Поиск
Шырав ĕçĕ:
Ҫаплах пӗлтер ӑна: ватӑ ухмах, те, чакса пӗтернӗ те килелле тапӑлтатса килет, ӑшӑ кӑмака патне хӑҫан ҫаврӑнса ҫитессе сунмасть те, тесе кала…
I // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Кӑмака мӑрйисем ҫеҫ палӑраҫҫӗ, вӗсем патӗнчех тата ҫӗр пӳртсем пур.
Ҫул ҫинче ҫырса пынӑ журнал // Илпек Микулайӗ. Юрий Сотник. Курман-илтмен кайӑк; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 155–238 с.
Хӑшӗсем пушар автомобилӗ пек шӑхӑртса наҫилккесемпе чупа-чупа иртеҫҫӗ, пысӑк снаряд ӳксе тунӑ шӑтӑк патне ҫитеҫҫӗ те унта темӗн те пӗр тултараҫҫӗ; теприсем «Раз, два — туртӑр» тесе команда парса, йӑтӑнса аннӑ чулсем айӗнчен тутӑхнӑ тимӗр татӑкӗсене турта-турта кӑлараҫҫӗ; ыттисем те тӳннӗ кӑмака кирпӗчӗсене ҫӗкле-ҫӗкле чупаҫҫӗ тата ыттисем авӑннӑ пӑтасене тӳрлетеҫҫӗ…
IV сыпӑк // Илпек Микулайӗ. Юрий Сотник. Курман-илтмен кайӑк; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 155–238 с.
Кунта ҫулӑн икӗ майӗпе те кӑмака мӑрйисем курӑнса тӑраҫҫӗ, вӗсене уйӑх ҫутатать, унта-кунта ваннӑ кирпӗч туллиех, кӑмрӑкланнӑ пӗренесем нумай, вӗсен айӗнчен тимӗр кравать ванчӑкӗсем курӑнса тӑраҫҫӗ.
II сыпӑк // Илпек Микулайӗ. Юрий Сотник. Курман-илтмен кайӑк; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 155–238 с.
Ҫӗр пӳрт варринче тимӗр кӑмака тӑрать.
«Калуга — Марс» // Илпек Микулайӗ. Юрий Сотник. Курман-илтмен кайӑк; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 119–137 с.
Вӗсем ӑна, хӗсӗнкелесе, вырӑн пачӗҫ те, Григорий кӑмака ҫумне пырса ларчӗ.
XXVI // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Каҫхине лампа ҫутинче Пантелей Прокофьевич атӑ ҫиппине пӗтӗрсе пӗтерчӗ те тӑпӑлса тухнӑ хӑмӑт пӗвенне ҫӗлеме ларчӗ; ҫипӗ ҫӗрӗкскер пулчӗ-и е старикӗн ахаль ӑшӗ тӑвӑнса ҫитнӗ, сӑмалаллӑ ҫип икӗ хутчен умлӑ-хыҫлӑ татӑлчӗ те — ӑна ҫакӑ ҫеҫ кирлӗ пулчӗ: хӑрушла ятлаҫса, Пантелей Прокофьевич ура ҫине сиксе тӑчӗ, хыҫсӑр пукана ӳкерсе, кӑмака патнелле тапса ячӗ те, йытӑ пек хӑрӑлтатса, сӑранне шӑлӗсемпе ҫыртса ҫурма тапратрӗ.
XXI // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Кӑмака ҫумне тайӑнса тӑнӑ вӑтам пӳллӗ арҫын, кӗлеткипе хускалмасӑр, Григорий еннелле ҫаврӑнса пӑхрӗ.Невысокий мужик, прислонившийся к печи, не меняя положения, оглянулся на Григория.
XIX // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Ильинична кӑмака умнелле йӑпӑртатрӗ, анчах Григорий алӑка хупса тухрӗ те ӗнтӗ.Ильинична метнулась к печке, но Григорий уже хлопнул дверью.
XVII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Наталья ура ҫине тӑчӗ, пиҫӗ хулла тӗвӗлесе кӑмака патне пӑрахрӗ те яланхи пек мар ҫирӗп сасӑпа хуравларӗ:
XVI // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Макӑрса пӗтнӗ шуранка сӑнлӑ Наталья кӑмака умӗнче тӑрать.
XII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Пӗр кулкаласа та аллисене сӑтӑркаласа, вӑл темиҫе хутчен сӗтелпе кӑмака хушшинче сӗнкӗлтетсе ҫӳрерӗ.Несколько раз проковылял он от стола до печки, улыбаясь и потирая руки.
VIII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Вутӑ ҫӗклесе кил кӑмака хутма…
VIII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Кӑмака умӗнче Аксинья мӑнаккӑшӗ кӑштӑртатать.
VII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Вӑл вара кӑмака патӗнче тӑнӑ ҫӗртех сак ҫине лак кайса ларчӗ, вӗретнӗ сӗт ярса хунӑ кӑкшӑма упӗнтерсе ячӗ.А та как стояла возле печи, так и присела на лавку, опрокинув корчажку с топленым молоком.
IV // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Кӑмака умӗнче аппаланнӑ хушӑра вӗсем чылайччен шӑкӑлтатса калаҫрӗҫ.
IV // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Пӳртре кӑмака хутса хӑтланмасть вӑл, лаҫра вут хурса кӑнтӑрлахи апат пӗҫерет те каллех мӑнукӗсем патне пӳрте кӗрет.
IV // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Ватӑлса ҫитерехпе ку мана кӑмака ҫинчен те анма памӗ ак, пӑта ҫинех тирсе лартӗ!Этот при моей старости на печку не иначе как шилом будет подсаживать!
II // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Кӑмака кӗтессинчи хӑмаран аллисемпе тытса, старик ҫӗре анчӗ, костылӗсене хул хушшине чиксе, сӗтел патнелле уксахласа ҫитрӗ.
24 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
— Мӗн эсӗ, амӑш ытла та пархатарсӑр ҫак? — кӑмака ҫинче ларакан старик кӑвакарнӑ пуҫне кӑшт ҫӗклесе чӗтрентерсе илчӗ.
24 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.