арҫын, интеллигент пек тумланма юратаканскер, Валета лайӑх паллать пулас, унран та, Калюковран та документ ыйтмарӗ, килен-каянсен кӗнекине суйса каланӑ хушаматсем ҫырса хунипех ҫырлахрӗ.

Помоги переводом

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Манӑн шухӑшӑмпа вара — тӗрӗс мар калаҫҫӗ, эпӗ санӑн чиркӳ-кӗлӗ кӗнекине хамӑн куҫпа хам куртӑм.

А я думаю — неправда, я сам своими глазами видел у тебя церковный молитвенник.

III. Блемер Тарта тупать // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 91–116 с.

Тетте лавккин хуҫи ку хутӗнче тӳрех шут кӗнекине уҫнӑ, Ассоле вӗсен парӑмӗ мӗн чухлине кӑтартнӑ.

Хозяин игрушечной лавки начал в этот раз с того, что открыл счетную книгу и показал ей, сколько за ними долга.

IV. Пӗр кун маларах // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.

Грэй палуба ҫине ансан Гоп ӑна каютӑна чӗнсе кӗртрӗ те кивелсе-ҫӗтӗлсе пӗтнӗ кӗнекине уҫрӗ.

Когда Грэй спустился на палубу, Гоп вызвал его в каюту и, раскрыв истрепанную книгу, сказал:

II. Грэй // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.

Метрика кӗнекине кӗме тивӗҫлӗ ӗҫ-пуҫа — ача ҫуралнине, ҫемье мӑшӑрланса венчет тӑнине, ҫын вилнине ялсем тӑрӑх мар, куллен кун пулса иртнӗ май ҫырса пынӑ.

События, которое были достойны войти в метрическую книгу, — рождение ребенка, семья венчалась браком, смерть человека записывалась не по деревням, а в виде ежедневных событий.

Архивсенчи хутсем ҫирӗплетеҫҫӗ // Ӑсан Уҫӑпӗ. Алексеев, О. А. Савнӑ енӗм, тӑван ялӑм — Санькасси. — Кӳкеҫ: издательство ҫурчӗ, 1999. — 26 с.

Кольӑна, вӑтам шкулне те аран-аран пӗтернӗскере, студент кӗнекине алла илме ҫӑмӑлах пулмарӗ.

Помоги переводом

Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 134–165 c.

Чи малтан хӑйӗн юратнӑ кӗнекине — тӑван литература учебникне алла тытрӗ.

Помоги переводом

Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 134–165 c.

Иккӗшӗ те «Рокамболь» кӗнекине вулаҫҫӗ.

Оба читали «Рокамболя».

1 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.

Васька хӑйӗн комсомол кӗнекине алшӑллипе чӗркерӗ те арчана чӑн тӗпне пытарса хучӗ.

Васька завернул свою комсомольскую книжечку в полотенце и спрятал на дно сундука.

5 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней