Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

Килне (тĕпĕ: кил) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Хыпӑнчӑклӑн тӗнкӗлтетсе тӑван килне пырса кӗрсен, сӑнӗпе кӑвакарса кайрӗ, чӗркуҫҫи ҫине ӳксе сӑхсӑхрӗ те хӗвелтухӑҫ еннелле тайӑлса пуҫҫапнӑ чух чылайччен кӑвак пуҫне хӗвел ӗнтсе янӑ вӗри ҫӗр ҫумӗнчен ҫӗклемесӗр выртрӗ.

А когда, спеша и прихрамывая, вошел на родное подворье побледнел, упал на колени, широко перекрестился и, поклонившись на восток, долго не поднимал от горячей выжженной земли свою седую голову.

IV // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Ухмаха ернӗ ҫынна карчӑк хӑйӗн килне ҫавӑтса кайрӗ, апат ҫитерчӗ те курницӑна вырӑн сарса пачӗ.

Старуха увела сумасшедшего к себе в хатенку, накормила его, постелила ему в горнице.

III // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Ун пек чухне вӑл аллине чӗри тӗлне тытнӑ, мӗн пур халӑх умӗнче яланах хӑйӗнпе чиксе ҫӳрекен эмелне ӗҫнӗ те е машинӑпа, е лавпа килне кайнӑ.

В этом случае он держал руку на сердце, перед всей толпой пил лекарство, которое всегда носил с собой, и уезжал то на машине, то на повозке.

23 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Корней килне килнӗ чух ҫул ҫинче кирлӗ-кирлӗ мар иккӗленӳсемпе асапланса пынине, хӑй каллех калле-малле шухӑшлама хатӗр пулнине аса илчӗ те, ӑна намӑс пулса кайрӗ.

Вспомнив, что по дороге сюда он травил себя ненужными сомнениями и снова был готов смалодушничать, Корней испытал укор совести.

22 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Хулана ҫитиччен вӑрӑм ҫул ҫинче вӗсем мӗн ҫинчен кӑна калаҫман пулӗ, тем ҫинчен те калаҫнӑ, ҫавна пула Корней килне ывӑлӗсемпе ҫураҫнӑ тенӗ пекех лӑпкӑ таврӑннӑ.

О чем только они не переговорили за долгий путь до города, и домой Корней возвратился почти умиротворенным.

20 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Корней вырӑс кӑмакин тӗпне ватса, ҫӗмӗрӗлмен кирпӗчсене пӗр купана, ваннисене тепӗр купана суйласа хунинче ӑраснах нимех те ҫук ӗнтӗ, ҫапах та халӗ ӑна сывлама ҫӑмӑлрах, ӑшӗ те тӑван килне кӗнӗ малтанхи йывӑр самантри пек вӑркамасть.

Ничего особого вроде и не было в том, что делал Корней, — доламывал основание русской печи, отбирал в одну кучу целые кирпичи, в другую половинки, но ему уже легче дышалось, и на душе не было так безотрадно и тягостно, как в те первые горькие минуты, когда он зошел в родной дом.

20 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Неушлӗ вӗсем ӗлӗк ӑнсӑртран ҫывӑх пулни ӑна нимӗн асӑрхаттармасӑр ун килне йӑтӑнса кӗме, хӑйне кунта ӗмӗрлӗхех юлма хатӗрленнӗ пек тыткалама тивӗҫ парать ӑна тесе шутлать вӑл?

Неужели она считает, что их случайная близость в прошлом дает ей право, не предупредив, вваливаться к нему в дом и вести себя так, как будто она собирается остаться здесь навсегда?

16 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Иннокентий унчченхи евӗрлех Ксение кинона чӗннӗ, Ксени хирӗҫ пулман, унтан вӑл ӑна килне ҫитиччен ӑсатса янӑ, сӑпайлӑн сывпуллашнӑ та пӑрӑнса утнӑ.

Иннокентий по-прежнему приглашал Ксению в кино, и она не отказывалась, потом провожал ее до дома, вежливо прощался и уходил.

24 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Вӑл ҫав ҫӗтӗк-ҫатӑксене килне ертсе пырсан, ял халӑхӗ тӗлӗнсе кайнӑ; хӑй выҫӑллӑ-тутӑллӑ пурӑнать, кунта акӑ тата виҫӗ пыр хушӑнчӗ!

В деревне не знали, что и думать, когда он привел этих оборванцев к себе в дом, — сам ведь жил впроголодь, а тут еще три лишних рта!

14 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Ӗнер Корней — килне хӑвӑртрах ҫитес килнӗрен — хӑйӗн умӗнче нимӗн курмасӑр, сывлӑш ҫавӑрма тата куҫа хупӑрласа илекен куҫҫульне шӑлса илме ҫеҫ сайра хутра чарӑнкаласа, Черемшанкӑ тӑрӑх ыткӑнса чупрӗ.

Вчера, подхлестываемый жгучим нетерпением, Корней опрометью бежал по Черемшанке, ничего не видя перед собой, лишь изредка останавливаясь, чтобы перевести дыхание и стряхнуть застилавшую глаза слезную муть.

7 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Мишка сехете ҫакрӗ, ҫӗрле, кӑвайт ҫутинче, сухалне хырчӗ, утне йӗнерлесе, килне тухса вӗҫтерчӗ.

Надел Мишка часы, ночью, при свете костра побрился, оседлал коня, поскакал.

LXV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Мишка килне кайма тӗплӗ хатӗрленчӗ.

Мишка тщательно собирался к поездке домой.

LXV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Вӑл ӗнтӗ ӑшӗнче камӑн-камӑн килне вут тӗртмелли списока та турӗ, пӗр те пӗр хӑйсен чаҫӗ Чиртан Вешенскинчен сулахаяраха ӳкес пулсан, ҫӗрле никама каламасӑрах тӑван хуторне ҫитме шутларӗ.

Он уже мысленно составил список тех, кого надо сжечь, а на случай, если бы его часть пошла с Чира левее Вешенской, Мишка решил ночью самовольно отлучиться и побывать-таки в родном хуторе.

LXV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Апла пулсан яисе кай мана хӑвӑн килне.

Так ты либо возьми меня к себе, что ли.

LXIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Асли каларӗ, тет: «Чухӑнсен пӗр килне те ҫунса кайма памалла мар, буржуйсенне ҫунтарччӑр», — терӗ, тет.

Рассказывала, что старшой у красных сказал: «Чтоб ни одна бедняцкая хата не сгорела, а буржуев жгите».

LX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Вӑл килне ҫитме ӗлкӗрнӗ те, чӑлана пытанса, хыпалансах урӑх тум тӑхӑнать; ҫири кӗпипе юбкине улӑштарса аппаланать.

Она успела дойти до куреня и, забившись в кладовку, торопливо переодевалась: меняла на себе рубаху и юбку.

LIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Хӑшӗ-пӗри ҫакӑн пек те чееленсе хӑтланчӗ: хӗвел анас чух, ут ҫине утланса, сотня тӑракан вырӑнтан сикӗпе тухса вӗҫтерчӗ те, вӑтӑр е тата хӗрӗх ҫухрӑмах тӗпӗртеттерсе кайса, каҫхи шуҫӑм сӳннӗ тӗле килне ҫитсе те ӗлкӗрчӗ.

Но кое-кто ухитрялся и так: солнце на закате — выезжал с места стоянки сотни, придавливал коня наметом и, отмахав верст тридцать, а то и сорок, на исходе вечерней зари был уже дома.

XLIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Килне кай та ман сӑмахсене кала кирлӗ ҫынсене.

Езжай домой и слова мои передай кому следует.

XXXVIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Тепӗр каҫхине, кӑшт тӗттӗмленсенех, хӑрушшине-мӗнне пӑхмасӑр, килне сӗтӗрӗнсе ҫитрӗ, кантӑкран шаккарӗ.

На другую ночь, чуть смерклось, — решившись на отчаянное, добрел до дома, постучался в окно.

XXVII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Ӑна вӑл тӳрех килне илсе кайрӗ.

Привез он свата прямо домой.

XXIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней