Поиск
Шырав ĕçĕ:
асаплантарнӑ (тĕпĕ: асаплантар) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
19. Ӗнтӗ пӗтӗм тӗнче янкӑр ҫутӑпа ҫуталса тӑнӑ, пӗр чӑрмавсӑр хӑйӗн ӗҫне тунӑ; 20. ҫав йывӑр каҫ — хӑйсене хупӑрлас сӗмлӗхӗн сӑнарӗ — пӗр вӗсене ҫеҫ хупӑрласа тӑнӑ; анчах вӗсем хӑйсене хӑйсем сӗмлӗхрен те ытларах асаплантарнӑ.
Ӑсл 17 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
23. Ҫавӑнпа ӗнтӗ пурӑнӑҫне ӑссӑрла ирттерекен усал ҫынсене Эсӗ хӑйсен ирсӗрлӗхӗпех асаплантарнӑ: 24. вӗсем ӗнтӗ, айван ачасем пек улталанса, ытти чӗрчунсем те йӗрӗнекен нӗрсӗр чӗрчунсене турӑсем вырӑнне пуҫҫапса, аташу ҫулӗпе чылай аякка пӑрӑнса кайнӑ.
Ӑсл 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Мардохей патшанӑн икӗ хайранӗпе, Гавафапа тата Фаррапа пӗрле, керменте пулнӑ, вӑл унта ҫав ҫынсен, кермен сыхлакансен, калаҫӑвне илтнӗ те вӗсен вӑрттӑн шухӑшне тӗпчесе пӗлнӗ: вӗсем Артаксеркс патшана вӗлерме хатӗрленеҫҫӗ иккен; вара Мардохей ҫакӑн ҫинчен патшана евитленӗ; патша ҫав икӗ хайрана асаплантарнӑ, лешӗсем хӑйсен айӑпне йышӑнсан, вӗсене вӗлернӗ.
Эсф 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Лешӗсем каланӑ: Филисти ҫӗрне тытса тӑракансем миҫен пулнине кура пилӗк ылтӑн мӑкӑль тата пилӗк ылтӑн шӑши памалла, мӗншӗн тесессӗн эсир те, сире тытса тӑракансем те пӗр асапах тӳснӗ; 5. ҫапла вара хӑвӑра асаплантарнӑ шыҫӑ-мӑкӑльсен тата ҫӗре ҫаратса хӑваракан шӑшисен кӗлеткисене шӑратса кӑларӑр та Израиль Туррине аслӑласа мухтӑр; тен, Вӑл хӑвӑр ҫинче, сирӗн туррӑрсем ҫинче тата сирӗн ҫӗрӗр ҫинче тытса тӑракан аллине ҫӑмӑллатӗ; 6. мӗншӗн-ха сирӗн хӑвӑр чӗрӗре Египет ҫыннисемпе фараон пек хаярлантармалла? ав ун чухне Ҫӳлхуҫа вӗсене Хӑйӗн вӑйне кӑтартрӗ те, вӗсем Израиль ҫыннисене кӑларса ячӗҫ, лешӗсем кайрӗҫ; 7. эсир тытӑр та пӗр ҫӗнӗ ҫар урапи тӑвӑр, пуҫласа пӑруланӑ икӗ ӗне суйласа илӗр, халиччен вӗсене хӑмӑт тивмен пултӑр, ҫав ӗнесене ҫар урапи кӳлӗр, пӑрушӗсене, вӗсенчен уйӑрса, килӗрте хӑварӑр; 8. унтан Ҫӳлхуҫа арчине илӗр те ӑна ҫар урапи ҫине лартӑр, Ӑна ӳкӗнӗҫ парни кӳме хатӗрленӗ ылтӑн япаласене ун айккине пӗр ещӗкпе лартса хурӑр; кӑларса ярӑр ӑна, кайтӑрах; 9. пӑхсах тӑрӑр, эхер те вӑл хӑйӗн ҫӗрӗ енне, Вефсамис енне, каять пулсассӑн, ҫак шутсӑр усал ӗҫе пире хирӗҫ вӑл тунӑ; эхер те унталла каймасть пулсассӑн, эпир пӗлсе тӑрӑпӑр, пире асаплантараканни унӑн алли пулман, ку асап пире ӑнсӑртран ҫитнӗ, тенӗ.
1 Пат 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Ҫӳлхуҫа алли Азот ҫыннисемшӗн йывӑрланса ҫитнӗ, Вӑл Азотра тата ун таврашӗнче пурӑнакансене хӗн кӑтартнӑ, вӗсене кутани ҫине тухнӑ шыҫӑ-мӑкӑль асаплантарнӑ, [ҫӗршывра тата шӑши ӗрчесе кайнӑ, хулара хӑрушла шуйханса ӳкнӗ].
1 Пат 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Вара Ҫӳлхуҫа ҫилли тулса ҫитнӗ, Вӑл Израиле филистимсемпе аммонсен аллине панӑ; 8. Иордан леш енче, Галаада кӗрекен аморрейсен ҫӗрӗнче пурӑнакан Израиль ывӑлӗсене вӗсем вунсакӑр ҫул хушши хӗссе тӑнӑ, асаплантарнӑ.
Тӳре 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.