Поиск
Шырав ĕçĕ:
— Маковкӑсем туянма кайнӑ, — терем эпӗ кӑмӑлсӑрланса, унтан телефон трубкине ҫакса хутӑм.— Пошёл покупать маковки, — с недоумением сказала я и повесила трубку.
Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Савельич питӗ кӑмӑлсӑрланса итлесе ларчӗ.
Иккӗмӗш сыпӑк. Вожатый // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940
— Эсӗ чипер хӗр ҫинчен калаҫнӑ чух акӑлчан лаши ҫинчен сӑмахланӑ пек калаҫатӑн, — терӗ Грушницкий, кӑмӑлсӑрланса.— Ты говоришь о хорошенькой женщине, как об английской лошади, — сказал Грушницкий с негодованием.
Майӑн 11-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Кӑмӑлсӑрланса пурӑнма унӑн тата тепӗр сӑлтав пулнӑ, анчах та ӑна вӑл тӗплӗн пытарса пурӑнчӗ.Была для хандры и другая причина, которую он тщательно скрывал.
15 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Вӑл ҫаплах кӑмӑлсӑрланса пурӑнчӗ.
15 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
— Э! — терӗ Ваня кӑмӑлсӑрланса.
21 сыпӑк // Леонид Агаков. Валентин Катаев. Полк ывӑлӗ. Повесть. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948
5. Иисус, вӗсем хытӑ чӗреллӗрен кӑмӑлсӑрланса, вӗсем ҫине тарӑхса пӑхса илет те ҫав ҫынна: аллуна тӑс, тет.
Мк 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
68. Ҫавна илтсессӗн, Александр патша питӗ кӑмӑлсӑрланса Антиохи хулине таврӑннӑ.68. Услышав о том, царь Александр весьма огорчился и возвратился в Антиохию.
1 Мак 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
–Мӑшкӑл ку! – тенӗ ирхине витре-бидонсемпе сӗт илсе тухнӑ чалӑм-кӑкшӑмсем кӑмӑлсӑрланса.
«Мӑшкӑл ку!» // Елена ПОРФИРЬЕВА. «Ҫӗнтерӳ ҫулӗ», 2016, пуш, 11