Поиск
Шырав ĕçĕ:
Асаилӳсемпе тертленсе ҫитнӗскер, вӑл ҫывӑрнӑ чухне те сӑнӑ аврине чӑмӑртаса тытнӑ сылтӑм алли епле чӗтресе тӑнине туйсах тӑрать; ыйхӑран вӑранса ку тӗлӗк иккенне тавҫӑрса илсенех, хӑйӗн тӗлӗкне хӑвалама тытӑнать, чуна ыраттараслах ҫатӑртаттарса хупнӑ куҫӗсене аллаппипе хуплать.
10 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Тенор, картлашка ҫине пусса пынӑ пек, ҫӳлерех ҫӗкленет, чуна кайса тивекен сассипе янӑратса ярать:
7 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Вӑл арӑш-пирӗш пӑтранчӑккӑн, хулпуҫҫи ҫинче вӑй ҫитми ҫӗклем йӑтса пынӑ чухнехи евӗр, йывӑр утӑмсемпе сулкаланса пычӗ; темле ирсӗрлӗхпе тӑрлавсӑрлӑх чуна тӑрмаклаҫҫӗ.Путано-тяжек был шаг его, будто нес за плечами непосильную кладь; гнусь и недоумение комкали душу.
5 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Ӑна халӗ йӗнер ҫинче сиктеркелесе, пиҫӗ хулӑ пек авкаланса, учӗ мар утнӑн туйӑнать, вӑл хӑй ӑшӑ хура ҫул тӑрӑх таҫталла ҫуран утнӑ пек; утмашкӑн ӑна ҫав тери ҫӑмӑл та чуна ҫӗклентересле хаваслӑ пек…
5 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Вӑхӑтӑн-вӑхӑтӑн Григорие хӗрӗ хӑй сӑнарлӑ пек туйӑнатчӗ, хӑш чухне чуна ыраттараслах Степана аса илтеретчӗ.Временами ему казалось, что дочь похожа на него на Григория, иногда до боли напоминала она Степана.
21 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Анчах кичемлӗх чуна илет манӑнне…
19 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Питӗ чуна сиввӗн тата тарӑхтарнӑн туйӑнать ӑна Евгений Николаевичӑн ҫутӑ куҫӗсенчен пӑхни.Ей было досадно и неприятно глядеть в оголенные светлые глаза Евгения Николаевича.
14 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Григорий тути ҫине Аксинья тутин чуна хумхантаракан шӑрши тӑрса юлчӗ, тепле шӑршӑ вӑл; те хӗллехи ҫил шӑрши, те ҫуллахи май ҫумӑрӗпе пӗрхӗтнӗ ҫеҫенхирти уттӑн инҫетрен вӑштӑртатса килекен аран кӑна сисӗнекен шӑрши…
10 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Таҫтан чӗре тӗпӗнчен кӑна ӗмсе тунсӑхлантарать чуна ыраттаракан ҫивӗч сисӗм.
20 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Выльӑхсем выртнӑ вырӑнсенче — ҫап-ҫавракан ӳксе лапчӑнса ларнӑ тырӑсем… пӑхма хӑрушӑ, чуна йывӑр…Там, где валялись, — круговины примятого хлеба… дико и горько глядеть.
20 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Вӑл нимӗн сӑлтавсӑр савӑнни чуна вӗчӗрхентерет.
4 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Чуна та чӗрене чӑнласах килентерет!
IV. Апат // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.
Хӗвеланӑҫӗнчи хӗрлӗ ҫутӑ сӳннӗ вӑхӑтра, ҫӑлтӑрсем тухса ӗлкӗреймен чух, уйӑх та ҫутатман вӑхӑт ӗнтӗ ку, ҫӗрле мар пулсан та, вӑрманта ҫӳреме хӑрушӑ; йывӑҫсем ҫинелле, туратсенчен яра-яра тытса, тӗне кӗртмесӗр вилнӗ ачасем кармашаҫҫӗ, ӗсӗклесе макӑраҫҫӗ, ахӑлтатса кулаҫҫӗ, ҫулсем ҫинче те вӗлтӗрен хушшинче тикӗл-макӑль тӑваҫҫӗ; Днепр хумӗсем хушшинчен умлӑ-хыҫлӑнах вӑхӑтсӑр шыва путса вилнӗ хӗрсем чупа-чупа тухаҫҫӗ; вӗсен симӗс пуҫӗсем ҫинчен хулпуҫҫийӗсем ҫинелле ҫӳҫесем шуса анаҫҫӗ: вӑрӑм ҫӳҫсем ҫинчен ҫӗрелле шыв шӑнкӑртатса юхать, хӗр вара, шыв витӗр, кантӑк кӗпе витӗр курӑннӑ пек, янках ҫутӑлса курӑнать; ытармалла мар кулать вӑл, питҫӑмартийӗсем хӗмленсе ҫунаҫҫӗ, куҫӗсем чуна илӗртеҫҫӗ…
XIII // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.
Чуна ҫӑмӑл, ҫав тери ирӗк; хӑвна ху райри пек туятӑн.
III. Кӗтмен йӗкӗт. Кавар // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.
— Ахальрен мар-мӗн ҫак ылханлӑ ярмӑрккана тухса килес умӗн чуна чӑтма ҫук йывӑррӑн туйӑнчӗ, вилӗ ӗне хӑпартса хунӑпа пӗрех, вӑкӑрӗсем те хӑйсем тӗллӗнех икӗ хутчен килелле ҫаврӑнса кайма тӑчӗҫ.
X // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.
Чуна кӳрентерекен вӑрттӑнлӑха чӗрере тытса усрама йывӑр, анчах хаваслисене тата та йывӑртарах…
XVI // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.
Ҫапӑҫура ҫар тунӑ ҫитӗнӗвӗн хӑватлӑ та чуна ҫӗклентерекен туйӑм унра ҫӗнӗ пултарулӑхсем пуррине кӑтартса пачӗ.Волшебное, окрыляющее чувство воинского успеха в бою раскрыло в нем новые силы и новые способности.
III // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.
Хӗрарӑмсем патне чупма пӑрахтӑр тесе, ҫамрӑк ҫынна эпӗ сифилис больницине мар, хамӑн чуна илсе кӗнӗ пулӑттӑм, унта вӑл ман чуна таткалакан явӑлсене курнӑ пулӗччӗ!
XXV // Ваҫлей Игнатьев. Лев Толстой. Повеҫсемпе калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 3–86 стр.
Вӑл чуна ҫӗклентермест те, пусӑрӑнтармасть те — вӑл чун канӑҫне пӗтерет.Она действует ни возвышающим, ни принижающим душу образом, а раздражающим душу образом.
XXIII // Ваҫлей Игнатьев. Лев Толстой. Повеҫсемпе калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 3–86 стр.
Вӑл ҫынна питӗ хумхантарать, хӑрушӑ хумхантарать, анчах чуна ҫӗклентермест — эпӗ хам ҫинчен калатӑп.Она действует, страшно действует, я говорю про себя, но вовсе не возвышающим душу образом.
XXIII // Ваҫлей Игнатьев. Лев Толстой. Повеҫсемпе калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 3–86 стр.