Поиск
Шырав ĕçĕ:
Шыв нӑрри пек пӗр сассӑр, ҫӑмӑллӑн, вӑл сӗтелсем хушшине шуса пынӑ та пӗр самантрах счет хатӗрлесе панӑ.Беззвучно, словно водяной жук, проплыв между столиками, он подавал счет.
Манӑн гестаповец // Леонид Агаков. Юлиус Фучик. Асаплӑ вилӗм уменхи сӑмах. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953
Тус хулпуҫҫийӗ ҫине выртса макӑрма ҫӑмӑл, ҫак ҫыру та ҫавӑн пекех ҫӑмӑллӑн ҫырӑнчӗ.
14 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Ҫар ҫынни аллине чемодан ҫӗклесе пынӑ, хулӗ ҫине шинель хунӑ, утасса вӑл ҫав тери ҫӑмӑллӑн, ҫирӗппӗн утса пынӑ та, ун ҫине пӑхма та кӑмӑллӑ пулнӑ.
14 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Вӗсен шучӗпе «Ижевск тытӑмлӑхӗсенче удмуртла ҫӑмӑллӑн усӑ курма майсем туса пани чӗлхене республика шайӗнче тата анлӑрах сарма пулӑшӗ».
Икчӗлхелӗхе аталантарма пулӑшакан ҫыпӑҫтаркӑчсем Удмуртире те тухнӑ // Ирӗклӗ сӑмах. Ирӗклӗ сӑмах
Унтан хирӗҫ сасӑ парасса итлесе тӑчӗ; ӑна хирӗҫ ҫӑмӑллӑн та вӑрӑммӑн шӑхӑрса сасӑ пани илтӗнчӗ.И стал слушать; легкий и продолжительный свист послышался ему в ответ.
XVII сыпӑк // Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Дубровский. Никифор Ваҫанкка куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Вара ҫакӑн пек пулса тухрӗ: пӗрремӗш — унӑн часрах тӳрленмелле, выҫӑ пурӑннӑ вӑхӑтра ҫухатнӑ сывлӑхӗпе вӑйне каялла тавӑрмалла, ҫакӑн пирки ытларах ҫимелле тата ҫывӑрмалла; иккӗмӗш — лётчикӑн ҫапӑҫура кирлӗ пулакан пахалӑхӗсене каялла тавӑрмалла, ҫакӑн пирки унӑн, койка ҫинче выртакан чирлӗ ҫын тума пултаракан гимнастикӑллӑ упражненисене туса, шӑмма-шакка тӗреклетмелле; виҫҫӗмӗш — ку ӗнтӗ чи кирли тата чи йывӑрри пулнӑ — чӗркуҫҫи таран татнӑ урасене вӑйлӑ та ҫӑмӑллӑн ҫаврӑнкалакан тумалла, кайран вара, протезсем туса тӑхӑннӑ хыҫҫӑн, ҫав урасемпе самолета управлени туса пыма хӑнӑхтармалла.
10 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
— Тав турра! — пӑшӑлтатса илчӗ те Клавдия Михайловна, ҫӑмӑллӑн сывласа ярса ширмӑна пуҫтарма тытӑнчӗ.— Слава богу! — прошептала Клавдия Михайловна и с облегчением стала свертывать ширму.
9 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Часах вӑл лӑпланчӗ те халь ӗнтӗ, этем хӑйне нумайранпа асаплантарнӑ ыйтӑва татнӑ хыҫҫӑн ҫӑмӑллӑн туйнӑ пек, тинех хӑйне ҫӑмӑл иккенне туйрӗ.
5 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Кунта вӑл, пӗррехинче, ҫӗмрӗлнӗ самолёчӗпе ҫӗр ҫине майсӑр ларнӑ чух урине ҫӑмӑллӑн хуҫсан темиҫе кун выртнӑччӗ.
19 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Алексее вӑл вӑрт-варт ҫӑмӑллӑн та ҫемҫен, пӗчӗк ачана ҫунӑ пек, сӗлӗтпе ҫума пуҫларӗ.
16 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Тӗллӗн-тӗллӗн туратсенчен ирӗлнӗ юр тумламӗсем ҫӑмӑллӑн патлатса ӳкеҫҫӗ.Кое-где на снег с легким стуком падали тяжелые весенние капли.
7 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Сарӑ пӗсехеллӗ кӑсӑясем тӗмӗсем хушшинче ҫӑмӑллӑн вӗҫкелесе янравлӑн чӗвӗлтетнӗ.Звонко цвикали, прыгая в кустах, проворные желтобрюхие синички.
3 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Пӗринче тата вӑл ҫӗрулми тунисен купи ҫине тӗлӗнмелле ҫӑмӑллӑн сиксе хӑпарчӗ те, ҫывӑхрах темиҫе мина ӳксе ҫурӑлнӑ пулин те ним пӗшкӗнмесӗрех тӑчӗ.
25 сыпӑк // Леонид Агаков. Валентин Катаев. Полк ывӑлӗ. Повесть. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948
Телефонпа ҫакӑн пек ҫӑмӑллӑн савӑнӑҫлӑн та калаҫни, аякран итлесе тӑрсан, нимӗне те кирлӗ мар пушӑ калаҫу пек туйӑнма пултарнӑ, анчах тӗрӗссипе каласан вӑл пит те кирлӗ, тарӑн шухӑшлӑ калаҫу пулнӑ.
24 сыпӑк // Леонид Агаков. Валентин Катаев. Полк ывӑлӗ. Повесть. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948
Замковӑй — ку салтак замковӑй пулнине Ваня тӳрех тавҫӑрса илчӗ, — ҫав замковӑй авӑртан тытса туртнипе пӗр пӑт таякан замок ҫӑмӑллӑн, пӗр шавсӑр уҫӑлса, хӑйӗн хурҫӑран тунӑ йӗрле-йӗрлӗ цилиндрне, шӑп варрине вырнаҫтарнӑ боекне тата тупӑ кӗпҫин винт пек тунӑ ҫап-ҫутӑ пушӑ ӑшчиккине кӑтартрӗ ҫеҫ, ачан куҫӗсем тӳрех патронсем ҫине куҫрӗҫ.
21 сыпӑк // Леонид Агаков. Валентин Катаев. Полк ывӑлӗ. Повесть. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948
Анчах ӑна нимӗнрен те ытла тӗлӗнтерекенни, разведчиксемпе уйӑрлнине самаях ҫӑмӑллӑн тӳссе ирттерме май параканни вӑл — оруди пулнӑ.
20 сыпӑк // Леонид Агаков. Валентин Катаев. Полк ывӑлӗ. Повесть. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948
«Хӗвел те, ав, — ҫӑмӑллӑн тухать те ҫӑмӑллӑнах анса пытанать, — шухӑшланӑ хӗр. — Ҫӑмӑл япала-и вара ҫак!»«Солнце — оно тоже просто встает и просто заходит, — думала девушка. — А разве это просто!»
Старикпе хӗр тата хӗвел // Хветӗр Агивер. Василий Шукшин. Пахчапа мунча хуҫи. Вырӑсларан Хв. Акивер куҫарнӑ. КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1989. — 59–64 стр.
— Ытла та ҫӑмӑллӑн пурӑнатӑн эсӗ, Иван.
Пахчапа мунча хуҫи // Хветӗр Агивер. Василий Шукшин. Пахчапа мунча хуҫи. Вырӑсларан Хв. Акивер куҫарнӑ. КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1989. — 52–58 стр.
Сӑмакун сӑрӑлтаттарнипе Иван хӑйне ҫӑмӑллӑн туйрӗ, вилӗм ҫинчен калаҫасси килмерӗ, унӑн.Ивану сделалось хорошо от самогона, не хотелось говорить про смерть.
Пур енчен те тӗсесе // Хветӗр Агивер. Василий Шукшин. Пахчапа мунча хуҫи. Вырӑсларан Хв. Акивер куҫарнӑ. КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1989. — 19–28 стр.
Кашкӑрсем лашасем умне ӳкме сӑртран сӑрӑ кумккисем евӗр ҫӑмӑллӑн пӗтӗрӗнсе анаҫҫӗ.Волки серыми комками податливо катились с горы, наперерез подводам.
Кашкӑрсем // Хветӗр Агивер. Василий Шукшин. Пахчапа мунча хуҫи. Вырӑсларан Хв. Акивер куҫарнӑ. КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1989. — 3–10 стр.