Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

ҫавӑн (тĕпĕ: ҫав) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
17. Патша хӑйӗн шанчӑклӑ улпутне хула хапхине сыхлама тӑратнӑ; хапха анинче вӑл халӑх ури айне пулнӑ, вӑл ӗнтӗ вилнӗ; Турӑ ҫынни хӑй патне патша пынӑ кун мӗн каланӑ, пурте ҫавӑн пек пулса иртнӗ.

17. И царь поставил того сановника, на руку которого опирался, у ворот; и растоптал его народ в воротах, и он умер, как сказал человек Божий, который говорил, когда приходил к нему царь.

4 Пат 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

5. Ҫавӑн чухне пӗрийӗн пуртти шыва ӳкнӗ.

5. И когда один валил бревно, топор его упал в воду.

4 Пат 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

1. Иудея патши Иосафат вунсаккӑрмӗш ҫул патшара ларнӑ чухне Самарире Ахав ывӑлӗ Иорам Израиль патши пулма ларнӑ, вӑл вуникӗ ҫул патша пулнӑ, 2. вӑл Ҫӳлхуҫа умӗнче юрӑхсӑр ӗҫсем туса пурӑннӑ, анчах та ашшӗпе амӑшӗ чухлех иртӗнмен: вӑл Ваал кӗлеткине, хӑйӗн ашшӗ ӑсталанӑскерне, вырӑнӗнчен илсе пӑрахнӑ, 3. апла пулин те Нават ывӑлӗ Иеровоам тунӑ ҫылӑхсенчен, Израиле ҫылӑха кӗртнӗ ҫылӑхсенчен, хӑпман, ҫавӑн пекех туса тӑнӑ.

1. Иорам, сын Ахава, воцарился над Израилем в Самарии в восемнадцатый год Иосафата, царя Иудейского, и царствовал двенадцать лет, 2. и делал неугодное в очах Господних, хотя не так, как отец его и мать его: он снял статую Ваала, которую сделал отец его; 3. однако же грехов Иеровоама, сына Наватова, который ввел в грех Израиля, он держался, не отставал от них.

4 Пат 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Ҫавӑн чухне Илия ту ҫинче ларнӑ, ҫав алпӳ ун патне улӑхнӑ та каланӑ: Турӑ ҫынни! патша сана: «ту ҫинчен ан» тет.

И он взошел к нему, когда Илия сидел на верху горы, и сказал ему: человек Божий! царь говорит: сойди.

4 Пат 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

3. Ҫавӑн чухне Ҫӳлхуҫа Ангелӗ Фесва ҫыннине Илияна каланӑ: Самари патши янӑ ҫынсене хирӗҫ тух та кала: Израильре Турӑ ҫук-им?

3. Тогда Ангел Господень сказал Илии Фесвитянину: встань, пойди навстречу посланным от царя Самарийского и скажи им: разве нет Бога в Израиле,

4 Пат 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Иосафат ӗнтӗ Израиль патшине каланӑ: эсӗ мӗнле, эпӗ те ҫапла; сан халӑху мӗнле, ман халӑхӑм та ҫавӑн пекех; санӑн урхамахусем мӗнле, ман урхамахсем те ҫавӑн пекех, тенӗ.

И сказал Иосафат царю Израильскому: как ты, так и я; как твой народ, так и мой народ; как твои кони, так и мои кони.

3 Пат 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

23. Ҫавӑн пекех, Турӑ Иезавель ҫинчен те каларӗ: Иезавеле ӗнтӗ Изреель хӳми хыҫӗнче йытӑсем ҫисе ярӗҫ, терӗ; 24. Ахав кил-йышӗнчен кам хулара вилет, ҫавна йытӑсем ҫисе ярӗҫ; кам хирте вилет, ӑна вӗҫен кайӑксем сӑха-сӑха пӗтерӗҫ; 25. Ахав пек ҫылӑха парӑннӑ ҫын пулман-ха: вӑл, хӑйӗн арӑмӗ Иезавель хӗтӗртни хыҫҫӑн кайса, Ҫӳлхуҫа умӗнче юрӑхсӑр ӗҫсем туса тӑчӗ; 26. вӑл, Ҫӳлхуҫа Израиль ывӑлӗсем патӗнчен хуса янӑ аморрейсем пекех, йӗрӗхсене пуҫҫапса, йӗрӗнчӗк ӗҫсем туса пурӑнчӗ, тет Ҫӳлхуҫа, тенӗ Илия.

23. Также и о Иезавели сказал Господь: псы съедят Иезавель за стеною Изрееля. 24. Кто умрет у Ахава в городе, того съедят псы, а кто умрет на поле, того расклюют птицы небесные; 25. не было еще такого, как Ахав, который предался бы тому, чтобы делать неугодное пред очами Господа, к чему подущала его жена его Иезавель; 26. он поступал весьма гнусно, последуя идолам, как делали Аморреи, которых Господь прогнал от лица сынов Израилевых.

3 Пат 21 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

11. Навуфейпе пӗр хулара пурӑнакан ятлӑ ҫынсем вара — аслӑ ҫынсемпе чаплӑ ҫынсем — Иезавель хушнӑ пек, хӑйсене ярса панӑ ҫырура мӗнле ҫырнӑ, ҫавӑн пек тунӑ.

11. И сделали мужи города его, старейшины и знатные, жившие в городе его, как приказала им Иезавель, так, как писано в письмах, которые она послала к ним.

3 Пат 21 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

9. Ҫырӑвӗсенче вӑл ҫапла ҫырнӑ: халӑха типӗ тытмалли куна пӗлтерӗр, Навуфее халӑх умне лартӑр; 10. ӑна хирӗҫ икӗ юрӑхсӑр ҫынна лартӑр, вӗсем ӑна хирӗҫ кӳнтелесе калаччӑр: «эсӗ Турӑпа патшана хурларӑн» тетчӗр; ҫавӑн хыҫҫӑн илсе тухӑр та ӑна чулпа персе вӗлерӗр, тенӗ.

9. В письмах она писала так: объявите пост и посадите Навуфея на первое место в народе; 10. и против него посадите двух негодных людей, которые свидетельствовали бы на него и сказали: «ты хулил Бога и царя»; и потом выведите его, и побейте его камнями, чтоб он умер.

3 Пат 21 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

35. Ҫавӑн чухне пророк ывӑлӗсенчен пӗри, Ҫӳлхуҫа сӑмахӗ тӑрӑх, тепӗрне каланӑ: хӗне мана, тенӗ.

35. Тогда один человек из сынов пророческих сказал другому, по слову Господа: бей меня.

3 Пат 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Патша вӗсем каланине итленӗ, ҫавӑн пек тунӑ та.

И послушался он голоса их и сделал так.

3 Пат 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

23. Сири патшине вара тарҫисем ҫапла каланӑ: вӗсен Турри — сӑрт-ту Турри, [айлӑм Турри мар,] ҫавӑнпа ҫӗнтерчӗҫ пире; вӗсемпе тӳрем ҫӗрте ҫапӑҫас пулсассӑн, эпир ҫӑмӑллӑнах ҫӗнмелле вӗсене, 24. эппин, ҫапла ту: ҫарсене ҫав патшасем ертсе ан кайччӑр, вӗсем вырӑнне ҫӗр пуҫлӑхӗсене ларт; 25. унтан — мӗн чухлӗ ҫын пӗтнӗ санӑн, ҫавӑн чухлӗ ҫӗнӗрен пуҫтар: лаши те, ҫар урапи те унччен мӗн чухлӗ пулнӑ, ҫавӑн чухлех пултӑр; вара вӗсемпе тӳрем ҫӗрте ҫапӑҫӑпӑр, ун чухне вӗсене ҫӗнтермеллипех ҫӗнтерӗпӗр, тенӗ.

23. Слуги царя Сирийского сказали ему: Бог их есть Бог гор, [а не Бог долин,] поэтому они одолели нас; если же мы сразимся с ними на равнине, то верно одолеем их. 24. Итак вот что сделай: удали царей, каждого с места его, и вместо них поставь областеначальников; 25. и набери себе войска столько, сколько пало у тебя, и коней, сколько было коней, и колесниц, сколько было колесниц; и сразимся с ними на равнине, и тогда верно одолеем их.

3 Пат 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

18. Вӑл каланӑ: вӗсем килӗшӳ сӗнесшӗн тухнӑ пулсассӑн, чӗрӗлле тытса илӗр, вӑрҫӑпа тухнӑ пулсассӑн та, ҫавӑн пекех чӗрӗлле тытса илӗр вӗсене, тенӗ.

18. Он сказал: если за миром вышли они, то схватите их живыми, и если на войну вышли, также схватите их живыми.

3 Пат 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

38. Ҫавӑн хыҫҫӑнах тӳперен Ҫӳлхуҫа вут-ҫулӑмӗ аннӑ та парнене те, вутта та, чулсене те, тӑпрана та ҫунтарса янӑ, урти шыва та типӗтсе янӑ.

38. И ниспал огонь Господень и пожрал всесожжение, и дрова, и камни, и прах, и поглотил воду, которая во рве.

3 Пат 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

[Ҫавӑн пек тунӑ та.]

[И сделали так.]

3 Пат 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

3. Ҫавӑн чухне Ахав хӑй керменӗн пуҫлӑхне Авдие чӗнсе илнӗ.

3. И призвал Ахав Авдия, начальствовавшего над дворцом.

3 Пат 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

21. Ҫавӑн чухне Израиль халӑхӗ икке пайланнӑ: пӗр пайӗ Фамния, Гонаф ывӑлне, патшана лартасшӑн пулнӑ, тепӗр пайӗ Амврий майлӑ пулнӑ.

21. Тогда разделился народ Израильский надвое: половина народа стояла за Фамния, сына Гонафова, чтобы воцарить его, а половина за Амврия.

3 Пат 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

21. Ҫавӑн ҫинчен илтсессӗн, Вааса ӗнтӗ Рама хулине тума чарӑннӑ та Фирца хулине таврӑннӑ.

21. Услышав о сем, Вааса перестал строить Раму и возвратился в Фирцу.

3 Пат 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

32. Иеровоам саккӑрмӗш уйӑхӑн вунпиллӗкмӗш кунӗнче уяв ирттермелле тунӑ, ҫак уяв Иудейӑра ирттерекен уяв евӗрлӗ пулнӑ; ҫавӑн чухне парне вырӑнӗ ҫинче парнесем кӳнӗ; хӑй тунӑ пӑру кӗлеткисене те Вефильте парне кӳнӗ.

32. И установил Иеровоам праздник в восьмой месяц, в пятнадцатый день месяца, подобный тому празднику, какой был в Иудее, и приносил жертвы на жертвеннике; то же сделал он в Вефиле, чтобы приносить жертву тельцам, которых сделал.

3 Пат 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

22. Ҫавӑн чухне Самее, Турӑ ҫыннине, Турӑран ҫакӑн пек сӑмах пулнӑ: 23. Ровоама — Соломон ывӑлне, Иудея патшине — кала, Иудӑпа Вениаминӑн пӗтӗм йӑхне те, ытти халӑха та кала: 24. Ҫӳлхуҫа ҫапла калать: ан кайӑр, хӑвӑр тӑванӑрсемпе, Израиль ывӑлӗсемпе, вӑрҫӑ ан пуҫлӑр; пурте киле таврӑнӑр, мӗншӗн тесессӗн ку Манӑн ирӗкӗмпе пулнӑ, тет.

22. И было слово Божие к Самею, человеку Божию, и сказано: 23. скажи Ровоаму, сыну Соломонову, царю Иудейскому, и всему дому Иудину и Вениаминову и прочему народу: 24. так говорит Господь: не ходите и не начинайте войны с братьями вашими, сынами Израилевыми; возвратитесь каждый в дом свой, ибо от Меня это было.

3 Пат 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней