Поиск
Шырав ĕçĕ:
Вӑл таврари вӑрман хӗррисене, сӑртлӑ уй-хирсене, тахҫан-авалхи ялсене типӗ те тӗпренсе тӑракан юрпа шӑлса лартрӗ; вӑл, юрпа витсе хунӑ тӗнчере ҫынсене ҫӗнӗ ҫул-йӗрсем тутарасшӑн пулнӑ евӗр, ҫулсемпе сукмаксене пӗтӗмӗшпех пӗтерсе хучӗ.
I // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.
Кӑна вӗт-ха Иринӑна, Усть-Невинскри Иринӑна каланӑ, вӑл ҫут тӗнчере пит сахал пурӑннӑ-ха, хӑй пурӑнакан станицӑсӑр пуҫне урӑх нимӗн те курман, халӗ акӑ Мускава пӗртен-пӗр тӗллевпе вӗҫет: пурне те курмалла, пурин ҫине те пӑхмалла…
XVII // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Старик пӗр чӗнмесӗр тимлӗн ӗҫлет, пӗр хутчен кӑна, Семен ун патне сада стакан эрехпе пӗр татӑк колбаса илсе пырсан ҫеҫ, ҫапла каларӗ: «Семен Афанасьевич, ҫак ҫуттине килӗштеретӗп эпӗ, хӑй ҫут тӗнчере хӑҫан пурӑнма пуҫланине ачу пӗлсе тӑтӑр», терӗ.
XV // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
— Ҫут тӗнчере питӗ ырӑ гражданочка ҫуралнӑ, — терӗ вӑл, — ятне те лайӑххине панӑ…— Добрая гражданочка на свет народилась, — сказал он, — и имя ей дали хорошее…
XV // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Тӗнчере темле Клава, Лера е Людмила мар, Васютка хутшӑннӑшӑн пурте савӑнчӗҫ.Все радовались тому, что на свет появилась не Клава, Рая или Людмила, а Васютка.
XV // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Целуйко ӗнтӗ, сайрарах пулин те, ҫаплах-ха вӗрипе аташать, ниепле те лӑпкӑ выртаймасть, пӗрехмай, алӑ айне мӗн лекет пурне те сылтӑм аллипе яра-яра тытать, — унӑн ҫак тӗнчере пӗр-пӗр тӗреклӗ япаларан ярса тытас килет пулмалла.
IV // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.
Кам пирӗн ӑрата ҫавӑн пек хушамат шутласа тупса панӑ, ҫавна леш тӗнчере шыраса тупатӑп та, гранатӑпа ярӑнтаратӑп, ӗмӗрне те хӑйӗн пырши-пакартине пуҫтарса ан ҫитертӗр!
XVI // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.
— Пекин театрӗ — чи чапли, — терӗ мана пӗррехинче тусӑмсенчен пӗри, — ӑна та курман пулсассӑн, урӑх мӗн курнӑ-ши эсӗ ҫутӑ тӗнчере?
Ялти спектакль // Николай Сандров. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 53–70 стр.
Эпӗ тинӗс хӗрринчи тӗрлӗ тӗслӗ рак хуранӗсемпе арбуз уйӗнчи пек тӗлӗнмелле япаласем тӗнчере пурри ҫинчен нихҫан та шутламан.
Тӑван ял // Николай Иванов. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 17–30 стр.
Евдокия Тимофеевна, алӑк еннелле ҫаврӑнса, пукан ҫинче ҫаплах тем ҫине шанса, анчах халех алӑк уҫӑлӗ те, пӳрте амӑшӗшӗн тӗнчере ҫук, пулма та пултарайми хӑрушӑ та йывӑр хыпар кӗрсе ан тӑтӑрах тесе хӑраса ларать.
Володя урамӗ (Эпилог) // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Кивӗ Карантинти ҫӗр айӗнчи крепоҫри ҫамрӑк разведчиксен ушкӑнӗн хӑюллӑ командирӗ тӗнчере халӗ пурте лайӑх пуласса ҫирӗп ӗненсе, икӗ аллипе амӑшӗнчен тытса, чул вырӑн хӗрринче ҫывӑрса кайрӗ.
Вунулттӑмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Михаил Иванович Калинин тӗнчере нумай пурӑннӑ, нумай курнӑ, малалла мӗнле пулассине тӗрӗс пӗлекен, ӑслӑ ҫын сассипе Мускавран вӗсене акӑ мӗн калать:
Вунулттӑмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Ун ҫине пӗчӗк хӗрлӗ ялавсем, украинкӑсен Нина панӑ мӑйҫыххисене ҫаксан, турачӗсене Володя Дубининӑн трофейлӑ пӗчӗк ламписене ҫакнӑ проводасемпе явса тухсан, чи ҫӳле чӑн-чӑн красноармеец ҫӑлтӑрне ҫирӗплетсе лартсан, кунтан лайӑхрах ёлка тӗнчере урӑх нихҫан та пулман, терӗҫ пурте.
Вунулттӑмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Урасем леш тӗнчере.
Вуннӑмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Халӗ Володьӑшӑн хӑй ҫӑлнӑ ҫак ҫын тӗнчере чи хакли пулнӑ.Сейчас этот человек, спасенный им, был для Володи уже одним из самых дорогих на свете.
Вуннӑмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Халиччен тӗнчере пӗр пионер та илмен хӑмӑрланнӑ, хӑшпӗр тӗлте хура ҫиппе ҫӗленӗ, хисеплӗ галстукӗсене комиссар кашнинех хӑй ҫыхса ячӗ.
Саккӑрмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Ҫак вӑхӑтлӑха илтми тунӑ, ирӗксӗр пурнӑҫран уйӑрнӑ тӗнче ҫине ҫӗр айӗнчен, чул хушшинчи ансӑр хушӑкран пӑхма пит хӑрушӑ пулнӑ; ӗнер кӑна ҫак тӗнчере ҫав тери ӑнланмалла, ҫав тери ҫывӑх, чуна кӑмӑллӑ пурнӑҫ пулнӑ.
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Нумаййӑн мар, анчах кашни хӑй совет ҫыннине, тӗнчере нихҫан та пулман ҫӗршывӑн гражданинӗ пулнине асра тытсан, сахаллӑнах мар.
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Ҫынсем ҫак хаяр тӑшман йышӑнакан пушанса юлнӑ тӗксӗм тӗнчере ҫухалса каяс мар тесе, хӑйсен хулпуҫҫипе юнашар чӑн-чӑн хастар юлташӑн ҫирӗп хулпуҫҫине туяс тесе, хӑвӑртрах этем ҫирӗп туслӑхӗ патнерех, ҫутӑ, вут ӑшши ҫывӑхнерех пуласшӑн пулчӗҫ.
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Вӑл Совет Союзӗн тӗп ӗлки, унашкалли пӗтӗм тӗнчере те ҫук.Это самая главная елка в Советском Союзе, такой больше нет нигде во всем мире.
Саккӑрмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.