Двуязычный корпус чувашского языка

Текст: «Мӑшкӑл ку!»

Автор: Елена ПОРФИРЬЕВА

Источник: «Ҫӗнтерӳ ҫулӗ», 2016, пуш, 11

Добавлен: 2016.03.13 15:15

Предложений: 29; Слово: 253

Тип текста: Публицистика

По-русски Тема: Не указано

Сӗт хакӗ ӳсни ҫинчен район хаҫатӗнче анчахрах ҫырса кӑтартнӑччӗ. Вӑхӑт нумаях та иртмерӗ – усламҫӑсем чӗртаварӑн хакне чакарнине пӗлтӗмӗр. Вӗсем пуш уйӑхӗн 5-мӗшӗнче сӗте ял ҫыннисенчен 21 тенкӗпе туяннӑ пулсан тепӗр кунне шурӑ ылтӑн хакне 6 тенкӗ таран йӳнетнӗ.

–Мӑшкӑл ку! – тенӗ ирхине витре-бидонсемпе сӗт илсе тухнӑ чалӑм-кӑкшӑмсем кӑмӑлсӑрланса. – Ҫуркунне авӑ утӑ-улӑм, тырӑ хакӗ те еплерех ӳссе каять. Халӗ вара сӗте 15 тенкӗпе туянасшӑн ҫунаҫҫӗ.

Магазинсене кӗрсен куҫ-пуҫ алчӑраса каять. Пӗр литр сӗтшӗн 30-40 тенкӗ кӑларса хумалла. Ял ҫыннисен те продукцийӗ нимрен те кая мар. Чалӑм-кӑкшӑмсем каланӑ тӑрӑх, тӗрӗслев вӗсен сӗчӗ пахалӑхлӑ пулнине кӑтартса панӑ. Шыв янине пачах та тупса палӑртман. Ҫу шайӗ те тивӗҫтернӗ. Ял ҫыннисем сӗт пухакансене килӗшӳ тумалли пирки пӗрре мар асаилтернӗ. Анчах та лешӗсем халӑхпа пуплесшӗн пулман. Чалӑм-кӑкшӑмсем районти депутатсен Пухӑвӗн депутатне Владимир Тимофеева чӗнсе илнӗ. Депутат мандатне кӑтартсан кӑна сӗт пухакансем Владимир Александровичпа калаҫма кӑмӑл тунӑ иккен. Халӑхӑн шаннӑ ҫынни хресчен ӗҫ-хӗлне хисеплемелли пирки хӗрӳллӗн каланӑ.

Чӗртавара Элӗк енчи Ехремкасси ялӗнче вырнаҫнӑ сӗт сивӗтмелли пункта илсе каяҫҫӗ. Шурӑ ылтӑна туянакансем хака хӑйсем мар, вӗсене ӗҫпе тивӗҫтерекен палӑртнине ҫирӗплетнӗ. «Хӑвӑр шухӑш-кӑмӑлӑра пире мар, хуҫисене пӗлтерӗр!» – тенӗ элӗксем.

Ҫак кун чалӑм-кӑкшӑмсенчен пӗри те усламҫӑсене сӗт сутман. Тулли витре-бидонсене йӑтса каялла килӗсене утнӑ. Килти хушма хуҫалӑх тытакансем выльӑх-чӗрлӗх йышне ӳстерме те ӳркенмеҫҫӗ. Сӗт хакӗ ҫукки вӗсен ӗҫлес хастарлӑхне чакарӗ. Ҫемье бюджетне пысӑклатма май ҫук пулсан камӑн ялта тӑрӑшас килтӗр? Тепӗр чухне ҫамрӑксене тӑван тӑрӑха ӗҫлеме килменнишӗн айӑплама пӑхатпӑр. Хресченӗн ҫӑмӑл мар пурнӑҫне курнӑ май вӗсен ялта мар, хулара тӗпленес килет ӗнтӗ.

Килти хушма хуҫалӑх тытакансем еннелле утӑм тумаллах. Унсӑрӑн ялӑн ҫутӑ пуласлӑхӗ ҫинчен сӑмах пуҫарни усӑсӑр.

Сайт:

 

Статистика

...подробней