Поиск
Шырав ĕçĕ:
— Сывлӑх сунатӑп, анне, — ачашшӑн каларӗ Сергей, вӑрӑм ҫӳҫлӗ пуҫне пӗшкӗртсе тата амӑшӗн хӑлхи хыҫӗнче ҫав-ҫавах хулӑм шӑнӑрсене, сайра ҫӳҫӗн пайӑркисен курса.
XVI // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Вӑл куҫне хупмасӑр выртать, ҫывӑхра ҫав-ҫавах хӑй пӗлекен юрӑ ҫӳлелле ҫӗклене-ҫӗклене янӑрать, ҫеҫенхир ҫинче ҫаплах сайра ҫӑлтӑрсемлӗ таса тӳпе, хӑйӗн ҫутӑ куҫӗсемпе уйӑх ҫаплах ҫӗр ҫине пӑхать.
VII // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Самойлов, ҫакӑнпа усӑ курса, Андрей Васильевич ҫывӑхнерех пычӗ, ӑна табак турттарчӗ, вара сайра уссине алтупанӗпе сӑтӑрса, шӑппӑнрах ҫапла ыйтрӗ:
VII // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
— Кирек епли ҫине те, — шанӑҫлӑн каларӗ Андрей Васильевич, сайра та кӗске сухалне якаткаласа.— На любой вопрос, — уверенно сказал Андрей Васильевич, разглаживая редкую короткую бороду.
VII // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Ҫавӑнпа Татьяна ӑнланса илме пултараймарӗ: те унӑн ыйтӑвӗнчен, те ҫумӑрӑн сайра та, анчах шултра тумламӗсем кантӑк ҫинче, пӳрт тӑрринче шӑпӑртатма пуҫланинчен кулчӗ Кондратьев, — пирӗн йӑнӑш ҫавӑнта: Хворостянкин ҫумӗнче нумай вӑхӑт хушши парти руководителӗ мар, ҫемҫешке ҫын, хӑравҫӑ, йӑпӑлти, пӗр сӑмахпа каласан, парти ӗҫне ертсе пыма ниепле те шанса пама ҫук ҫын пулнӑ, анчах эпир, — куншӑн пире намӑс, — ҫав ҫынна шаннӑ… —
I // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Травкин вӗсем патне пынӑ та, сайра йывӑҫсем хушшинче мӗлтлетекен тӑсланкӑ нимӗҫ мӗлки ҫинелле аллипе кӑтартса, ҫапла каланӑ:
Саккӑрмӗш сыпӑк // Иван Васильев. Эммануил Казакевич. Ҫӑлтӑр: повесть; вырӑсларан И.С. Васильев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 1622 с.
Ахаль чухне ваклама юратман лейтенант, ҫак сайра минутсенче темле уҫӑлса кайнӑ; вӑл тӗрлӗрен историсем нумай пӗлнӗ тата хӑш чухне полководецсемпе учёнӑйсен пурнӑҫӗсем ҫинчен каласа панӑ.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Иван Васильев. Эммануил Казакевич. Ҫӑлтӑр: повесть; вырӑсларан И.С. Васильев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 1622 с.
Курнӑҫасса вӗсем, чӑн та питех сайра курнӑҫкаланӑ, мӗншӗн тесен вӗсен кашниннех харпӑр-хӑй служби ӗҫӗсем мӑй таранах пулнӑ.Встречались они, правда, довольно редко — у каждого хватало собственных служебных забот.
Иккӗмӗш сыпӑк // Иван Васильев. Эммануил Казакевич. Ҫӑлтӑр: повесть; вырӑсларан И.С. Васильев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 1622 с.
Халь ӗнтӗ вӑл сайра сухаллӑ та пӗркеленчӗк питлӗ, вӑрӑм мӑйлӑ, тӗреклӗ мӑн ҫын пулса тӑнӑ; куҫӗсем унӑн ҫынна тилмӗрсе витӗр пӑхаҫҫӗ.
IV // Феодосия Ишетер. Лев Толстой. Повеҫсемпе калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 93–110 стр.
Эпӗ нимӗн ҫинчен те шухӑшламасӑр, сайра хутра тӗл пулакан ҫынсемпе дворниксене, ҫӑмӑл тӑрантаспа хунарсем е мала, е хыҫала ӳкерекен мӗлкесем ҫине пӑхса пытӑм.
XXVI // Ваҫлей Игнатьев. Лев Толстой. Повеҫсемпе калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 3–86 стр.
Эпӗ тӳрех кураттӑм: ман тӗлӗшпе илес пулсан, арӑмӑн вӗчӗхнисӗр, ҫӗтӗлсе кӑна тӑнисӗр пуҫне урӑх нимӗнле туйӑм та ҫукчӗ, сайра хутра ҫеҫ вӑл хӑнӑхнӑ йӗркепе ҫемҫелетчӗ, ку ҫыннине илес пулсан вара, вӑл ман арӑма килӗшесси ҫеҫ мар, ӑна пӗр иккӗленсе тӑмасӑрах ҫӗнтересси, лутӑркаса тӑкасси, ӑна пӗтӗрсе пӑрахса унран пӑяв явса хурасси, унпа мӗн тӑвас тенӗ, ҫавна тӑвасси пӗтӗмпех паллӑччӗ, мӗншӗн тесен: вӑл капӑр, пачах та ытти ҫынсем пек мар; музыка енӗпе пӗр иккӗленӳсӗр талантлӑ; пӗрле купӑс калани вӗсене ҫывӑхлатать тата арӑмӑн туйӑмлӑ чунне музыкӑпа, уйрӑмах сӗрме купӑспа, вӑл хускататех.
XXI // Ваҫлей Игнатьев. Лев Толстой. Повеҫсемпе калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 3–86 стр.
Эпӗ чи паха та сайра тӗл пулакан йӑхлӑ сыснасем шыраса тӗнчипех ҫавӑрӑнтӑм.
Сысна ҫури йӑли // В. Абакаев. О. Генри. Сысна ҫӳри йӑли // Илемлӗ литература: журнал. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1941. — №4. — 118-126 с.
Лукерья уҫса хунӑ арча умне чӗркуҫленсе ларнӑ та упӑшки валли кӗпе-йӗм шырать; сайра хутран сӗтел енне ҫаврӑнса ӑшшӑн пӑхса илет, Степана ачана пӑхманшӑн ачашшӑн хӑтӑркалать, арчара кӗпе-йӗм шыранӑ хушӑра вара телейлӗ те хуйхӑллӑ та куҫҫулӗсене уншӑн та, куншӑн та пӗр тан юхтарать…
XVII // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.
Халь унӑн ыраш улӑмӗ тӗслӗ сайра сухалӗ ҫук.
V // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.
Алӑк уҫӑлчӗ те алкумӗнче Силанти мучин арӑмӗ, хӗллехи вӑхӑтра килтен сайра хутра ҫеҫ тухса ҫӳрекен, пӗкӗрӗлсе кӗнӗ типшӗм Фаддеевна курӑнчӗ.
I // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.
Вӗсем, нимӗн ҫинчен те шутламасӑр, станица ҫийӗнче ҫакӑнса тӑракан сайра тӗтре ҫине пӑхса савӑнса тӑнӑ пек курӑнаҫҫӗ.
XI // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Татьяна утӑ ҫулнӑ ҫӗре ҫитсен каҫ пулчӗ; халиччен ялан пекех утӑ ҫулнӑ ҫӗрте колхоз агрономӗ сайра хутра ҫеҫ пулкаланӑ, ҫавӑнпа утӑ ҫулакансем вӑл килнинчен тӗлӗннӗ те, савӑннӑ та.
VIII // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Ку арҫын — ҫӳллӗ те хыткан пӳ-силлӗскер, пичӗ унӑн типшӗм те хура, шур сухалӗ сайра — пӗрмаях ҫеҫенхирте пурӑнакан ватӑ казаксен сӑн-пичӗсем ҫавӑн лек пулаҫҫӗ; ҫине вӑл кӗскерех те хулпуҫҫисем ҫинче хӗсӗкрех туйӑнакан кивӗ бурка, пуҫне кӗҫҫерен ҫӗленӗ шлепке тӑхӑннӑ.
IV // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Ту хыҫӗнчен ҫурла пек уйӑх тухса тӑрсан, пӗтӗм ту хушши тӑршшӗпех мӗлкесем чупаҫҫӗ, юханшыва сайра тӗтре хупласа илет, тӗтре витӗр чуллӑ ҫырансем тӗксӗмӗн курӑнаҫҫӗ, кӗтӳҫсен вучахӗ йӑслатса ҫунни аран-аран курӑнать, — ҫакан пек самантра сирӗн ума пурте илемлӗ те ҫӗнӗлле картина пек тухса тӑрать…
XXVI // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
— Сергейпе пӗрле сайра хутра ҫеҫ пулма лекет — акӑ мӗнре инкекӗ!
XXII // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.