Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

ури (тĕпĕ: ура) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Пирӗн хыҫра лаша ури сасси, тулхӑрни тата кусатӑрансем тӑнкӑртатни илтӗнчӗ.

Позади нас на дороге раздался цокот копыт, ржание и стук колес.

1945-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

Лавҫи ҫук, лаши вара, тахӑш ятарласах тӑварнӑскер, тапкалаша-тапкалаша юн юхтарса выртать, пирӗн ҫине хурлӑхлӑн пӑхать, хӑйӗн пурӑнас килнине кӑтартас тенӗ пек, ури ҫине тӑма хӑтланать.

Возницы не было, а лошадь, благоразумно кем-то распряженная, вздрагивала кровоточащим крупом, глядела на нас страдающими глазами и, видимо, чтобы доказать, что хочет жить, пыталась подняться.

1945-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

Ури шуса кайрӗ унӑн.

А он поскользнулся.

1944-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

— Мӗншӗн-ха ман каламалла, Савелий Прокофьевич? — ури ҫине тӑчӗ Буньков.

— Почему же я, Савелий Прокофьевич? — Буньков встал.

1943-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

Паян ӗнтӗ искусство Германире ҫеҫ мар, фашист ури пуснӑ ҫӗрте ниҫта та ҫук.

Сегодня нет искусства уже не только в Германии, а и всюду, куда ступила нога фашизма.

1941-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

Паганель кӑна ури ҫине тӑчӗ те, хӑйӗн трубипе карап ҫинелле пӑхма пуҫларӗ.

Но Паганель выпрямился во весь свой рост и навёл подзорную трубу на корабль.

Вунулттӑмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Малта пыракан ҫамрӑк капитан сӑрт хырҫи тӑрӑх пурне те ҫул кӑтартса пырать; сӗм тӗттӗм пулсан та хӑрушӑ вырӑнсенчен вӑл туйӑм-сисӗмӗ пулӑшнипех иртет, ури айӗнчен мӗнле те пулин чул хӑйпӑнса мур тӗпнелле шӑпӑртатса аннӑ чухне хӑлхисене чӑнк тӑратса итлет.

Молодой капитан, шествовавший впереди, указывал всем дорогу по острому гребню; он инстинктивно обходил опасные места в полнейшей темноте, замирая в настороженном внимании, когда какой-нибудь камешек вырывался у него из-под ног и с шумом скатывался в пропасть.

Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Тӑвалла хӑпарнӑ май вӑхӑт-вӑхӑтпа разведчиксене хӑйсен ури айӗнчи ҫӗр кисренсе тӑни тӗлӗнтерсех ячӗ.

Поднимаясь в гору, разведчики с удивлением заметили, что время от времени почва под их ногами вздрагивает.

Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Ҫапла пулсан та Вайкатон ҫӳл енчи ҫыранӗсем ҫине нихӑҫан та европеецӑн ури ярса пусман.

На берега же верхнего Вайкато никогда не ступала нога европейца.

Вуннӑмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Вӗсем ҫыран тӑрӑхӗнчи кашни кӗтессе, этем ури пусман вырӑнсене, кашни хӑйӑр кӗрчӗсене, ҫӳллӗ ҫырансене пӗр вершукне хӑвармасӑр тӗрӗслесе ҫӳрерӗҫ, мӗншӗн тесен унта океанӑн хумӗсем крушенипе ҫӗмӗрӗлнӗ карап ванчӑкӗсене кӑларса пӑрахма пултарнӑ, анчах катастрофӑн паллисем те, ҫапӑҫу йӗррисем те ниҫта та курӑнмарӗҫ.

Они осмотрели каждый уголок и закоулок побережья, каждую пядь высокого берега, куда океанские волны могли забросить обломки крушения, но не нашли ни малейших признаков борьбы, или катастрофы.

Пӗрремӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Боец ҫӗре, лаша ури айне, ҫавӑрӑнса ӳкрӗ.

И боец упал на землю, под ноги коня.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

Хӑйӗн йӗрне пӑтратас тесе, вӑл ури ҫине урине пусса ӑнланмалла мар ункӑсем туса пынӑ.

Он ставил ногу в ногу и запутывал свой след замысловатыми петлями.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

Вӑл халӗ, лаша ури те, этем ури те тӗкӗнменскер, ҫемҫе, мамӑк пек кӑпӑш выртать.

Сейчас он лежит, пушистый и мягкий, не тронутый ни копытом, ни человеческой ногой.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

«Ҫамкаран пӗр-иккӗ лайӑхрах тивертес те ҫулне кӑтартса ярас — вара ури ҫӗре тивмӗ, хулана ҫитмесӗр те ҫавӑрӑнса пӑхмӗ».

«Ткнуть его в лоб шпалером раза два-три как следует и показать дорогу на пустыри — будет рвать подметки, не оглядываясь до самого города».

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

Корчагин, урине тӑм ӑшӗнчен аран-аран туртса кӑларчӗ те, ури тӗпне сивӗ ҫапнипе, аттин ҫӗрӗк тӗпӗ вуҫех хӑпӑнса ӳкнине ӑнланса илчӗ.

Корчагин с трудом вытянул из липкой глины ногу и по острому холоду в ступне понял, что гнилая подошва сапога совсем отвалилась.

Иккӗмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

Вӑл телефон тӑрӑх вӑрҫнине итленӗ май Токарев, чӑтайманнипе, пӗр ури ҫинчен тепӗр ури ҫине пускаласа тӑрать.

Слушая его перебранку, Токарев нетерпеливо переступал с ноги на ногу.

Иккӗмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

Пухӑннӑ большевиксем, сӑнамалла тунӑ тревога пирки лӑпкӑн шӳт тукаласа, чӗркесе хуҫлатнӑ «качака ури» текен чӗлӗмсене мӑкӑрлантараҫҫӗ.

Собранные здесь большевики, подшучивая над этими условностями тревоги, спокойно раскуривали «козьи ножки».

Пӗрремӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

Унтан, апат-ҫимӗҫ сумкине Рита ури патне лартса хӑварса, хӑй вагон патне утрӗ.

Оставив сумку с припасами у ног Риты, пошел к вагону.

Пӗрремӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

Капитан Грант ури ӗмӗрне пусса курайман ҫак континент ҫинче ӑна шырама тухнӑ ҫынсене вилӗм хӑратать.

Этот континент, куда он никогда не ступал ногой, грозил стать местом гибели тех, кто посвятил себя его поискам.

Ҫирӗм иккӗмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Вӗсем ҫине ӗмӗрне те этем ури пусса курман-ха.

Это были девственные области, куда почти не ступал человек.

Вунсаккӑрмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней